12 февраля 2011 г.
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетсе кооператив членĕсен пухăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.М.Рыбкин хутшăнчĕç. Хуçалăхăн 2010 çулхи ĕçĕпе кооператив ертỹçи Г.И.Федоров паллаштарчĕ. Кооперативăн ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем пĕтĕмпе 1780 гектар шутланаççĕ. Ял хуçалăх продукчĕсене сутнинчен пырса кĕнĕ тупăш - 45 530 пин тенкĕ(100 гектар çĕр пуçне 2558 пин тенкĕ). 100 гектар çĕр пуçне 134 центнер аш-какай, 1138 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен вăтамран 6514 кг сĕт сунă. Çут çанталăкăн çăмăл мар условийĕсем ял хуçалăхне чылай сиен кỹчĕç. Тыр-пул тухăçĕ иртнĕ çулсенчен палăрмаллах чакни, паллах, çĕр ĕçченĕн чунне ыраттармасăр иртмерĕ. Хуçалăх кассине укçа-тенкĕ ытларах выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен пырса кĕнĕ. Аш-какай тата сĕт туса илесси 2009 çулпа танлаштарсан ỹснĕ. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма кашни выльăх пуçне 25 центнер апат единици хатĕрленĕ. Лару-тăрăва ỹсĕм шайĕнче сыхласа хăварма патшалăх пулăшăвĕ те витĕм кỹнĕ. Иртнĕ çул федераци тата республика бюджечĕсенчен 12 миллион тенкĕ пулăшу килнĕ. Çулталăк тăршшĕпе строительство ĕçĕсем те чылай пурнăçланă. Ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 9380 тенкĕпе танлашнă. Çулталăка хуçалăх 12 миллион тенкĕ ытларах таса тупăшпа вĕçленĕ. Кооператив членĕсен тăрăшулăхне район, республика шайĕнчи çитĕнỹсем, çĕнсе илнĕ дипломсемпе ытти наградăсем те çирĕплетеççĕ. Пухура ревизи комиссийĕн председателĕ, комплекслă бригадăсен бригадирĕсем, специалистсем тухса калаçрĕç, сĕнỹсемпе, хăйсен малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç. Кооператив членĕсем хуçалăх ĕçне сасăласа "лайăх" хак пачĕç. Йăларан иртмесĕр, çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххисене палăртрĕç, вĕсене хĕрлĕ хăюсемпе, хисеп хучĕсемпе тата укçан преми парса хавхалантарчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин "Комбайн" ял хуçалăх произодство кооперативĕн членĕсем умĕнче тухса калаçнă май кооператив район экономикин аталанăвне пысăк тỹпе хывнине, ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыракан ертỹçĕпе специалистсен тăрăшуллă ĕçне палăртрĕ. Ял хуçалăх производствинче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата производствăри пысăк кăтартусемшĕн Е.Ю.Григорьева ĕне сăвакан оператора, Г.В.Павлова учетчицăна, Е.А.Павлова свинаркăна, С.Д.Федоров конюха, ĕç сыхлавĕ тата хăрушсăрлăх техники енĕпе ĕçлекен Г.М.Ильин инженера район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ. Хуçалăх ĕçченĕсене малашлăхра çитĕнỹсем, производствăна ỹстерсе пыма ăнăçу сунчĕ. Çĕр ĕçченĕсен тата фермăра тăрăшакансен ячĕпе Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç.