Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси ăсталăхне çухатмасăр

22 февраля 2011 г.

Хĕрарăмăн яваплăхĕ пысăк. Куллен ĕçе васканипе пĕрлех унăн кил-çуртĕнче те темĕн тĕрлĕ ĕç тума ĕлкĕрмелле. Çемьере ача çураласса кĕтнĕ, ăна пăхса çитĕнтернĕ тапхăрта вара хĕрарăм вăхăтлăха малтанхи ĕç çинчен манса хăйĕн пĕтĕм вăйне пепкине тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтересси çине ярать. Амăшĕн çапла пулмалла та ĕнтĕ. Анчах нумай хĕрарăм килте ачапа пулнă хыççăн малтанхи пек хастарлăхпа, пултарулăхпа çĕнĕрен ĕçе пикенеймен тĕслĕхсемпе те час-часах тĕл пулма тỹр килет. Çак вăхăтра, малтанхипе танлаштарсан, производствăра çĕнĕлĕхсем те пулма пултарнă, хĕрарăма улшăнусене хăнăхма йывăр. Çакăн пек чухне мĕн тумалла? Ĕçе тухсан йывăрлăхсемпе тĕл пулас мар тесен декретлă отпускра пулнă чухне те пĕрле ĕçлекенсемпе тачă çыхăну тытмалла, квалификацие çухатас мар тесен мĕн пур улшăну, çĕнĕлĕх çинчен те эсир пĕлсе тăма тивĕçлех. Май пулсан квалификацие ỹстермелли курсра вĕренсе çĕнĕ специальноç илсен те лайăх. Çак тĕллеве, ĕмĕте пурнăçлама сире халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та пулăшма пултарать. Ачисем 3 çул тултариччен декретлă отпуск илнĕ хĕрарăмсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр хальхи вăхăтра професси пĕлĕвĕ илме пулăшать. Вĕреннĕ чухне пулакан тăкаксене федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕрен саплаштараççĕ. Палăртнă программăна ĕçсĕр тăрса юлнисем анчах мар, ĕç вырăнĕ пур хĕрарăмсем те хутшăнма пултараççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пырсан е телефонпа шăнкăравласан çакăн пирки тата тĕплĕнрех ăнлантарса паратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика