Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афганецсене йыхравлатпăр

12 февраля 2011 г.

 Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче, воин-интернационалистсене асăнмалли кун (шăп çак кун 1989 çулта Совет çарĕсене Афган çĕрĕ çинчен илсе тухнă), районти афганецсем çулсеренех Елчĕкри çар комиссариачĕ умне пухăнаççĕ. Афган çĕрĕ çинче пуçĕсене хунă 3 ентеше - Аслă Елчĕкри А.М.Патшина, Кивĕ Эйпеçри Ю.П.Григорьева, Елчĕкри Ю.Г.Борисова тата ытти нумай-нумай паттăра асăнса палăк умне чечек кăшăлĕсем хураççĕ, иртнĕ çулсене аса илеççĕ. Кăçал вара "афганецсене" 10 сехет тĕлне чи малтанах районти тĕп библиотекăна йыхравлаççĕ. Палăк умне чечек кăшăлĕ хунă хыççăн воин-интернационалистсемпе иртекен тĕл пулăва районти тĕп больницăн, райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн, Елчĕк халăхне социаллă хỹтлĕх паракан пай специалисчĕсем хутшăнĕç. Уява Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем илем кỹрĕç. Сăмах май, паянхи кун хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри обществин организацийĕн районти уйрăмĕн пỹлĕмĕ пур. Уйрăм ертỹçи П.Анисимов тĕрлĕ ыйтупа килекенсене Елчĕк район администрацийĕн çурчĕн пĕрремĕш хутĕнчи 15-мĕш пỹлĕмре йышăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика