Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕ отчет тăвать

22 февраля 2011 г.

Ĕнер район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Унта эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Шăмат кун Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа сиплев комплексĕнче районти арçынсен спорт фестивалĕ пĕрремĕш хут иртнĕ. Ун çинчен ăна йĕркелесе ирттерес енĕпе туса хунă комитет председателĕ Л.Левый каласа пачĕ. Спортăн 9 тĕсĕпе иртнĕ фестивале ĕç коллективĕсен 17 команди хутшăннă. Вăл участниксен йышĕ пысăк пулнипе палăрнă. Унта арçынсен йышĕпе пĕчĕк коллективсем, сăмахран, "Россельхозбанкăн" Елчĕкри уйрăмĕ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци тата ыттисем командăсем тăратма пултарнă. Анчах Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчен, районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенчен, арçынсем чылай ĕçлекен ытти коллективсенчен фестивале хутшăнманнине вĕсен ертỹçисем çак мероприятие хакламаннипе çеç ăнлантарма пулать. Фестивальте командăсем ăнăçлă ăмăртни кăна мар, унта хутшăнни, пĕр-пĕринпе хутшăнса калаçни, ăмăрту саманчĕсене курса савăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый. Канашлура район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ А.Клементьев пайăн 2010 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Пай ятарласа хатĕрленĕ планпа ĕçлесе пырать. Унпа килĕшỹллĕн предприятисемпе организацисен ертỹçисен кашни 5 çулта гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе вĕренỹре пулмалла. Пĕлтĕр 19 ертỹçĕ вĕренỹре пулнă. 2010 çулта районта 23 аварипе çăлав служби йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе предприятисемпе организацисенче 12 хутчен вĕренỹ-тренировка ирттернĕ. Кашни çулах гидротехника сооруженийĕсене шыв-шур юхтарса каясран сыхлас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай шкул ачисемпе хăйсене шывра мĕнле тытмалли, пушартан сыхланмалли, гражданла оборона йĕркисене вĕрентессине йĕркелет. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн 2010 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ тата кăçалхи тĕллевĕсем çинчен унăн ертỹçи В.Афанасьев паллаштарчĕ. Аслă Елчĕк ялĕнче пурĕ 696 уйрăм хуçалăх шутланать. Çав шутран 45 çурт пушă ларать. Ял тăрăхĕнче 2087 çын пурăнать. Пĕлтĕр халăхпа 8 пуху, ял тăрăхĕн администрацийĕн 20 ларăвне ирттернĕ. Вĕсенче ял пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухнă. 32 çемьере 3 тата унтан ытларах ача çитĕнет. Юлашки икĕ çулта çулсерен 22-шер ача çуралнă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 217 ача вĕренет, ача садне 73 ача çỹрет. Çав вăхăтрах ача садне çỹреме черетре тăракан ачасем те пур. Çак цифрăсем демографи лару-тăрăвĕ Аслă Елчĕкре, ытти ялсемпе танлаштарсан, лайăхрах пулни çинчен калаççĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕтĕмĕшле врач офисĕ, культура çурчĕ, библиотека, 9 магазин, ял хуçалăх производство кооперативĕ, 6 фермер (хресчен) хуçалăхĕ вырнаçнă. Ял тăрăхĕнче ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем 3 пин гектара яхăн. Иртнĕ çул пĕтĕм çĕре ĕçлесе хатĕрленĕ. Ял хуçалăх производство кооперативĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çур акинче усă курма минераллă удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем саппаслаççĕ. Анчах хальлĕхе вĕсем çителĕксĕр-ха. Паха вăрлăх кỹрсе килессипе те ĕçлемелли пур. Пĕлтĕр культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Унта ташă залĕ, аэробика ушкăнĕ уçнă. Физкультурăпа спорт, сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе те япăх мар ĕçлеççĕ. Кĕрешỹ залне куллен 40-50 ача çỹрет. Спортзал, стадион пур. Хоккей площадкинче каçхине те вăйăсем выляççĕ. Шкул ачисем, çитĕннисем районти, республикăри хоккей, ытти спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Ял тăрăхĕнче тĕрлĕ налуксене пуçтарассипе пĕлтĕр, 2009 çулхипе танлаштарсан, лайăхрах ĕçленĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ кил-çуртсенче пухăнакан хытă каяшсене турттарасси, масара тытса тăрасси, ЛПХ кредичĕсемпе усă курса уйрăм хушма хуçалăхсене аталантарасси мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Канашлура çавăн пекех ял тăрăхĕсенчи хуçалăхсем сĕт суса илес, "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонне хутшăнса укçа-тенкĕ пуçтарас, район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика