12 февраля 2011 г.
Юлашки çулсенче "Вĕрентỹ" наци тата вĕрентĕве модернизацилес енĕпе ĕçлекен комплекслă проектсем шкулсен ĕç-хĕлне тĕпрен çĕнетме пулăшрĕç. Чи малтанах кунта реструктуризаци витĕмне асăнмалла. Паха пĕлỹ пама май паракан никĕс шкулĕсем туса хуни ачасене аталанма чылай лайăх условисем туса пачĕç. Хальхи вăхăтра районта 1 пуçламăш, 14 пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп, 7 вăтам пĕлỹ паракан шкул ĕçлет. Маларах асăннă проектсем шкулсен пурлăх никĕсне палăрмаллах çирĕплетрĕç. 2006 - 2010 çулсенче районти 4 шкул Раççей Президенчĕн 1 млн. тенкĕлĕх, 1 шкул тата 1 ача-пăча сачĕ Чăваш Республикин Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх гранчĕсене çĕнсе илчĕç. 2 шкул республика шайĕнче иртекен "Вĕренỹ пуçарулăхĕ" конкурсра тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерчĕ. Иртнĕ çулсенче çеç пуçламăш классенче вĕренекенсене 1 миллион тенкĕ-лĕх сĕтел-пуканпа, шкул столовăйĕсене 510 пин тенкĕлĕх çĕнĕ оборудованипе тивĕçтертĕмĕр. Библиотекăсен фончĕ те икĕ миллион ытла тенкĕлĕх çĕнĕ, илемлĕ литературăпа пуянланчĕ. Тĕпрен тата куллен туса пыракан юсав ĕçĕсене 3 миллион тенкелĕх пурнăçланă. 2010 çулта района 400 пин тенке яхăн наукăпа методика литератури тата медиа пособийĕ çитнĕ. Тĕрлĕрен программăсене хутшăнса шкулăн пурлăх никĕсĕсем çирĕпленни, вĕрентекенсемпе ачасене аталанма лайăх условисем туса пани юлашки çулсенче тĕрлĕрен инноваци конкурсĕсенче тата проекчĕсенче пысăк çитĕнỹсем тума май пачĕ. Пилĕк çул хушшинче районти 20 учитель Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне, пĕр учитель тата 2 воспитатель Чăваш Президенчĕн 10 пин тенкĕлĕх премине çĕнсе илме пултарчĕç. Вĕрентỹ системине тĕр-лĕ инноваци мелĕсем ĕçе кĕртни ачасен вĕренỹ пахалăхне ỹстерме май пачĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулне шкулсенче вĕреннĕ 2804 ачаран 1464-шĕ "4" тата "5" паллăсемпе пĕтернĕ, вăл 53 процентпа танлашать. Шкул вĕренсе пĕтернĕ 248 ачаран 66,8 проценчĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ. Çакă та савăнтарать, юлашки çулсенче Мускаври, Санкт-Петербургри, Хусанти тата ытти хуласенчи аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсен йышĕ ỹссех пырать. Пултаруллă вĕренекенсемпе уйрăммăн ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăрнине пула пирĕн шкул ачисем республикăра иртекен предмет олимпиадисенче, тĕрлĕрен конкурссенче палăрма пуçларĕç. 2010 çулта 9 вĕренекен республикăри предмет олимпиадисен çĕнтерỹçисем тата призерĕсем пулса тăчĕç. Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекен Алексей Павлов вара Раççейре ирттернĕ биологи олимпиадинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Анастасия Чуманова та Раççейре ирттернĕ право олимпиадинче палăрма пултарчĕ. Хальхи вăхăтра ачасене вĕренỹпе воспитани парас ĕçре профиль вĕрентĕвĕ пысăк вырăн йышăнать. Районти 10 _ 11-мĕш классенчи çамрăксем хăйсене малашлăхра кирлĕ предмета тарăнрах вĕренес тесе профиль класĕсенче пĕлỹ илме пултараççĕ. Çак меслет ăнăçлă пулнине патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем çирĕплетеççĕ. Вырăс чĕлхипе ирттернĕ экзаменăн икĕ çулхи кăтартăвĕсем пĕр пектерех пулсан (2009 çулта - 61,98 балл, 2010 çулта - 61,83 балл), математика кăтартăвĕсем питĕ уйрăлса тăраççĕ (2009 çулта - 61,67 балл, 2010 çулта - 49,25 балл). Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен пĕтĕм предмечĕсемпе тытнă вăтам кăтартăвĕ 57,1 балпа танлашать. Çак цифрăсем математика предмечĕ çине питĕ пысăк тимлĕх уйăрмаллине кăтартаççĕ. Ялсенчи вĕрентỹри çĕнĕлĕхсене алла илнĕ ресурс центрĕсенчи патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен тата 9 класс хыççăн çĕнĕ формăпа иртекен пĕтĕмĕшле аттестаци кăтартăвĕсем хулари инноваци шкулĕсен кăтартăвĕсемпе шайлашмалла -акă мĕнле тĕллев тăрать пирĕн умра. Çĕнĕ технологисемпе усă курмасан вĕрентĕве аталантарма май çук. 2011 çул пуçламăшĕ тĕлне районти пур шкула та пысăк хăвăртлăхлă Интернет çыхăнăвĕпе тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра районти шкулсенче 370 компьютер, 54 мультимедийлă проектор, 10 интерактивлă доска пур. Районти 7,3 ачана пĕр компьютер тивĕçет. Районти никĕс шкулсене 13 автобус куллен 39 ялтан 576 ачана турттарать. Анчах та нумай автотранспорт çак шутран (2002 - 2004 çулсенче илнĕ 8 автобус) хăйĕн ресурсĕсене тăкакланă. 2011 çулхи кăрлач уйăхĕнче района "Шкул автобусĕ" федераци программипе килĕшỹллĕн çĕнĕ автобус панă. Шкулта ача организмĕ ỹссе, йĕркеленсе пынине тимлĕн асăрхаса тăмалла - унăн сывлăхĕпе пĕрремĕш класран пуçласа шкултан вĕренсе тухичченех кăсăкланмалла. Çак ĕçе пурнăçласа пыма шкулсенче вĕри апатпа тивĕçтерни самаях пулăшу кỹрет. Паянхи кун тĕлне районти шкулсенчи ачасен 98,9 проценчĕ вĕри апат çиет. Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче "Чăваш Ен вăйĕ унăн çыннисенче, наци сывлăхĕ вара эпир ачасем çине мĕнле пăхнинчен килет", - тесе палăртнă. Ку питĕ тарăн шухăш. Çак сăмахсене тĕпе хурса районта ачалăха пулăшас тата хỹтĕлес енĕпе тытса пыракан патшалăх политикине малалла та пурнăçласа пырăпăр.