19 февраля 2011 г.
![Пысăк коллектив Пысăк коллектив](../Home/594//foto/skola4.gif)
Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти тăххăрмĕшсене пиллĕкмĕш класранпа 31 çул ачасене тарăн пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшакан Г.В.Орехова ертсе пырать. Уроксем пуçланиччен те, кайран та класс ертỹçи вĕсемпе юнашар. 29 ачан "иккĕмĕш амăшĕ" вĕренỹри ĕçĕсемпе интересленнипе пĕрлех шкулти, ун тулашĕнчи мероприятисене активлă хутшăнтарать. Сасă хăпартса каласа мар, ачасен интересĕсене кура. Вĕренỹ отличницисем А.Хушкина, Е.Долгова, Т.Галкина, О.Чернова - класа малалла туртакансем. Вĕсемех предмет олимпиадисене хутшăнса шкул чысне çỹле çĕклеççĕ. Спортра пысăк çитĕнỹсем тума ăнтăлакансем те сахаллăн мар. Районти ăмăртусенче призлă вырăнсене йышăнакан П.Маловпа, О.Мольковăпа, Е.Хушкинпа, А.Райковпа, М.Свиягинпа мухтанаççĕ юлташĕсем. Хăшĕсем юрлама, ташлама, ỹкерме юратаççĕ. Пысăк та туслă коллектив пĕр- пĕриншĕн кар тăрать.
Сăн ỹкерчĕкре: тăххăрмĕшсем Юратакансен кунĕ тĕлне стена хаçачĕ кăларчĕç.