12 февраля 2011 г.
Елчĕкри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Малтанах 7-мĕш класра вĕренекенсем тăван чĕлхене халалласа сăвăсем вуларĕç. Ачасене "Тăван чĕлхерен хакли çук" ятпа йĕркеленĕ курав та илĕртрĕ. Вĕсем çак çулсенче тухнă çĕнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç, сỹтсе яврĕç. 5-мĕш классем хушшинче "Пĕлетĕр-и, эсир?" викторина иртрĕ. Ăмăртура 5 "б" класра вĕренекенсем палăрчĕç. Сăвă вулакансен конкурсĕнче О.Степанова (8 кл.), Т.Ишмуратова (7 кл.), А.Данилова (5 кл.) тата И.Чувайкина (6 кл.) хăйсен сăввисемпе ыттисене тыткăнлама пултарчĕç. Вĕсене хавхалантарса пырака-нĕ - республикăра палăрнă учитель-сăвăç Г.В.Каринкина. 10 "в" класра вĕренекенсемпе Ф.Павловăн "Ялта" драми тăрăх "Мĕн вăл чун илемĕ?" диспут-урок иртрĕ. Самани улшăнчĕ пулсан та, драма пĕлтерĕшĕ кивелмен-ха. Вĕренекенсем нумайăшĕ хăйсен шухăшĕсене пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе кăтартма пултарчĕç. Чун тасалăхне, пурнăç илемне, çынлăхпа ырă кăмăла, чыспа тивĕçе хỹтĕлеме - упрама çăмăл мар пулнине ăнланчĕç. 9 - 11-мĕш классем хушшинче кăрлач уйăхĕнче иртнĕ Раштав, Турă шыва кĕни уявсем çинчен те тавра курăма саракан калаçусем иртрĕç. Авалхи йăла-йĕркесене ачасем хаваспах аса илчĕç. Хамăр ентеше - Г.Н.Волкова халалласа ирттернĕ ĕçсенчен "Кил илемĕ", "Асанне юмахĕсем" кĕнекесем тăрăх кăмăл-сипет урокĕсем иртрĕç. Эрнене чăваш кинофильмĕсен куравне тишкерессипе вĕçлерĕмĕр.