19 февраля 2011 г.
Мана, IX "а" класра вĕренекен ашшĕ-амăшĕн комитечĕн членне, шкула тĕл пулăва йыхравларĕç. Хамăр ачасен кулленхи пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма вăхăт тупса çитрĕм унта. Район хаçачĕн çырусен пайĕн корреспонденчĕпе В.Кирилловăпа тăххăрмĕшсен çавра сĕтел хушшинчи уçă калаçăвне итлесе ларма кăна мар, хутшăнса калаçма питĕ кăмăллă пулчĕ. Тĕл пулуран чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Крылова та пăрăнмарĕ. Тăххăрмĕшсем ыт ахальтен чĕнмен пире. Чăваш чĕлхипе литератури эрнинче журналистпа тĕл пулса калаçма кăсăклă пулчĕ. Класра "Чĕлхе лайăх пĕлекен - чĕрере вут чĕртекен", "Елчĕк ен" - пирĕн тус" плакатсем çырса хунă. Шкулпа хаçат хушшинчи çыхăнăва малалла аталантарас тĕлĕшпе пычĕ калаçу. Район хаçачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе вĕренекенсем интересленсех тăраççĕ, хăйсем те "Елчĕк енпе" туслă çыхăну тытаççĕ. Кашнийĕн аллинче район хаçачĕн номерĕ. Пурте хăйсене канăç паман ыйтусен хуравĕсене пĕлесшĕн, темĕн те интереслентерет вĕсене. Тăххăрмĕшсене Любовь Петровна Шепинова ертсе пырать. Класс ертỹçин ытарлă сăмахĕсене кашни вĕренекен асран кăлармасть: "Класа йăл кулăпа кĕретпĕр, йăл кулăпах киле каятпăр". Чăннипех те çапла. "Манăн ачасем", - тесе çеç тăрать класс руководителĕ. Куçран пăхсах пĕр-пĕрне ăнланаççĕ вĕрентекенпе вĕренекенсем. Иккĕмĕш класранах акăлчан чĕлхи вĕрентекен ачасене учительница лайăх пĕлет. Паянхи тăххăрмăшсен пĕрремĕш вĕрентекенĕ вара - Вера Геннадиевна Молоствова. Шкула тин ура ярса пуснă шăпăрлансем "икккĕмĕш амăшне" епле юратса хисепленине каласа та пĕтереймĕн. Пĕрремĕшĕнченех вĕсем туслăхăн ырă енĕсене тĕпе хуратчĕç, пĕр чăмăрта пулсан çеç нимĕнле йывăрлăх та хăратманнине ăнланатчĕç. Тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕри килти ĕçе пурнăçлайман пулсан, урок лариччен ăна ушкăнпа пулăшнă. Айăпа кĕнĕ вĕренекен тепринче килти ĕçе пурнăçламасăр килме пултарайман, юлташĕсенчен вăтаннă. Çак йăла паян та çирĕп сыхланса юлнă. Вера Геннадиевна паян та хăйĕн "чĕпписен" пурнăçĕнчен пăрăнмасть. Вăл класри ачасен ашшĕ-амăшĕн комитечĕн председателĕ. Çавăнпа та тăххăрмĕшсен уçă урок иртет-и е ытти професси çыннисемпе тĕл пулаççĕ - пĕрремĕш вĕрентекен ниçтан та юлмасть, класс ертỹçине пур енлĕн пулăшса пырать. Пĕрле канашласа ĕçленĕрен класăн ỹсĕмĕсем те пĕчĕк мар. Иккĕмĕш чĕрĕке виçĕ хĕр ача "5" паллăсемпе вĕçленĕ. Ударниксем 14-ăн. Н.Маркова, А.Молоствова, Н.Алюкина, Л.Спиридонова пысăк тавра курăмлă, нумай пĕлес тесе çуннипе палăрса тăраççĕ. П.Нягин, акă, проектсем çырма ăста. Çавăн пекех вăл спортра пысăк çитĕнỹсем тăвас тесе ăнтăлать. А.Указов, Т.Бобин, А.Абдулкин, Н.Шаков, С.Молодов баскетболла, хоккейла выляма кăмăллаççĕ, йĕлтĕр çине тăраççĕ, çуран чупаççĕ. Т.Ахмерова шывра ишме кăмăллать. Надя Маркова вара шкулти хаваслисемпе пултаруллисен "Адреналин" клубĕн членĕ. Вăлах шкулти "Млечный путь" организацин активлă участникĕ. Анна Молоствовăпа çывăх туссем, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла вĕренеççĕ. Л.Зайцева, Л.Спиридонова, М.Александрова тата ыттисем те (пурне те хушаматран каласа тăрас мар) шкулти мероприятисенче кăна мар, ун тулашĕнче те хастарлăх кăтартаççĕ. Тăххăрмĕшсен малашлăхĕ пысăк.