Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур енĕпе те малта

19 февраля 2011 г.

Шăмат кун. Яланхиллех эрнене пĕтĕмлетсе вĕренекенсемпе иртнĕ кунсене "шĕкĕлчетпĕр". Чи малтанах дневникри паллăсене пăхса тухатпăр. - Павлик, журнал çинче санăн начар паллă ларать. Мĕн пулчĕ, мĕншĕн вĕренсе килеймерĕн урока? Арçын ача ура çине тăрать, сăлтавне ăнлантарать, çывăх вăхăтрах ăна тỹрлетессине пĕлтерет. Унтан ачасен дневникĕсене тĕрĕслетĕп, урокра мĕнле паллăсем илнине журнал тăрăх унта куçарса çыратăп. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ывăл-хĕрĕ вĕренỹре мĕнле ĕлкĕрсе пынине пĕлсе тăмалла-çке. - Лариса, Диана, Аля, Люда, Саша, эсир вара хальхинче те пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Пĕринчен тепри ăмăртмалла кашни предметпа "5" паллă илни кăмăла çĕклет. Çак эрнере те, ытти чухнехи пекех, учительсенчен те, шкулти дежурнăйсенчен те асăрхаттарса калани çук. - Ачасем, апла пулсан "Вĕренекенсен чи лайăх коллективĕ" районти конкурса хутшăнар пулĕ? - Çĕнтерỹçĕне Мускава экскурсие яраканнине-и? - Çапла. - Хаваспах хутшăнатпăр. Эпир шкулта чи пултаруллисен йышĕнче. Класс чăннипех те туслă. Вун тăхăр ачаран "пиллĕкпе" кăна вĕренекенсем - Лариса Боброва, Диана Миронова, Людмила Сорокина. Вĕсем шкулта лайăх вĕреннипе кăна çырлахмаççĕ, хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енчен тĕрĕслеççĕ. Акă, 9-11 классем хушшинче ирттернĕ "Шкул пики" конкурсра Люда чи маттурри пулнине çирĕплетрĕ. Лариса шкулти "Ритм" пĕрлешĕвĕн президенчĕ. Вăлах "Елчĕк ен пики" районти конкурсра палăрчĕ. Çавăн пекех районти ачасен "Юмах патĕнче хăнара" фестивале хутшăнса "Роле чи лайăх калăплакан" номинацире Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Диана сăрăпа ỹкерме те, сăн ỹкерчĕксем тума та ăста. "Этих дней не меркнет слава", "Свет Рождества", "Тавтапуç, учителĕм сана" районти конкурссенче вăл иккĕмĕш призсене çĕнсе илчĕ. Республика шайĕнчи "Анне чĕри" конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Диана районти "В предчувствии Нового года и Рождества" конкурсра, Валентина Алексеева Чăваш ял хуçалăх академийĕ ирттернĕ "Манăн юратнă килти выльăх" сăн ỹкерчĕксен конкурсĕнче Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Катя Мударисова, Алина Михайлова, Аля Павлова, Артем Курчин, Георгий Смирнов, Саша Волков пултарулăхне кунран-кун ỹстерсе пыраççĕ. Катя "Тантăш" хаçатпа питĕ туслă. Кăçал ăна хаçат лауреачĕн ятне пачĕç. Шкул ачи хаçатăн 80 çулхи юбилейĕнчен парнепе таврăнчĕ. Таня Грибовăпа Шура Вельдяева шăпчăк пек илемлĕ сассисемпе пурне те савăнтараççĕ. Вĕсем юрăçсен "Пăва çăлтăрĕ" конкурсĕн çĕнтерỹçисем. Елчĕкри искусство шкулне çỹрекен Георгий Смирнов купăс калама ăста. Вăл шкулти мероприятисене хастар хутшăнать, культура çуртĕнчи сцена çине те час-часах тухать. Раççей, республика шайĕнчи тупăшусене хутшăнса палăракан, юрă-ташăра пултаракан ачасем спорт вăййисемпе те туслă. Хальхи вăхăтра кашни кунах уроксем хыççăн хоккей площадкине юртан тасатаççĕ, унтан коньки çине тăраççĕ. Денис Красновпа Эдик Кукурузов шкул ачисен районти командин йышĕнче. Сергей Грибовпа Павел Аверьянов кире пуканĕ йăтакансен секцине çỹреççĕ. Шура Вельдяева армспорта килĕштерет. Вăл республикăри ăмăртусене те хутшăнать, пĕрре мар призлă вырăнсене йышăнчĕ. Коля Зайцев, Коля Иванов, Артем Курчин волейболла ăста выляççĕ. Спортăн ытти енĕсене те килĕштереççĕ тăххăрмĕшсем. Пушă вăхăт тупăнсанах ватăсене пулăшма та май тупаççĕ. "Илемпи" ача садне çỹрекенсен чи кĕтнĕ тусĕсем эпир. Конкурса хутшăнакан коллективăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнипе кăна мар, класс ертỹçин ăсталăхне те хаклаççĕ. 2009 çулта вырăс чĕлхи тата литератури учителĕсен Раççей шайĕнчи конкурсĕнче çĕнтертĕм. Республикăри, районти конкурссем те илĕртеççĕ. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупнипе пĕрлех ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси тĕп вырăнта.

Л.ГОРШКОВА, класс ертỹçи, пĕрремĕш квалификациллĕ педагог.

Çĕнĕ Пăва шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика