22 февраля 2011 г.
Александр Баскаков вун виçĕ çул каялла шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрĕ. Шупашкарти университетра ĕçлекен йыснăшĕ, паллă профессор, ун чухне ăна хытарсах аслă шкула вĕренме пыма чĕннĕ. Ахăртнех, Сашăна тăван ял уй-хирĕсем ытларах илĕртнĕ пулас, вĕсенчен уйрăлаймарĕ вăл. Ялта ĕçлесе пурăнас кăмăлĕ пысăк пулнăран вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех тракторист-машинист правине алла илчĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче арçын ача техника паркĕнче епле пысăк пуçарулăхпа тимлени паянхи пекех куç умĕнче. Ашшĕпе иккĕшĕ çĕмрĕк, темиçе çул никам та ĕçлеттермен трактора юсаса "чун кĕртме" пултарчĕç. Çак "хурçă утпа" Саша пĕр çулхине хăй тĕллĕн кĕр акине те хутшăнчĕ. Ун хыççăнах ăна служба тивĕçĕсене пурнăçлама Раççей çарне илчĕç. Службăн малтанхи çур çулĕнче Александр Оренбург облаçĕнчи Бузулук хулинче тăракан полкра командирсен шкулĕнче вĕреннĕ. Кĕçĕн сержант званине тивĕçнĕ, ăна отделени командирĕ пулма шаннă. Çар служби Александр Баскакова Çурçĕр Кавказри десантниксен дивизине илсе çитернĕ. Чечняпа Ингушети çĕрĕсене боевиксенчен тасатас тĕлĕшпе ирттерекен операцисене хутшăннă. Боевиксем лартса хăварнă минăсем çине пырса кĕресси те нимĕн те мар. Çав тери тимлĕ, асăрхануллă пулмалла. - Инкек-синкекрен Турă сыхланă. Командовани ума лартнă тĕллеве вăхăтра, тĕплĕн пурнăçлама тăрăшнă, - аса илет запасри аслă сержант. Çарти тусĕ, Али Мирзаев кабардин, служба вĕçленнĕ хыççăн Александра Прохладный хулине ĕçлеме юлма сĕннĕ. Çук, килĕшмен вăл унта юлма та. Тăван ялăн ватă йăмрисем, хăйсен çурчĕ умĕнче ỹсекен çăка йывăççисем Çурçĕр Кавказра çитĕнекен кипариссенчен темиçе хут илемлĕрех те çывăхрах туйăннă уншăн. Çартан таврăннă иккĕмĕш кунхинех ĕçе кỹлĕнчĕ. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче Беларусь - МТЗ-80 тракторпа ĕçлеме тытăнчĕ. Унтанпа вара сисĕнмесĕрех вун пĕр çул иртсе кайрĕ. Александр Баскаков суха тума та, тырă вырма та, утă çулма та, фермăра ĕçлеме те ĕлкĕрет. "Арланово" сахал яваплă юлташлăх районти чи пысăк "Победа" колхоз саланса кайнă хыççăн унăн никĕсĕн юлашкийĕ çинче йĕркеленнĕ. Хальхи вăхăтра кунта лару-тăру çăмăл мар, çавна май кулленхи ĕçре механизаторсем пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ. Кивелсе çитнĕ ял хуçалăх техникине пултаруллă механизаторсем - Александр Баскаковпа унăн юлташĕсем Илья Ефремов, Валерий Костин, Владимирпа Родион Богдановсем хăйсен ăсталăхĕпе хастарлăхне пула анчах тухăçлă ĕçлеттерме май тупаççĕ. Хĕрỹ ĕç тапхăрĕнче ялтан тухса кайса "вăрăм укçа" шыракан хăш-пĕр çынсем епле илĕртсе чĕнеççĕ пулин те, вĕсем тăван ял уй-хирĕнче пиçсе çитнĕ тыр-пула вăхăтра пухса кĕртессине чи малти вырăна хураççĕ. Республика Президенчĕ М.В.Игнатьев хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Чăваш Енре выльăх-чĕрлĕх отрасльне малашне епле аталантарасси пирки палăртса каланине тĕпе хурса "Арланово" сахал яваплă юлташлăхри механизаторсем, йывăрлăхсене пăхмасăр шăрăх çанталăк условийĕнче те май пур таран ытларах выльăх апачĕ хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Хĕллехи вăхăтра Александр Баскаков фермăра оператор пулса ĕçлет. Вăл тăрăшнипе кăçал унта нумай ĕç туса ирттернĕ: витесене ăшă шывпа тивĕçтерес, тислĕк кăларас ĕçсене лайăхлатнă. Ĕçченлĕхпе пĕрлех Александр Владимирович ытти нумай ырă енсемпе палăрса тăрать. Вăл тата унăн çемйи - ашшĕпе амăшĕн тĕрекĕпе савăнăçĕ. Хальлĕхе унăн çемйи - мăшăрĕ, виçĕ ачи самаях тăвăр, кивĕ çуртра пурăнаççĕ пулин те чи малтан ашшĕпе амăшне кермен пек çĕнĕ çурт лартма пулăшрĕ. Кĕçĕн шăллĕпе йăмăкĕ те пиччĕшĕн тĕрекне лайăх туяççĕ.