19 февраля 2011 г.
Яланхиллех, 2010 çулта та, район администрацийĕн ЗАГС пайĕ Раççей Федерацийĕн Çемье кодексĕпе тата "Граждан тăрăмĕн акчĕсем çинчен калакан" саккунне пăхăнса ĕçлесе пынă. Эпир ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе, районти тĕп больницăн тухтăрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çавăн пекех район администрацийĕн пайĕсемпе пĕрле районта иртекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнатпăр. Çемьене, амăшĕсемпе ашшĕсене, ватăсене халалланă праçниксенче тĕрлĕ конкурссем ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Туй кунĕ кашни çыншăн ĕмĕр асра юлмалли самант. Ача çурални те çемьешĕн чи паллă пулăм пултăр тесе тăрăшатпăр. Тĕнчене çĕнĕ кайăк вĕçсе килнине савăнăçлă лару-тăрура паллă тăвассине ĕçе кĕртсе пыратпăр. Иртнĕ çул 126 çамрăк çемье çавăрнă (2009 çулта - 154). Чăваш Тăрăм, Шуршу, Мучар, Элпуç, Хăвăлçырма, Кỹлпуç, Вăрăмхăва, Каркалар, Çуткỹл, Турхан, Кĕçĕн тата Аслă Шăхаль, Вырăскасси, Анатри Тимеш, Аслă Пăла Тимеш, Кивĕ Эйпеç, Çĕнĕ тата Кивĕ Арланкасси, Сăрьел, Адиково, Çĕнĕ Тỹскел, Петровка ялĕсенче пĕлтĕр пĕр туй та кĕрлемен. Елчĕк ял тăрăхĕнчи кашни ялтах çамрăксем мăшăрланнă. Пĕлтĕр районта 211 ача çуралнă. Хăвăлçырма, Кỹлпуç, Каркалар, Çуткỹл, Турхан, Кипеç, Тип Тимеш, Хĕрлĕçыр, Тăрмăш, Çĕнĕ Тỹскел, Петровка, Адиково ялĕсенче пĕр ача та çуралман. Çын вилесси вара ỹссех пырать. Иртнĕ çул районта 375 çын çĕре кĕнĕ. Шуршу, Пикшик, Турхан, Çĕнĕ Тỹскел, Петровка ялĕсенче пурăнакансем хуйхă-суйхă айккинчен иртнишĕн савăннă. 2009 çулта 46 çемье арканнă пулсан, пĕлтĕр уйрăлакансен йышĕ 2 çемье ытларах пулнă. Çавăн пекех иртнĕ çул 9 ачан ашшĕ кам пулнине палăртса акт çырнă. 5 гражданин хушаматне, ятне, ашшĕ ятне улăштарма кăмăл тунă.