19 февраля 2011 г.
Çуткỹл шкулĕ хăйĕн 120 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем шкул историне тĕпчеççĕ, çак шкултан вĕренсе тухнă çынсемпе кăсăкланаççĕ. Çак ĕçре чи пултаруллисем - тăххăрмĕшсем. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкултан вĕренсе тухакансем пур ĕçре те пултаруллă. Класри кашни ача хăйĕн çитĕнĕвĕпе савăнтарать. Акă, вĕренỹ отличникĕ Кристина Краснова шкулти ачасен пĕрлешĕвне ертсе пырать. 5-мĕш класранпах "Истоки" центрăн хастар членĕ. Хăйĕн тĕпчев ĕçĕсемпе районта çеç мар, республикăра та палăрнă. Чи палли - И.Д.Кузнецов пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырни. П.Н.Черновăн тăванĕ пулнă май хăйсен несĕл йывăççине, СССР халăх учителĕн сайтне туса Интернета вырнаçтарчĕ. Нумай конкурссене, конференцисене хутшăнать пултаруллă хĕр ача, çав вăхăтрах Елчĕкри искусство шкулне çỹреме те вăхăт тупать. Дима Веков та хăйĕн анлă тавра курăмĕпе палăрса тăрать. Инçет олимпиадисене активлă хутшăнать, пĕрре мар çĕнтерỹçĕ ята илме тивĕç пулнă вăл. Кăçал районта тăван ен культурипе иртнĕ олимпиадăра иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Шкулта Раççей науки кунĕ ячĕпе иртнĕ конференцире Дима хăйĕн "Вырăскассинчи чапаевецсем" тĕпчев ĕçĕпе паллаштарчĕ. Артур Холоднов çăмăллăнах йывăр предметсене пăхăнтарма пултарать. Математика, хими предмечĕсемпе иртнĕ районти олимпиадăсенче призлă вырăн йышăнни те çакăн çинченех калать. Настя Поршина Чулхула облаçĕнчен куçса килнĕ. Хăйсен туслă йышне хаваспах йышăнчĕç ăна ачасем. Юлташĕсем пулăшнипе чăвашла таса калаçма хăнăхса çитрĕ вăл. Кристинăпа пĕрле искусство шкулне çỹрет пурне те пĕлме тăрăшакан хĕр ача. Çутă кỹлĕ вăрттăнлăхĕсене тĕпчет. Ольăпа Алина Вековăсем класри, шкулти тĕрлĕрен мероприятисене хатĕрлесе ирттерме кăмăллаççĕ. Кĕнеке вулама юратаççĕ. Спортпа та туслă класри ачасем. Оля Векова, Дима Веков, Кристина Краснова, Артур Холоднов районта иртекен нумай ăмăртăва хутшăнаççĕ. Шкулти волонтерсем те çак класранах. Ачасене пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнма, вĕренỹре, обществăлла ĕçре хастар пулма, çитĕнỹсем тума хавхалантараканĕ - класс ертỹçи Тамара Анатольевна Быкова. Шкулта вăл биологи, хими, географи, математика предмечĕсене вĕрентет, çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курать. Районти ĕçтешĕсем умĕнче кирек мĕнле темăпа презентаци йĕркелесси, уçă уроксем ирттересси те шиклентермест ăна. 2005 çулта районта иртнĕ "Çулталăк вĕрентекенĕ" конкурсра "Поэзи урокĕ" номинацире çĕнтерни те çакна çирĕплетсе парать. Ачасене тĕпчев ĕçне явăçтарнисĕр пуçне хăй те пĕр конкурсран та тăрса юлмасть. Унăн ĕçне вĕрентỹ институчĕ кăларнă статьясен пуххине кĕртнĕ. Вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупнăран Тамара Анатольевнăпа ачасем уççăн калаçаççĕ, хăйсен иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хурса хисеплеççĕ...