09 февраля 2011 г.
Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2011" массăллă ăмăрту-чупу иртет. Ăна пирĕн районта тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Ăмăртăва ăнăçлă хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе туса хунă районти комитетăн ларăвĕнче (унăн ертỹçи - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый) йĕркелỹ ĕçĕсене тĕплĕн тишкерчĕç, яваплă çынсене палăртрĕç. Ăмăрту кăçал та эстафета йĕркипе Елчĕкри "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче вырсарни кун иртет. Вăл 12 сехетре пуçланать. Ăмăрту программи паллă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсен командисенчи 3 хĕр ача тата 3 арçын ача, вăтам шкулсен командисенчи 4 каччăпа 4 хĕр, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсенчи ĕçлекенсен командисенчи 3 хĕрарăм тата 1 арçын, предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисенчи 2 хĕрарăмпа 2 арçын, район администрацийĕн пайĕсен тата ял тăрăхĕсен командисенче 2-шер хĕрарăмпа 2-шер арçын кашнийĕ 1 километр тăршшĕ дистанци чупать. Хутăш эстафетăсене чи малтан хĕрарăмсем пуçлаççĕ. Çĕнтерỹçĕсене тата призерсене дипломсемпе, хаклă парнесемпе чыслаççĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине, туссем!