Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаксене тишкернĕ

19 февраля 2011 г.

Хаксене тишкернĕ Нарăсăн 16-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи кăткăс лару-тăрăва çăмăллатас, Чăваш Республикинче Раççей космонавтикин кунне ирттерес тата ытти ыйтусене хускатнă. Ĕçлĕ визитпа районта пулнă Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçин çумĕ О.Никина, "Единая Россия" политика партийĕн вырăнти политканашĕн секретарĕ Е.Михайлова, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю.Блинов хутшăннă ушкăн Елчĕк ял тăрăхĕнчи Патреккел ялĕнче вырнаçнă "Валентина", "Кристалл", Ел-чĕкри "Магнит" лавккасенче пулса таварсен хакĕсемпе тата пахалăхĕпе паллашрĕ. Сăмах май, паянхи кун Чăваш Республикин Президенчĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн республикăри хуласемпе районсенче суту-илỹ точкисенче хаксене сăлтавсăр ỹстерсе ярасран асăрханса эрнесерен социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсен мониторингне йĕркелеççĕ. Районта та куллен усă куракан апат-çимĕç хакĕсене тĕрĕслеме ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Хаксен мониторингне эрнере пĕр хут пĕтĕмлетеççĕ, унпа район администрацийĕн "Ценовая информация" баннерта паллашма пулать. Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă ушкăн маларах асăннă лавккасенчи хаксене танлаштарни çакна кăтартса пачĕ: "Валентина" лавккара Шупашкар çăкăрĕ 15 тенкĕ, ыраш çăнăхĕ (1 килограмм) _ 17 тенкĕ, шурă çăнăх _ 25 тенкĕ, çĕр улми _ 39 тенкĕ, купăста _ 39 тенкĕ, сухан _ 39 тенкĕ, кишĕр 36 тенкĕ, çăмарта _ 3 тенкĕ те 70 пус, хура тул (800 грамм) _ 97 тенкĕ те 50 пус, сахăр _ 47 тенкĕ, çу хисепĕ 2,5 процентлă сĕт _ 35 тенкĕ тăрать. "Кристалл" лавккара хура çăкăр _ 15 тенкĕпе, 1 килограмм шурă çăнăх 20 тенкĕпе, сухан 30 тенкĕпе сутăнать. "Магнитра" хура çăкăр (Дарницкий) _ 15 тенкĕ те 10 пус, çĕр улми _ 37 тенкĕ те 70 пус, çунă çĕр улми _ 41 тенкĕ те 90 пус, сухан _ 37 тенкĕ те 10 пус, купăста _ 41 тенкĕ те 6 пус, хура тул кĕрпи (800 грамм) _ 75 тенкĕ те 30 пус, çу хисепĕ 2,5 процентлă сĕт 30 тенкĕ те 60 пус тăрать. Ольга Никина суту-илỹ точкисенчи хăш та пĕр çитменлĕхсене те палăртса хăварчĕ, Чăваш Енре туса кăларнă таварсемпе суту-илỹ тăвакан предпринимательсене ырă енчен палăртрĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ О.Викторов, райадминистрацин культурăпа архив ĕçĕн секторĕн ертỹçи А.Александрова хутшăннă ушкăн Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче пулнă. Вĕсем Аслă Елчĕк шкулĕнче вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе, Ленин ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсемпе, ял халăхĕпе тĕл пулнă. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемсĕр пуçне Олег Викторов куллен хамăра тытас культура ыйтăвĕсем, пĕр-пĕрне хисеплес тата ырă сунас енсем çинче чарăнса тăнă. Аслă Елчĕк шкулĕнче аслă классенче вĕренекенсем Олег Николаевичран патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытас, шкул хыççăн аслă шкула вĕренме кĕрес йĕркесем çинчен ыйтса пĕлнине те палăртса хăвармалла. Сăн ỹкерчĕкре: О.Никина "Магнит" лавккари таварсен хакĕсемпе тата пахалăхĕпе паллашать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика