Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Президенчĕн стипендиачĕ

12 февраля 2011 г.

Раççей Президенчĕн стипендиачĕ Кăçалхи 2010-2011 вĕренỹ çулĕнче Раççей Президенчĕн стипендине çĕнсе илнĕ çамрăксем хушшинче пирĕн шкула 2006 çулта кĕмĕл медальпе пĕтернĕ Ольга Карчикова та пур. Шкулта вĕреннĕ чухнех Ольга Викторовна тесе чĕнеттĕмĕр ăна. Мĕншĕн тесен класра икĕ Ольăччĕ. Иккĕшĕ те - Карчикова. Хальхи вăхăтра Ольга Карчикова - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн биотехнологи факультечĕн 5 - мĕш курс студентки. Шкул сукмакне такăрлатнă чухнех биологи предметне кăмăллани сисĕнетчĕ унăн. Ку туртăм ăна ашшĕпе амăшĕнчен куçнă. Виктор Виталиевичпа Надежда Антоновна Карчиковсем иккĕшĕ те Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта биологипе хими предмечĕсене вĕрентеççĕ. Педагогсем шкулта та, килте те яланах пĕрле. Çавăнпа та тăрăшса вĕреннĕ, кашни предметпах урокĕсене тĕплĕн хатĕрленнĕ Оля. Обществăлла ĕçсене, тĕрлĕ мероприятисене мĕн чухлĕ хутшăнман-ши? Наукăпа практика конференцийĕсенче те малти вырăнсене пĕрре мар йышăннă. Академие вĕренме кĕрсен тỹрех ăслăлăх ĕçне кỹлĕннĕ хĕр. Виççĕмĕш курсра Хусан хулинче иртнĕ тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕнче Ольга 2-мĕш вырăна тухма пултарнă, Мускава кайма тивĕçнĕ. Елчĕк хĕрĕ _ факультетри чи хастар студентсенчен пĕри. Çамрăк ăсчахсен канашĕнче те вăй хурать вăл, студентсен хăй тытăмлăх пĕрлешĕвне те йĕркелесе пырать. Çав вăхăтрах аслă шкулта тухса тăракан "Студвестник" хаçат редакторĕ пулма шаннă активисткăна. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах çамрăк хĕр сăвă-калав, юмах çырма ăстаччĕ, вăл калăпланă сочиненисем пуян содержанипе уйрăлса тăратчĕç. Республика шайĕнче иртнĕ экологи юмахĕсен конкурсĕнче Оля малти вырăна тухса тĕп парнене çĕнсе илнĕччĕ. Пысăк ĕмĕтлĕ хĕрĕн пурнăçри тĕп тĕллевĕ _ ял хуçалăхне аталантармалли меслетсене алла илесси, нанотехнологисене пурнăçа кĕртесси. Вăрттăн ĕмĕчĕ те пур хĕрĕн. Вăл паянхи яш-кĕрĕме ял хуçалăхĕнче вăй хурсах тупăш тума май пуррине ĕнентерес ĕмĕтлĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев 2011 çул валли Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла!" Çырăвĕнче палăртнă çак йĕркесемпе те килĕшет хĕр: "...пирĕн çут çанталăк çине мĕнлерех пăхассине, граждансен экологи яваплăхне тата культурине тытăмлăн ỹстерсе тĕпрен улăштармалла". Унăн шучĕпе экологи шухăшлавне тата çынсен тыткаларăшне, çут çанталăк тĕлĕшĕпе асăрхануллă пулассине ятарлă вĕренỹсем урлă анчах йĕркелеме пулать. Çитес ăрусемшĕн çут çанталăк пуянлăхне сыхласа хăварасси çак çĕр çинче пурăнакан кашни çыннăн тỹрĕ тивĕçĕ пулнине ăнланса илмеллех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика