Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренỹре харсăр, спортра малта

12 февраля 2011 г.

Патреккел шкулĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти 9-мĕш класра тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ, тĕрлĕ енлĕ аталаннă вĕренекенсем пĕлỹ пухаççĕ. Вĕренỹре, спортра, тĕрлĕ олимпиада-конкурсра малти вырăнсене йышăнаççĕ вĕсем. Вĕсен класс ертỹçи Александр Алексеевич Адюков кашни вĕренекеншĕн чи хаклă вĕрентекен, чи çывăх юлташ. Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе наука министерствин кăкăр çине çакмалли "Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" паллăна тивĕçнĕ вĕрентекенĕн педагогикăри ĕç стажĕ 22 çулпа танлашать. Вĕрентỹре чылай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине те илме тивĕç пулнă вăл. Сумлă наградăсем тата та пур педагогăн. Ачасенче кашни кунах этемлĕхĕн чи лайăх енĕсене вăратас тĕллеве мала хурать Александр Алексеевич: "Çыннăн кашни кунах пĕрререн кая мар ырă ĕç тумалла. Усалпа ултавран аякра тăмалла. Çамрăкранах яваплăха туймалла, панă сăмаха тытма пĕлмелле. Шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçламалла, шанчăка тỹрре кăлармалла. Хăвăн пурнăçна никĕслекенни хăв анчах пулнине яланах асра тытмалла". Шкулта физкультура предметне ертсе пыраканскер, çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарать вĕрентекен. _ Спортпа туслă ача чунĕпе те, ỹт-пỹ тĕлĕшĕпе те сывлăхлă пулса çитĕннине, çакăн евĕр ачасем киревсĕр йăласенчен те аякра тăнине вĕренекенсем лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа та кашни пушă вăхăтах усăллă ирттереççĕ, спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе кăсăкланаççĕ, _ тет пĕрремĕш квалификаци категориллĕ педагог. Шкулта 4 спорт кружокĕ ĕçлет: "Çăмăл атлетика", "Футбол", "Баскетбол", "Йĕлтĕр спорчĕ". Çитĕнỹсем те çук мар вĕренекенсен. Спортпа çамрăкранах туслă Анна Орлова физкультура предмечĕпе иртнĕ районти олимпиадăра 2009-2010, 2010-2011 вĕренỹ çулĕсенче пĕрремĕш вырăна тухнă, халĕ вара республика шайĕнчи олимпиадăна хутшăнма хатĕрленет. Çак класри Георгий Смирнов та олимпиада призерĕ. Пĕр сăмахпа каласан, тăххăрмĕшсем пурте спорта кăмăллаççĕ. Пĕрисем шывра ишессинче, теприсем футбол выляссинче, виççĕмĕшсем йĕлтĕрпе е çуран чупассинче çитĕнỹсем тăваççĕ. Класри ачасем пĕр çемьери пек туслă пулнипе, вĕренỹре малта пулнипе те уйрăлса тăраççĕ. 16 ачаран тăваттăшĕ _ Анна Орлова, Екатерина Скворцова, Марина Крылова, Екатерина Лазарева _ вĕренỹ отличникĕсем. Алевтина Арбузова, Юрий Миллин, Диана Захарова, Марина Никитина, Эльвира Тяплашкина, Ольга Николаева, Георгий Смирнов "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Творчество тĕлĕшĕнчен пултаруллă ачасем те сахал мар класра. Марина Крылова, Екатерина Лазарева, Екатерина Скворцова, Эльвира Тяплашкина сăвă-калав çырма маçтăр. Марина Крыловăпа Екатерина Лазареван республика шайĕнчи çитĕнĕвĕсем те пур. Вĕсем И.Я.Яковлева халалланă "Букварьтен _ илемлĕ литературăна çити" республика конкурсĕнче "Поэзи" номинацире иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Марина çавăн пекех сăвăçсен республика шайĕнчи "Хавхалану çăлкуçĕсем" конкурсĕнче те иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Вĕренекенсен пысăк пайĕ шкулти "Лидер" пĕрлешĕвĕн членĕсем. Класри вĕренекенсенчен "Ыр кăмăллăх", "Эпир _ çамрăк экологсем", "Эпир _ волонтерсем" ушкăнсем йĕркеленнине те асăнмалла. Тăххăр-мĕшсем пушă вăхăтра пĕрле пуçтарăнса ялта пĕччен пурăнакан ватăсен килĕсенче пулаççĕ, кулленхи ĕç-хĕле пурнăçлама пулăшаççĕ. Хушăран шкул çумĕнчи "Илем" ача садĕнче пулса юмахсем кăтартса пама та ĕлкĕреççĕ. Çут çанталăка упрасси, тăван тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшасси çĕр-шыв шайĕнчи пысăк ыйту. Тăххăрмĕшсем те аякра тăмаççĕ çак пархатарлă ĕçрен. Тавралăх илемĕшĕн тăрăшса кашни çуркунне е кĕркунне кỹлĕсемпе юхан шывсен хĕррисене, ытти лаптăка йывăç-тĕм лартас ĕçе хутшăнаççĕ, территорие тасалăхра тытассипе сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Иртнĕ кĕркунне "Прогресс" ЗАОн трактор паркĕнчи пушă лаптăка тасатса унта тĕрлĕ йывăç-тĕм лартас ĕçе активлă хутшăннă тăххăрмĕшсем. Çамрăк хунавсене ачасем кỹршĕллĕ Шăмăршă вăрманĕнчен хăйсемех кăларса килнĕ. Шкул, район шайĕнчи мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ хĕрсемпе каччăсем. Çакна тĕрлĕ уяв-вăйăра, пĕлỹ шайне тĕрĕслекен ăмăртусенче çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсем чылай пулни лайăх çирĕплетет. Вĕренме анчах мар, кăмăллăн канма та пĕлеççĕ вĕренекенсем. Хĕлле йĕлтĕрпе, çу кунĕсенче велосипедпа е çуран час-часах походсене, паллă вырăнсене экскурсие çỹресси йăлана кĕнĕ класра. Кăвайт умĕнчи ăшă калаçусем,вăйă-кулă вĕсен туслăхне татах та çирĕплетеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика