19 февраля 2011 г.
Сигарет - ирĕклĕн сутакан пĕртен-пĕр наркотик. Эсир ăна укçалла туянсах хăвăр сывлăхăра сутатăр, ют çĕр-шыв усламçисене тата ытларах пуйтаратăр. Сире, халĕччен туртман çынна, сигарет сĕнсен, "çук" теме хăват çитерни эсир çирĕп кăмăллă, вăйлă çын тенине çирĕплетет. Çакна самантлăха та манма юрамасть: пирус туртакансен пурнăç çулĕ 15 çул таран кĕскелет. Урампа иртсе пыракан çамрăк пирус тивертсе янă та шухăшлăн утса пырать. Ỹркенмерĕм - чарăнсах калаçрăм унпа. Шкул парти хушшинченех туртать иккен. Калаçсан-калаçсан каччă çак усал йăларан хăтăлас тĕллев пуррине пытармарĕ. - Пирус туртакан каччăна хĕрсем те юратмаççĕ пулĕ? Сахал мар укçа-тенкĕ çилпе вĕçсе каять вĕт, - тетĕп хайхине. - Савнă хĕр те туртать манăн ,- тет хайхи. - Хула хĕрĕ пулĕ? _ Çук, пĕр шкулта пĕлỹ пухнă. Иксĕмĕр те Шупашкарта вĕренетпĕр. - Ун пек хĕр те килĕшме пултарать- и ял каччине? Кăшт шухăша кайнă хыççăн ассăн сывларĕ йĕкĕт. Сигарет мăкăрлантаракан хĕре ăсĕпе сивлет пулин те, чĕрипе ăнах юратать иккен. Тарăн шухăш авăрне "путса" илнĕ хыççăн малтан хăй çак усал йăларан хăтăлассине, унтан савнă тусне те унран сивĕтессине пĕлтерчĕ. "Юратать пулсан - итлетех", - терĕ вăл сыв пуллашнă май. Шел те, юлашки çулсенче çамрăксем хушшинче пирус туртакансен йышĕ ỹссех пырать. Çăвара сигарет хыпнă çăмăлттай хĕрсем малашлăх çинчен пачах шутламаççĕ. Вĕсем пулас амăшĕсем, йăха малалла тăсакансем-çке. Начарланас шутпа алла пирус тытакан хĕрсем те сахал мар. Сигарет тĕтĕмĕн наркăмăшĕсем, уйрăмах никотин, организмри япаласен ылмашăвне пăсаççĕ, апат ирĕлтерекен органсем кирлĕ пек ĕçлеймеççĕ, çавăнпа та аппетит та чакать... Анчах хакĕ ытла пысăк мар-и? Хăвна хăв наркăмăшлантармасăрах начарланма пулмасть-и вара? Спортпа туслаш, ытларах хускан, нумайрах ут, пысăк калориллĕ апат сахалтарах çиме тăрăш... Пирус нерв тытăмне те пысăк сиен кỹрет, çын хăвăртрах тарăхма, вĕчĕрхенме пуçлать. Туртакан хĕре тỹрех уйăрса илме пулать: унăн сăн-пит илемĕ çухалать, ỹт тĕсĕ улшăнать, сасси хытма тытăнать, çăварĕнчен ырă мар шăршă кĕрет... Пируссăр пурăнма пин хут лайăхрах. Усал йăларан хăтăлсан хăвăра çĕр пин хут телейлĕрех туятăр.