19 февраля 2011 г.
"АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе ĕçлесе пыма тытăннăранпа ял хуçалăх предприятийĕсенче инвестицисемпе анлăн усă кураççĕ. Çавна май производство кăтартăвĕсем те ỹссех пыраççĕ. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăракан инвестици кредичĕсемпе усă курса районти ял хуçалăх предприятийĕсен фермисенче реконструкци ĕçĕсене чылай пурнăçланă. Выльăх апачĕ валеçессине хальхи йышши миксер-кормораздатчиксемпе усă курса йĕркеленĕ, комбикорм тăвакан агрегатсем, çĕнĕ йышши оборудованисем - навус кăларакан техника, çĕнĕ холодильниксем туяннă. Инвестици кредичĕпе иртнĕ çул акционерсен "Прогресс" хупă обществинче уйрăмах тухăçлă усă курнă. "Россельхозбанк" урлă 15 миллион тенкĕ кредит илсе Патреккелти сысна тата ĕне фермисенче нумай ĕç туса ирттернĕ. Сысна çăвăрлаттаракан витере Данире туса кăларнă оборудованисен пĕтĕм комплектне вырнаçтарнă. Витесене бокс-секцисене пайлани сысна çури илессинче технологие çирĕп пăхăнса ĕçлеме май парать. Çĕнĕ стандарта пăхăнса реконструкци тунă витере икĕ çын та çăмăллăнах ĕçлеме ĕлкĕрет. Çакăн пек витере тислĕк те тасатмалла мар, ай сарăм та улăштармалла мар. Урайсене хытă пластмасса решеткерен тунă, ятарлă кнопка çине пуснă-пусманах тислĕке шыв юхтарса каять. Сыснасен айĕнче ăшăтакан "кавирсем". Ĕне ферминче унчченхи таканасен вырăнне апат сĕтелĕсем вырнаçтарнă, витери сĕт пăрăхне çĕннипе улăштарнă. Малашне кунта тырра миххе тултарса витесем тăрăх валеçессине те пăрахăçлаççĕ. Пĕтĕм ĕçе механизаци вăйĕпе пурнăçлаççĕ. Çак тĕллевпе 800 пин тенкĕ тăракан ятарлă техника туяннă. Кашни вите умне ятарлă бункерсем вырнаçтарнă. Бункерти çăнăх пăрăх тăрăх выльăхсем патне çитет. Акционерсен "Прогресс" хупă обществинче реконструкци ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Халĕ тепĕр витере çĕнĕ йышши оборудованисен комплектне вырнаçтараççĕ. Вăл 2-4 уйăхри сыснасене усрамалли вите пулать. Фермăсенчи витесене çĕнетсе пынă май малашне кунта сыснасен хисепне 6000 пуçа çитерме палăртаççĕ.