Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаран упрар

09 февраля 2011 г.

Ачаран упрар

Шăл-çăвара ялан таса тытни, вăхăтра пăхса тăни нумай чир-чĕртен хăтăлма пулăшать. Çапла вара çын ĕмĕрĕ те чылай вăрăма тăсăлать. Ку чăнлăх пуриншĕн те паллă. Анчах та пирĕн хушăра шăл-çăвара таса тытассине хакламан çынсем те сахал мар тĕл пулаççĕ. Шăлсене упрасси çинчен сăмах пуçарсан ун пек çынсем алă çеç сулаççĕ. Вĕсем медицина вĕрентнине уямаççĕ, врачсем панă канашсене часах манса каяççĕ. Çакна яланах асра тытмалла: шăл чул пек çирĕп пулсан та вăл чĕрĕ организмăн пайĕ, унăн та чирсем сахал мар. Шăлсене пĕрмаях тасатса тăмасан хавшама, тĕпренме пуçланисене çийĕнчех сыватмасан, тĕрлĕрен чир-чĕр пуçланса кайма пултарать. Час-часах ăш-чик чирĕнчен сыватма тытăниччен малтан шăлсене сиплеме тивет. Мĕншĕн тесен начар, çĕрĕк шăл пĕтĕм организма хавшатать, чирлеттерет. Елчĕкри тĕп больницăра 31 çул ĕçленĕ май çакна асăрхама тиврĕ. Юлашки çулсенче ачасен шăлĕсем çирĕп мар. Пурнăç тăршшĕнче шăлсем икĕ хут шăтаççĕ. Ача чухне _ сĕт шăлĕсем, кайрантарах _ яланхисем. Сĕт шăлĕсем пурин те пĕр пекех _ 20-шер пулаççĕ, яланхисем вара 28 е 32 пулма пултараççĕ. Йĕркеллĕ аталанса пыракан пепкен 6-8 уйăхра аялта варринче икĕ шăл шăтать. Ун хыççăн çỹлти янах çинче те çав тĕлтех икĕ шăл шăтса тухать. Кайран вара, 7-8 уйăхра, каллех аялти янахра малтан шăтнисен икĕ енче, пĕрер шăл хутшăнать. Сĕт шăлĕсем 6 уйăхран пуçласа 2,5 çула çитиччен шăта-шăта пыраççĕ. Вĕсем çирĕпех мар, каярахпа кăна çитĕнсе çитсе çирĕпленеççĕ. Ача ултă çула çитсен яланхи шăлсем шăтма пуçлаççĕ. Вĕсем шăтса, аталанса пынăçемĕн сĕт шăлĕсен тымарĕсем хăрса пыраççĕ, шăл туни çинче тытăнса тăми пулаççĕ те тухса ỹкеççĕ. Вăхăтра тухса ỹкмен сĕт шăлĕсене кăларттарма тивет. Яланхи шăлсем те, сĕтлисем пекех, малтан аялти янах çинче, унтан вара çỹлти янах çинче мăшăрăн- мăшăрăн шăтса пыраççĕ. Чи кайрисем, урăхла каласан, "ăслăлăх" шăлĕсем шăтасси тĕрлĕ çыннăн тĕрлĕ вăхăтра, ытларах 18 çулпа 25 çул хушшинче, пулать. Хăш-пĕр çынсен вĕсем пачах шăтмаççĕ. Шăлсем ỹссе çитĕннĕ май чирĕсем те пулсах пыраççĕ. Чи анлă сарăлнисенчен пĕри _ кариес. Районти ачасем хушшинче çак чир 90 процентран та ытларах сарăлнă. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хăйсен пепкисене вăхăтра шăл тухтăрĕ патне илсе килмелле. Халиччен пирĕн районта ачасен шăлĕсене сиплемелли уйрăм кабинет пулман. Нумаях пулмасть тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Н.Уркова пулăшнипе çак çитменлĕхе пĕтертĕмĕр. Районти ача-пăча поликлиникинче ачасен шăлĕсене пĕрремĕш категориллĕ шăл тухтăрĕ З.Головина сиплет. Районта шăл тухтăрĕсем вуннăн. Кашнийĕшĕ хăйĕн ĕçĕнче ăста. Районти стоматологи уйрăмĕнчи врачсен стажĕсем пĕчĕк мар. А.Быковпа Г.Клементьева 20-шер, О.Немцев 17 çул халăх сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Р.Викторова, Г.Вастулова, В.Албарцева медсестрасем, Л.Александровăпа С.Галошева шăл техникĕсем, Е.Яковлевăпа А.Майкова санитаркăсем шаннă ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тăрăшаççĕ. Юлашкинчен ентешĕ-мĕрсене шăлсене мĕн пĕчĕкрен упрама чĕнсех каласшăн. Шăл çынна илем кỹрет.

Сăн ỹкерчĕкре: О.Немцев, Г.Клементьева, Ю.Пыльчиков, А.Быков.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика