09 февраля 2011 г.
Р.МОЛОДОВА, районти Депутатсен пухăвĕн ертỹçи.
Елчĕк районĕн саккунсем кăларакан органне - районти Депутатсен пухăвне 18 депутат суйланă. Вăл хăйĕн ĕç-хĕлне район Уставĕпе, районти Депутатсен пухăвĕн регламенчĕпе, ревизи комиссийĕн Положенийĕпе йĕркелесе пырать. Уставпа тата регламентпа килĕшỹллĕн пуху ертỹçине, унăн çумне çирĕплетнĕ, ялан ĕçлекен 3 комисси туса хунă: - экономика, бюджет, финанс, налуксемпе тỹлевсем енĕпе ĕçлекен комисси; - социаллă политика, сывлăха сыхлас, культурăпа вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комисси; - саккунсемпе право, вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас енĕпе ĕçлекен комисси. Комиссисем хăйсен ĕç-хĕлне тỹрремĕнех пурнăçласа пыраççĕ. Бюджет - вырăнти хăй тытăмлăх йĕркелĕвĕн тĕп саккунĕ. Унпа тĕрĕс усă курни вырăнлă. Депутатсенченех йĕркеленĕ ревизи комиссийĕ бюджет укçи-тенкине социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарма, тĕрлĕ программăсемпе плансене пурнăçлама янине, муниципалитет харпăрлăхĕпе тĕрĕс усă курнине çирĕплетрĕ. 4-мĕш суйлаври депутатсем районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас енĕпе ларусенче 122 йышăну тунă. Вĕсем тĕрлĕрен: бюджета пурнăçласси, унта хушусемпе улшăнусем кĕртесси, вĕренĕве, сывлăха сыхлас ĕçе, агропромышленность комплексне, районăн энергетикине, промышленноçне, культурине аталантарасси, ял хуçалăх, ытти çĕр лаптăкĕсемпе эффективлă усă курасси, налуксемпе тĕрлĕ тỹлевсене палăртасси çинчен тата ытти вуншар-вуншар йышăну. Чăнах, иртнĕ суйлав тапхăрĕнчи çитĕнỹсем сахал мар: районти ялсем хытарнă çулсемпе çыхăнчĕç, культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен, вĕренỹ заведенийĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленчĕ. Район центрĕнче физкультура комплексĕ, Патреккел ялĕнче шкул çурчĕ çĕкленчĕ, "Чебурашка" ясли-сада юсаса çĕнетрĕç, кунта ачасем валли хушма вырăнсем уçăлчĕç, таса мар каяшсене тасатакан система хута кайрĕ, пурăнмалли начар çуртсенче пурăнакансене куçарас тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн Мир урамĕнче 3 хутлă çуртăн тепĕр пайĕ çĕкленчĕ - унта Иванов урамĕнчи 14-мĕш çуртра пурăннисем çĕнĕ хваттерсене куçрĕç. Лайăххипе пĕрлех начарри те юнашар. Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк ял хуçалăхне, экономика кризисĕ районăн аталанăвне сиен кỹчĕç. Хушма тăкаксем çеç районта 43750 пин тенкĕпе танлашрĕ. Çапах та патшалăх ял ĕçченĕсене кăткăс лару-тăрура пĕччен хăвармарĕ. Елчĕк енĕ çеç ял хуçалăхне, хресченсен уйрăм хуçалăхĕсене аталантарма патшалăхран тĕрлĕ пулăшу илчĕ: тăкаксемшĕн укçа-тенкĕ куçарса панă, республикăри лизинг фондне хывмалли тỹлевсене каярах вăхăта куçарнă, çăмăллăтнă кредитсем уйăрнă, маларах илнĕ кредитсен тата страхлав тỹлевĕсен срокне тăснă. Патшалăх ял хуçалăхĕн тăкакĕсене 50 процента яхăн, страхлакан компанисем укçа-тенкĕ тỹленине шута илсе 70 процента яхăн саплаштарнă. Ытти тăкак, шел пулин те, çĕр ĕçченĕсем çине тиенчĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр ял ĕçченĕсем выльăх апачĕ хатĕрлеме, выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварма пултарчĕç. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.Медведев Федераци Пухăвне, Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырусенче ял ĕçченĕшĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри - çĕрпе тухăçлă усă курасси тесе палăртнă. Вĕсем: усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, пĕтĕм лаптăка шута илсе регистрацилесси, ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕр лаптăкĕсен пулăхне минераллă тата ытти йышши удобренисемпе пуянлатасси, тип варсемпе çырмасен, юхан шывсен çыранĕсен çывăхĕнче вырнаçнă лаптăксене сухалама чарăнса эрозирен хỹтĕлесси. Çавăн пекех малта пыракан çĕр ĕç технологийĕсемпе, альтернативлă экологи мелĕсемпе анлă усă курмалла. Ял хуçалăх производствинче энерги перекетлекен шăвармалли вак контурлă тытăмсене ĕçе кĕртмелле. Çак сĕнỹсене тĕпе хурса районти ял хуçалăх предприятийĕсем ĕçлесе пымалла. Ял ĕçченĕшĕн пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен тепри вăл - агропромышленноçа малалла тата та аталантарасси, çĕнĕ тĕрлĕ программăсене ĕçе кĕртесси. Районта лайăх ĕçлекен хуçалăхсем сахал мар: акционерсен "Прогресс" обществи, "Комбайн" ЯХПК, "Победа" ООО ... Анчах пĕчĕк тытăмлă хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче ĕçсене модернизацилеме, ытти çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме, çĕнĕ техника туянма май çук - тупăш пĕчĕк. Çавăнпа вĕсене пĕрлештерме вăхăт мар-и? Маларах асăннă Çырусенчи тĕллевсенчен тепри вăл - халăх сывлăхне сыхлассипе, ачасене тата уйрăм категоринчи çынсене социаллă хỹтлĕх парассипе, опекăпа попечительлĕх, физкультурăпа спорт ыйтăвĕсемпе çыхăннă саккунсем хатĕрлессипе çыхăннă: нумай ачаллă çемьесене социаллă хỹтлĕхпе, ача сачĕсемпе тивĕçтересси, профилактикăпа реабилитаци ĕçне вăйлатасси, ашшĕ-амăшĕн асăрхавĕсĕр тăрса юлнă ачана воспитани пама илнĕ çемьене психологипе педагогика, информаципе çут ĕç тата реабилитаци енĕпе пулăшасси, тăлăх ачасене пурăнмалли пỹлĕмсем уйăрассине тĕрĕслесе тăрасси. Çамрăк çемьесене çăмăллăхсем парассине те тимлĕх уйăрмалла. Ачаллă çамрăк çемьесене çурт-йĕр çавăрма патшалăх енчен пулăшу пулмалла. Çамрăк çемьесене ĕç тата тивĕçлĕ ĕç укçи те кирлĕ, - çакă халăхăн социаллă пурнăç ăнăçлăхĕн кăтартăвĕ. Ют регионсене ĕçлеме çỹрекенсем, хăш-пĕр çĕрте ĕç укçине вăхăтлă тỹлемен тĕслĕхсем пулни те пăшăрхантарать. Районта лайăх ĕçлекен предприятисем те пур. "Промсервис" предприяти лайăх аталанса пырать. Сĕт-çу завочĕ те вăй илсе пырса ĕç вырăнĕсене ỹстерессе шанас килет. Ĕç укçи, пенси ỹссе пыни лайăх пулăм. Çав вăхăтрах хаксем хăпарни пăшăрхантарать. Патшалăх енчен вĕсене контрольлесе тăни çăкăр, сĕт, çу, çăнăх, сахăр тата ытти хăш-пĕр продуктсен хакĕсене ỹсме май памасть. Эмелсен хакĕ ỹсни вĕсен ытларах пайне ют çĕр-шывра хатĕрленипе çыхăннă. Çавăнпа халĕ эмелсен пысăк пайне - 60 процентран кая мар хамăр çĕр-шывра хатĕрлеме тĕллев лартнă. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче районти Депутатсен пухăвĕн 5-мĕш суйлаври депутачĕсен суйлавĕ иртрĕ. Унта депутатсен корпусĕн 72 проценчĕ çĕнелчĕ. Вĕсен умĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли пысăк тĕллевсем тăраççĕ: ялсенчи урамсенче хытарнă çулсем тăвасси, халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси, нумай хваттерлĕ çуртсене малалла çĕклесси, тĕрлĕ программăна хутшăнса тĕпрен юсасси, ача çуратма, сипленме, канма условисем туса парасси тата ытти те. Çавăнпа пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесен çеç пурнăç малалла каять.