Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх та, начар та ĕçлеме пулать

09 февраля 2011 г.

"Победа" сахал яваплă юлташлăхра тата К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулса иртнĕ отчетлă пухусен ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов хутшăннă. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем - Н.Головинпа П.Васильев пухăннисен умĕнче çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе докладсем туса панă. Иртнĕ çулхи шăрăх та типĕ çанталăк условийĕнче ял çынни нихçанхинчен те пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пулчĕ. Акнă, лартнă ỹсен-тăран культурисен пысăк пайĕ типсе, çунса кайрĕ. Çав вăхăтрах агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса çур аки ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра пурнăçласа хăварма пултарнă, кашни ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче çак лару-тăрура та çăкăрсăр тăрса юлман. "Победа" сахал яваплă юлташлăх пирки шăпах çакăн пек каланă пулăттăмăр та. Йывăрлăхсене пăхмасăр палăртнă тĕллевсене ăнăçлă татса пама пултарни мĕн пурин куçĕ умĕнче - кунта уйрăмах выльăх апачĕ хатĕрлессипе ăнăçлă ĕçленĕ. Пытармалли çук, кăçал нумай çĕрте ĕне выльăхсене улăмпа тивĕçтересси те хĕсĕк. "Победа" сахал яваплă юлташлăхра вара утă-сенажне те кирлĕ таран хатĕрлесе хăварма пултарнă. Шăрăх çанталăка пула типсе кайма тытăннă тĕш тырă культурисен хăш-пĕр лаптăкĕсенчен вăхăтра тырă сенажĕ хывнă. Çапла майпа фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма саппасланă апат, кашни условнăй выльăх пуçне шутласан, 33 центнер тивĕçет. Кăçал çакăн чухлĕ апат урăх нихăш хуçалăх та хатĕрлеме пултарайман. Сахал яваплă юлташлăх ертỹçи Н.Головин пухура çакăн пирки палăртса каланă май выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре пысăк тỹпе хывнă комбайнерсене, механизаторсене, водительсене ятран палăртса тав тунă. Вĕсем: А.Алексеев, Н.Общин, В.Общин, В.Сергеев, С.Козлов, Л.Портнов, В.Кудрявцев, В.Петров, Г.Жирнов т.ыт.те. Апат никĕсĕ çирĕп пулнине кура выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем те пысăк. Отчетлă тапхăрта, 2009 çулхипе танлаштарсан, ял хуçалăх предприятийĕнче 5 процент ытларах аш-какай, 17 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 7074 килограмм сĕт сунă, çакă районти чи пысăк сăвăм шутланать. А.Константинова, Е.Портнова _ районти дояркăсен ăмăртăвĕнче чи пысăк кăтартусем тунă. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 819 центнер сĕт, 46 центнер аш-какай туса илнĕ. Выльăхсен хисепне те май пур таран ỹстерсех пыраççĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, мăйракаллă шултăра выльăхсем 11 процент, сăвакан ĕнесем 7 процент ытларах шутланаççĕ. Палăртнă тапхăрта мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 775 грамм ỹт хушма пултарни те районти чи пысăк кăтарту. 100 ĕнерен 100 пăру илнĕ, 39 пушмак пăруланă. Çак ỹсĕмсем çамрăк пăрусене çитĕнтернĕ, вăкăрсене самăртнă çĕрте, пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшакансем хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче яваплăха туйса тимленипе, ертỹçĕ, специалистсем ĕçе пĕлсе йĕркелесе ертсе пынипе пулнă. Сахал яваплă юлташлăх ял хуçалăх çулталăкне 5886000 тенкĕ тупăшпа вĕçленĕ. Унăн пысăк пайĕ выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илсе сутнинчен пулнă. Ĕç укçи те тупăша кура пайланать, паллах. Çапла майпа, уйăхри вăтам ĕç укçи 7454 тенкĕпе танлашнă. К. Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕнче вара пачах урăхла ỹкерчĕк. Кунти механизаторсемпе ферма ĕçченĕсем "Победа" сахал яваплă юлташлăхра ĕçлекенсем чухлĕ укçа алла илесси пирки ĕмĕтленме анчах пултараççĕ. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх предприятийĕнче продукци туса илесси çав тери сахал, выльăхсен хисепĕ, вĕсен продуктивлăхĕ те пĕчĕк. Çавăнпа хуçалăха аталанма, вăй илме те çăмăл мар. Иртнĕ çул кунта усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 2 центнер анчах аш-какай туса илнĕ, сĕчĕ те сахал - 108 центнер анчах. Пĕр ĕнерен 3380 килограмм, "Победа" хуçалăхрипе танлаштарсан, 3694 килограмм каярах, сĕт сунă. Шуршу бригадинче ĕçлекенсем "Аранчеево" сахал яваплă юлташлăх çумне пĕрлешсе ĕçлес шутпа пухăва ыйтупа тухни те ахальтен мар. Çăлăнăç шырани, ĕмĕтпе пурăнни, шанăçа çухатманни вара аван....

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика