Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тĕррине чунпа туйсан

19 февраля 2011 г.

 Ăсчахсемпе поэтсем те, тĕпчевçĕсем те чăн чăваш тĕррипе асамлăхĕ пирки ытарлăн каласа кăтартаççĕ. Анчах мĕнле çуралать-ха тĕрĕ? Камăн ăшă та çемçе алли, çепĕç чунĕ, вĕри те канăçсăр чĕри пурнăç парнелет ăна? Çак кунсенче Шупашкарти Халăх пултарулăх çуртĕнче ал ĕç ăстисен кружокĕсемпе студисен ертỹçисен канашлăвĕ иртрĕ. Унта чăн чăваш тĕррипе кăсăкланакансене йыхравланă. Пирĕн Елчĕк районĕнчен çак канашлăва Елчĕкри музей заведующийĕ В.Вастулова, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти технологи учителĕ С.Прохорова, Елчĕкри искусство шкулĕн вĕрентекенĕ Р.Парферьева хутшăннă. Элĕк, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Шăмăршă, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк районĕсенчи 28 ăста хушшинче пирĕн тăрăхри тĕрĕçĕсем чăн чăваш тĕррине тĕрлеме пĕлнипе палăрнă. Çавна май пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче иртекен тĕрĕçĕсен конкурсне хутшăнма тивĕçнĕ. Тĕрĕçĕсем хăйсен ĕçĕсене "Çĕр пин тĕрĕ тăрăхĕнче" конкурса тăратнă. Надежда Кузнецова ăстаçăн мастер-класне ăша хывнă Елчĕк тăрăхĕнчи тĕрĕçĕсене конкурсра ăнăçу çеç сунар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика