Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арçынсем уявра вăй виçрĕç

22 февраля 2011 г.

Арçынсем уявра вăй виçрĕç

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче "Улăп" физкультурăпа сиплев комплексĕнче районта пĕрремĕш хут арçынсен фестивалĕ иртрĕ. Ăна Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунне тата оборонăпа спорт уйăхлăхне халалланă. Арçынсене районти общество пурнăçне активлă хутшăнтарасси, сывă пурнăç йĕркине сарасси, патриотла туйăмсене аталантарасси фестивалĕн тĕп тĕллевĕ пулчĕ. Уяв умĕн юрă-кĕвĕ ăстисем В.Архиповпа И.Шурбин пухăннисене илемлĕ юрăсемпе тыткăнларĕç. Кунтах районти тĕп библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ куравсем ĕçлерĕç. Общепит ĕçченĕсем уява хутшăннисене вĕри чейпе, тĕхĕмлĕ кукăльсемпе тата шашлăкпа сăйларĕç. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин уçрĕ. Ял тăрăхĕсенче, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсенчен йĕркеленнĕ 17 командăна, фестивале хутшăннă кашни çынна çак пысăк уяв тата çывхарса пыракан Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламланă май пурне те ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунчĕ вăл, ăмăртусенче нихçанхинчен хастар пулма сĕнчĕ. Халĕччен районта хĕрарăмсен фестивалĕ анчах иртнине (вăл пĕлтĕр вун пĕрмĕш хут пулнă), кăçалтан вара арçынсен фестивальне те йĕркелеме палăртнине асăнчĕ Николай Петрович. Çакă районти арçынсене те пысăк тимлĕх уйăрассипе, вĕсене нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнчи уяв ячĕпе кăмăллăн канма май туса парассипе çыхăннă. Малашне фестивальсем çулленех иртĕç. Уяв программи пуян та анлă пулчĕ. Этемлĕхĕн вăйлă енĕ хăйĕн вăйне спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тĕрĕслерĕ: шывра ишесси, армспорт, волейбол, сĕтел çи теннис, пăшалтан пересси, канат туртасси, дартс, турник çинче туртăнасси. Программăна йĕлтĕрпе ăмăртса чупассине те кĕртнĕччĕ, анчах урамра питĕ сивĕ тăни çак ăмăртăва йĕркелессинче чăрмав кỹчĕ. Армспорт ăмăртăвне яланхиллех С.Солин ертсе пычĕ. Кунта 75 кг çитичченхи виçере Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчен килнĕ Сергей Осипов çĕнтерчĕ. Валерий Левый (Елчĕк ял тăрăхĕ), Виктор Демьянов (Елчĕк шкулĕ) 2 тата 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. 75 кг ытларах таякан спортсменсен виçинче Сергей Солин (ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ), Алексей Мартышкин (Курнавăш ял тăрăхĕ), Андрей Теллин (Елчĕк ял тăрăхĕ) малти вырăнсене çĕнсе илчĕç. Шывра ишессинче командăсен членĕсем уйрăмшарăн та, эстафетăра та ăмăртрĕç. 45 çула çитичченхи арçынсенчен Александр Рыбкина (Раççей ял хуçалăх банкĕн Елчĕкри филиалĕ) çитекенни пулмарĕ. Хăйĕн вăр-варлăхĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕ вăл. Николай Волков (Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ) ăна кăштах анчах çитеймерĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчен килнĕ Николай Кириллов 3 -мĕш пулчĕ. 45 çултан аслăраххисенчен Владимир Михайлов, Вениамин Кудряшов, Александр Филиппов палăрчĕç. Пурте вĕсем Елчĕк ял тăрăхĕн командин чысне хỹтĕлерĕç. Аслă Елчĕксемпе Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн командисем _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Винтовкăран перессипе пынă ăмăрту арçынсене салтак пурнăçне тепĕр хут аса илме май пачĕ. Кунта Александр Чернова (Аслă Таяпа ял тăрăхĕ), Виталий Рыбкина (Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ), Сергей Лазарева (выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти станци) çитекенни пулмарĕ. Сĕтел çи теннис вăй-йинче тата турник çинче туртăнассинче Эдуард Никонов (ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ), Владимир Орехов (Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ), Иван Александров (Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ), Вениамин Убасев (Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ), Денис Грибов (Курнавăш ял тăрăхĕ), Валерий Архипов (Елчĕк ял тăрăхĕ) палăрчĕç. Дартс вăййи вара чылай çынна хăй патне туртрĕ. Командăсен капитанĕсем хăйсен вăйĕсене тĕрĕсленипе те çыхăнчĕ пуль çакă. Кунта чи пултарулли Елчĕк район администрацийĕн командин капитанĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый пулчĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕпе Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн командисен капитанĕсем Леонид Кошкинпа Николай Малышкин иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Волейболистсен ăмăртăвĕ питĕ çивĕч иртрĕ. Уйрăмах финалта, Владимир Кондратьевпа Петр Дудкин капитансем ертсе пыракан районти чи вăйлă командăсем тĕл пулнă самантра, зал кĕрлесе çеç тăчĕ. Хĕрỹ тупăшура çине-çинех пĕр евĕр очкосем пуçтарса пыракан командăсенчен хăшĕ çĕнтерỹçĕ пуласси малтанах нимĕнле те паллă пулмарĕ. Çапах та ку вăйăра Елчĕксем Çирĕклĕ Шăхальсенчен вăйлăрах пулчĕç. Курнавăш ял тăрăхĕн команди виççĕмĕш вырăншăн пыракан кĕрешỹре Елчĕк райадминистрацин командине хыçа хăварчĕ. Уяв ирхине 10 сехетре пуçланса каçхине 4 сехет иртичченех тăсăлчĕ. Фестиваль командăсем канат туртнипе вĕçленчĕ. Çак вăйă та питĕ хĕрỹ иртрĕ. Çапах та вăйпа тупăшса Курнавăшсене нихăшĕ те çитеймерĕ. Елчĕк ял тăрăхĕпе районти тĕп больницăн командисем те ыттисене парăнтарма пултарчĕç. Ăмăртусене пĕтĕм-летнĕ хыççăн фестиваль судйисем Елчĕк ял тăрăхĕн команди районти арçынсен пĕрремĕш фестивалĕн çĕнтерỹçи пулнине палăртрĕç. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн тата ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем пулчĕç. Çĕнтерỹçĕ-командăсемпе уйрăм участниксем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. - Пире, арçынсене, çакăн евĕр пысăк мероприяти туса панăшăн ăна йĕркелекенсене пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Паян сывлăха çирĕплетме кăна мар, кăмăлтан канма та пултартăмăр, - терĕç уява хутшăннă арçынсем. "Улăп" физкультурăпа сиплев комплексĕн ертỹçи тата тренерĕсем, ăмăртусен судйисем те çак пысăк мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттерессинче хăйсен тỹпине хывнăшăн пысăк тав сăмахне тивĕç.

Сăн ỹкерчĕксенче ăмăрту саманчĕсем, фестиваль çĕнтерỹçисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика