16 февраля 2011 г.
Ака çи пуçланиччен вăхăт нумай юлмарĕ ĕнтĕ. Ĕçе вăхăтра тата чи пысăк пахалăхпа пурнăçлас тесен, чи малтан, ял хуçалăх техникине тĕплĕн юсаса хатĕррисен ретне лартасси, вĕсене ĕçлеттерме шанчăклă кадрсене çирĕплетесси тĕп вырăнта тăрать. Çур акине хутшăнакан ял хуçалăх техникине тĕплĕн юсаса хатĕрлес тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕнче ятарлă юсав бригади йĕркеленĕ. Анатолий Кузнецов тимĕрçĕ, Алексей Игнатьев сварщик, Владимир Марков, Евгений Смирнов слесарьсем хăйсен тивĕçĕсене пысăк яваплăха туйса пурнăçласа пыраççĕ. Çур аки ĕçĕсене пурнăçлама ял хуçалăх предприятийĕнче нỹрĕк тытса хăваракан ДТ- 75 йышши, мăшăрлă культиваторсемпе çĕр хатĕрлекен Т-150 урапаллă тракторсем, пурĕ 5 единица, хутшăнаççĕ. "Хурçă утсен" яланхи хуçисем - Владимир Ивановпа Валерий Уткин, Владислав Козловпа Евгений Козлов хăйсене çирĕплетсе панă техникăна яланах юсавлă тытаççĕ. МТЗ-82, МТЗ-80 йышши ял хуçалăх машинисем те шанчăклă алăсенче. Черетлĕ ака çинче вĕсене Геннадий Александровпа Константин Марков, Геннадий Барановпа Валерий Баранов ĕçлеттереççĕ. Çур акире çунтармалли-сĕрмелли материалсем тĕлĕшĕнчен те чăрмав пулмалла мар. Тĕрлĕ майсемпе усă курса вĕсене кирлĕ таран кỹрсе килнĕ ĕнтĕ.