Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх - чи хаклă пуянлăх

12 февраля 2011 г.

 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Елчĕк районĕнче 22380 çын пурăнать. Вăл шутран 1-17 çулхисем - 4147 çын, 18 çултан аслăраххисем 17888 çын, ĕçлеме пултаракан халăх - 11489, ĕçлекен халăх - 3541, çул çитмен çамрăксем - 844. Районти сыватупа профилактика учрежденин структурине çаксем кĕреççĕ: - районти тĕп больницăри талăкĕпех ĕçлекен стационарта 70 койкăлăх уйрăмсем ( хирурги, терапи, гинекологи, ача-пăча, анестезиологипе реанимаци, васкавлă пулăшу); _ 96 вырăнлăх кăнтăрлахи стационар, сменăра 300 çын йышăнакан поликлиника; _ пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем - 9; - фельдшерпа акушер пункчĕсем - 22. Сывлăха сыхлас ĕçре 389 çын тăрăшать. Вăл шутран 45 врач (вĕсенчен 36-шĕ районти тĕп больницăра вăй хурать). Медицина работникĕсен вăтам пĕлĕвне илнисем - 182, кĕçĕн медицина персоналĕсем - 96. 45 тухтăртан аслă категориллисем - 5, пĕрремĕш - 23, иккĕмĕш категориллисем - 5. Сакăр врач "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" ята тивĕçнĕ. Районти демографи лару-тăрăвĕ. Юлашки çулсенче районта пурăнакансен йышĕ чаксах пырать. Ачасем çураласси те республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕк. Ачасен сывлăхне упрас, вĕсене вăхăтра чир-чĕртен сыхлас тесе профилактика ĕçĕсем тăвассине тĕп вырăна хуратпăр. 17 çул тултарман ачасем ытларах сывлав органĕсен чирĕсемпе чирлеççĕ. ОРВИ пĕрремĕш вырăнта тăрать пулсан, иккĕмĕш вырăнта_ нерв системин чирĕ. Çавăн пекех район çыннисем хушшинче янах ай шыççипе (зоб) чирлекенсем нумай. Пĕлтĕр районта 374 çын вилнĕ, вăл шутран 4-шĕ çулталăкран иртнĕ ачасем. Ял çыннисем вăхăтсăр çĕре кĕнин сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Чи малти вырăнсенче - юн çаврăнăшĕн системин (170 çын), нерв системин чирĕсем (68 çын) тăраççĕ. 42 çын хăрушă шыçăсемпе, 31 çын аманса, 27-шĕ сывлав органĕсен чирĕсемпе вилнĕ. Вĕсенчен 292-шĕ 60 çултан иртнĕ пулсан, вăй питти арçынсемпе хĕрарăмсен шучĕ - 72 (62 арçын, 10 хĕрарăм). Çакă та шухăшлаттарать: суранланса, наркăмăшланса вилекенсен йышĕ ỹссе пырать (2009 çулта 31 çын, 2010 çулта - 42). Районта пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслесе тăрассине тĕп вырăна хуратпăр, çавна май диспансер тĕрĕслевĕсем ирттеретпĕр. Районта пурăнакансен 46 проценчĕ тĕрлĕ чирсемпе учетра тăрать. Чирлекенсен хушшинче пĕрремĕш вырăнта юн çаврăнăшĕн системин, иккĕмĕш - сывлав органĕсен, виççĕмĕш - нерв системин чирĕсем. Социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсем. Иртнĕ çул районта психика чирĕсемпе 11 çынна учета илнĕ. Вĕсен шутĕнче 8 ача. Ял çинче алкоголизм вăйлă аталаннине те пытараймăн. Туберкулез чирĕ те хăй çинчен аса илтерсех тăрать. Пĕлтĕр 13 çынна çак чирпе учета илнĕ (2009 çулхинчен 5 çын сахалтарах). Иртнĕ çул тĕрлĕ мелсемпе 16621 çынна тĕрĕсленĕ, флюорографи витĕр 13005 çынна кăларнă. Усал шыçăсем те çынна шеллемеççĕ. Пĕлтĕр 72 çын çак чирпе чирленине тупса палăртнă. Чи малти вырăнта сывлав органĕн чирĕсем, унтан хулăн пыршăлăх чирĕсемпе апат хуранĕн чирĕсем. Халăх чир пуçланнă вăхăтрах шурă халатлă çынсем патне кайма васкамасть. "Кая юлсан каю шăтать", - тенине вара пурте пĕлетпĕр. 2010 çулта онкологи чирĕсемпе Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пурăнакансем ытларах чирленине палăртнă. Ар çыхăнăвĕ урлă ерекен чирсене хирĕç миçе çĕр çул кĕрешетĕн пулсан та, çав-çавах чакать тесе калаймăн. 2009 çулхипе танлаштарсан сифилиспа чирлесси 3,7 хут ỹсрĕ. Чирлисен йышĕнче студентсемпе вĕренекенсем пурри тарăн шухăша ярать. Гонорейăпа 1,2 хут, трихомонозпа чирлесси 1,5 хут ỹснĕ. Ку чирсем Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Аслă Таяпа, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенче ытларах сарăлнă. Районта вăхăтлăх ĕçлеме пултарайманнисен йышĕ те, кунĕ те чакнă. Ĕçлеме пултарайманни çинчен листок (больничнăй хучĕ) илнĕ çын пĕлтĕр 13,4 кунра сывалма пултарнă (2009 çулта 16,4 кунра). Çак кăтарту республикăра 12 кунпа танлашать. Çакă аманнă тĕслĕхсем, усал шыçă чирĕсем ытларах пулнипе çыхăннă. 2010 çулта районта 480 çынна инвалида кăларнă. Вăл шутран 145-шĕ пĕрремĕш хут (49 вăй питти çын, 82-шĕ пенсионер, 14-шĕ ача). 2010 çулта вăй питти çынсем инвалида тухасси чакнă. Ачасен, амăшĕсен сывлăхне сыхласси яланах тĕп вырăнта пулнă, пулать те. Районта 11125 хĕрарăм шутланать, вĕсенчен 4499-шĕ ача çуратма пултаракансем. Пĕлтĕр 10138 хĕрарăм акушерпа гинекологи тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, вĕсенчен 5508-шĕ (49 процент) тĕрлĕ чирсемпе чирленине палăртнă, 147-шне диспансер учетне илнĕ. Юлашки çулсенче хырăм пăрахакансен йышĕ чакрĕ теме пулать, хĕрарăмсем тĕрлĕ контрацепци мелĕсемпе усă курма пĕлеççĕ. 2010 çулта район территорийĕнче 211 ача çуралнă (2009 çулта - 208), вĕсенчен 76-шне районти тĕп больницăра алла илнĕ. Ача амăшĕсене, тин çуралнă пепкесене врачсем тăтăшах пур енлĕн пăхса тăраççĕ. 2010 çулта талăкĕпех ĕçлекен стационарта 4105 çын сывлăхне сипленĕ. Çакă 37291 койка шучĕпе танлашать. Хирурги служби иртнĕ çул 823 çынна операци тунă. 73 çынна планпа килĕшỹллĕн операци сĕтелĕ çине хунă пулсан, 750-шне васкавлă операци тума тивнĕ. Васкавлă пулăшу уйрăмĕнчен 3486 çын (2009 çулта 3769) пулăшу ыйтнă. Васкавлă пулăшăва чĕнессин чакнин сăлтавĕ _ ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем пурри. 2010 çулта "Сывлăх" приоритетлă наци проектне мĕнле пурнăçлани çинчен. Иртнĕ çул районти 711 çыннăн диспансеризаци витĕр тухмалла пулнă пулсан, 796 çын (112 процент) хăйсене пур енлĕн тĕрĕслеттернĕ. Чир-чĕр тупнă çынсене тỹрех диспансер учетне илнĕ. "Сывлăх" наци проек-чĕпе килĕшỹллĕн, пĕтĕ-мĕшле практика врачĕн офисĕн врачĕсемпе медицина сестрисене, васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлекенсене 4 миллион тенке яхăн ĕç укçи хушса тỹленĕ. Ĕç условийĕсене лайăхлатса пĕлтĕр 65937 тенкĕлĕх диагностика оборудованийĕ туяннă. Çавăн пекех прививка тăвассине çирĕппĕн пурнăçласа пыратпăр. Иртнĕ çул В гепатитран виççĕмĕш прививка туса пĕтернĕ. Грипран хỹтĕлесе 3300 ачана, çитĕннĕ 5415 çынна прививка тунă. Шупашкарти травматологи центрне 73 çынна тĕрĕсленме янă, вĕсенчен 68-шне операци тунă. Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчи ача-пăча кабинечĕсенче 297000 тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика