Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк çемьесене пулăшса

12 февраля 2011 г.

Паянхи кун пурăнмалли кĕтес ыйтăвĕ чылай çыншăн çивĕччисенчен пĕри шутланать, çамрăк çынсемшĕн уйрăмах. "Кăçал республика тата федераци шайĕнчи çамрăк çемье программăсем ĕçлеççĕ-ши?" - кăсăкланаççĕ пирĕн вулакансем. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хваттер, çурт-йĕр туянма е çĕнĕрен хута яма чылай çăмăлрах-çке. Елчĕк район администрацийĕн капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Чăваш Республикин "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама 2002-2015 çулсенче патшалăх енчен пулăшасси" тата Раççей Федераци шайĕнчи "Пурăнмалли çурт-йĕр" программăн "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çумпрограммăсемпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текенсенчен заявленисем йышăнаççĕ. Федераци шайĕнчи программăна кăçал 2015 çулччен тăснă, ăна пурнăçа кĕртмешкĕн кăçалхи çул валли республика бюджетĕнчен 100 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика