Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нуша кулачă çитернĕ

22 февраля 2011 г.

Нуша кулачă çитернĕ

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ, Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Валентина Петровна Столбова çак кунсенче 75 çул тултарать. Ял çинчи ят-сума вăл хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ. Çамрăклăхĕ пĕрре те çăмăл пулман унăн. 1953 çулта, вăл ун чухне вун улттăра пулнă, энерготехникума вĕренме кĕрес ĕмĕтпе Шупашкара тухса кайнă. Экзаменсем тытма вăхăт çитнĕ çĕре хĕр ачан укçи пĕтсе çитнĕ, укçасăр хулара нимĕн те тăваймăн, ирĕксĕрех документсене каялла илме тивнĕ. Валя Шупашкарти пĕр тухтăр çемйине ача пăхакан пулса ĕçлеме вырнаçнă. Унсăр пуçне вăл вĕсен пỹрт-çуртне те тирпейленĕ: каланккана вутăпа хутса апат пĕçернĕ, лавккана апат-çимĕç туянма çỹренĕ. Çак ĕçпе анчах пурăнма çуккине те ăнланнă вăл. Çĕвĕ фабрикине 3 уйăхлăх курса вĕренме кайса кĕнĕ. Анчах унта тỹрĕ çĕвĕ çĕлеме анчах хăнăхтарнине, çĕвĕçĕ пулма вĕрентменнине пĕлсен Валя Черусти станцийĕнче вагонсем çине торф тиенĕ çĕрте ĕçлекен Лида аппăшĕ патне кайма шут тытать. Пуçласа пĕрремĕш хут поезд çине ларса курнă хĕр палăртнă станцирен иртсе каять, каялла ларса кайма укçи пулманнипе аппăшĕ патне шпалсем тăрăх утса çитнĕ. Лида аппăшĕ яла таврăннă, хăй паспортне вара Валя йăмăкне ĕçе вырнаçма парса хăварнă. Вагонсем çине торф тиенĕ çĕрте Валя пĕр çулталăк тăрăшнă, укçине те самаях ĕçлесе илнĕ. Ун хыççăн каллех вербовкăпа Тула хулине тухса каять.1955 çулта Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçе вырнаçнă. Кунта вăл пир-авăр шуратакан цехра пусмасем шуратнă, вĕсене типĕтнĕ çĕрте тимленĕ. Вĕри цехра ĕçлеме пĕрре те çăмăл пулман. 1963 çулта вара повара вĕренме кĕнĕ. Çулталăк çурă вĕрентнĕ тата ĕçлеттернĕ 50 çамрăкран 7-шне, çав шутра Вальăна та, Шупашкарти "Чăваш наци кухни" 6-мĕш номерлĕ столовăя повара ĕçлеме илнĕ. Çав вăхăтра вăл Шупашкарти чи лайăх столовăй шутланнă. Çак коллектив Мускаври ВДНХна хутшăнма тивĕç пулнă, кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Столовăйри ăста повара "Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа" юбилей медальне парса чыс тунă. 1981 çулта вара Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илме тивĕç пулнă. 28 çул пĕр улшăнмасăр поварта ĕçленĕ Валентина Петровна 1981 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă, "Ĕç ветеранĕ" ята илнĕ. Пенсие тухсан та алă усса ларман вăл, хăйне урăх ĕçре тĕрĕслесе пăхнă. Пĕр вăхăтрах эмел курăкĕсем пухнă, вĕсене типĕтсе сутнă. Валентина Петровнăн мăшăрĕ те хамăр районтанах, вăл Çĕнĕ Эйпеç каччи - Сергей Степанович Пирожков. Ĕçчен мăшăр Шупашкар районĕнчи Алькеш поселокĕнче кирпĕч çурт лартнă. Шел, вĕсен хăйсен ача-пăча пулман. Халĕ вĕсем иккĕмĕш çул ĕнтĕ Таяпа Энтринче пурăнаççĕ. Алькешри çуртне шăллĕн ывăлне парнеленĕ, хăйсем хамăр ялта пилĕк стеналлă çурт туянчĕç. Ватă çынсем тесе те калаймăн. Килти хушма хуçалăхĕнче çамрăксенчен кая мар пахча çимĕç туса илеççĕ. Яла килнĕренпе хăйсен пахчи вĕçĕнчи çырмара 13 пилеш,13 хыр, 7 чие, 5 тĕп шиповник,3 тĕп ежевика, 4 тĕп хурлăхан лартса чĕртнĕ. Валентина Петровна халĕ те эмел курăкĕсем пухать, вĕсене Шупашкара илсе кайса вырнаçтарать. Иртнĕ кĕркунне Кĕçĕн Таяпа вăрманĕнчен 2 михĕ шăлан çырли татса килсе типĕтрĕ. "Яла пурăнма куçса килнишĕн ỹкĕнместпĕр, хула пирки аса та илместпĕр. Куç тулли ял-йыш, сывлăшĕ уçă, шывĕ таса",- тет Валентина Петровна. Çак сăмахсем çумне урăх мĕнех хушса калайăн...

Сăн ỹкерчĕкре: Валентина Столбова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика