Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк итогĕсене пĕтĕмлетнĕ

09 февраля 2011 г.

Çулталăк итогĕсене пĕтĕмлетнĕ Шăмат кун район администрацийĕн пысăк залĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятийĕсемпе организацисен, учрежденисен, ял хуçалăх производство кооперативĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисен, район, ял тăрăхĕсен Депутачĕсен пухăвĕсен депутачĕсен, район активĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский, Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн ĕçĕсене пурнăçланă С.Петрова, Чăваш Республикин Президент администрацийĕн представителĕ Н.Савельев хутшăннă. Елчĕк районĕн экономикăпа социаллă пурнăçĕн 2010 çулхи аталанăвĕ тата 2011 çулхи тĕллевĕсем çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин доклад туса панă. (Вăл хаçатăн паянхи номерĕнче пичетленнĕ). Районти Депутатсен пухăвĕн 2010 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ тата 2011 çулхи тĕллевĕсем пирки районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Молодова тухса калаçнă. (Унпа хаçатăн паянхи номерĕнче паллашма пулать). Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, "Елчĕкри тĕп больница" сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕн тĕп врачĕ Н.Уркова вĕренỹ тата сывлăха сыхлас ĕç отраслĕсен 2010 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. (Вĕсем тухса калаçни хаçатăн шăмат кунхи номерĕнче пичетленет). Канашлура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, Елчĕк районĕнче ырă улшăнусем нумай. Ял хуçалăхĕнчи 2010 çулхи йывăр лару-тăрăва районти хуçалăхсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çĕнтерсе пыраççĕ. Малашне те отрасльте çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме, кашни пусăм çĕрпе тухăçлă усă курма тăрăшмалла. Республика района 2011 çулта та палăртнă программăсене пурнăçа кĕртме пулăшать. Çав вăхăтрах апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене чакарас, çурхи уй-хир ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерес , тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем, депутатсем халăхăн пурнăç шайне ỹстерес тĕлĕшпе ĕçлемеллине палăртрĕ М.Михайловский. Канашлу умĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин акционерсен "Прогресс" хупă обществин сысна фермине çитсе курнă, унти çĕнĕлĕхсемпе паллашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика