12 февраля 2011 г.
Иртнĕ çулхи шăрăх та типĕ çанталăк условийĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем имшер çитĕнчĕç, ăна çителĕклĕ таран туса илме те май пулмарĕ. Çакна пăхмасăр çур аки валли паха вăрлăх хатĕрлесе çитермеллине пурте лайăх ăнланатпăр. Çур акиччен тăрса юлнă вăхăтпа усă курса ăна лайăх тасатса сортламалла, акма юрăхлă кондицие çитермелле. Тыр-пул тухăçне ỹстерес тесен çĕнĕ сортсене ĕçе кĕртмелле, пысăк репродукциллĕ вăрлăхсемпе усă курмалла. Шел пулин те, хальлĕхе пирĕн районта супер элита вăрлăхсем пурĕ те 9 процент анчах шутланаççĕ. Çакна шута илсе республикăри супер элита, элита сортсемпе ĕçлекен хуçалăхсемпе çыхăнса ĕçлемелле. "Прогресс", "Сатурн", "Яманчурино", "Свобода", "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕ вăрлăхсене ĕçе кĕртсе пыма тăрăшаççĕ-ха. "Комбайн" хуçалăхра, тĕслĕхрен, кăçал 20 тонна вика, нимĕç пăрçи, "Рассвет" хуçалăхра 30 тонна урпа вăрлăхĕсене туяннă. Тĕпрен илсен, уй-хире массăллă репродукциллĕ вăрлăх тухать. Вăл К.Маркс ячĕллĕ, Ленин ячĕллĕ, "Родник", "Марс", "Кушкă", "Арланово" ял хуçалăх предприятийĕсенче уйрăмах нумай. Хальхи вăхăтра районти 12 ял хуçалăх предприятийĕ республикăри апат-çимĕç фончĕ урлă çĕнĕ вăрлăхсем (пурĕ 395 тонна) туянас тĕлĕшпе килĕшỹсем çирĕплетнĕ. Çум курăк, хурт-кăпшанкă, тĕрлĕ чир-чĕр тухăçа палăрмаллах чакарать. Фитоэкспертиза туни вăрлăх мĕн чухлĕ сиенленнине палăртма май парать. Кăçал акма районта çĕр улми вăрлăхĕ çитмест. Специалистсем вăл ял хуçалăх предприятийĕсенче мĕнле упраннине тĕрĕсленĕ. Унта типĕ çĕрĕк нумай пулнине тупса палăртнă, çĕр улми хуралать те. "Иккĕмĕш çăкăр" кăçал шăтас енне кайнă. Çакна шута илсе путвал-управ таврашне уçăлтарсах тăмалла. Вăрлăха акас умĕн им-çампа чỹхени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă ял хуçалăх культурисем шăтса тухса вăй илнĕ тапхăрта (4-5 эрне) чир-чĕртен шанчăклăн хỹтĕлет. "Россельхозцентр" филиалăн биолаборатори пур. Унта биопрепаратсем хатĕрлеççĕ. "Прогресс", "Комбайн", "Кушкă", "Яманчурино", "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕсем унта хатĕрленĕ "Планриз" биопрепаратсемпе усă кураççĕ. Иртнĕ çулхи çанталăк условийĕнче вăрлăхсене ернĕ чир-чĕр малалла аталанма пултарать. Çавăнпа вăрлăхсене им-çамласси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Маларах палăртнă çитменлĕхсене пăхмасăр ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕтĕм вăрлăха ака стандартне лартса çитермелле.