09 февраля 2011 г.
Н.МИЛЛИН, район администрацийĕн пуçлăхĕ
2010 çул хыçа юлчĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ - Елчĕк районĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата ял тăрăхĕсен муниципалитет пĕрлешĕвĕсен, предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсен пĕрлехи ĕçĕ. Çитĕнỹсем - 2011 çула палăртнă задачăсене пурнăçламалли тĕп никĕс. Пирĕн тĕп тĕллев социаллă тăнăçлăха сыхласа хăварасси пулнă. 2010 çул Вĕрентекен çулталăкĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитни, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ ячĕпе иртрĕ. Палăртнă тĕллевсем пурте пурнăçланаймарĕç пулин те, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçа кĕртме май килчĕ. Районта паянхи куна 22348 çын, вăл шутран 7670 (34 :) пенсионер пурăнать. Ача çуралассипе çынсем пурнăçран уйрăласси 2009 çулхипе танлаштарсан ытлашшиех уйрăлса тăмаççĕ. 2010 çулта 211 ача çуралнă, 2009 çулта - 208. 2010 çулта 375 çын, виçĕм çул - 368 çын вилнĕ. Шел пулин те, вилекенсен шучĕ çуралакансенчен чылай ытларах, çавна май халăх йышĕ çулсерен чакса пырать. Районта пурăнакан кашни çын пуçне тивĕçекен уйăхри вăтам тупăш 4967 тенкĕпе танлашнă. Кăтарту 2009 çулхипе танлаштарсан 18 процент ỹснĕ. Уйăхри вăтам ĕç укçи 7 процент ỹснĕ, вăл 9070,8 тенкĕпе танлашнă. Пенсин виçи вăтамран 1246 тенкĕ (24:) ỹснĕ, вăл 6395,6 тенкĕпе танлашнă. 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçи парăмĕ çук. 2010 çулта районта 1373 ĕç шыракан çынна шута илнĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта 105 ĕçсĕр çынна шута илнĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,86 процентпа танлашать. Шута илнĕ ĕçсĕр граждансен 13 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ, 21 проценчĕ вăтам професси пĕлĕвĕллĕ, 44 проценчĕ пуçламăш пĕлỹллĕ пулнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр тăрăшнипе 1128 çынна яланлăх тата вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса панă. Пĕтĕмпе 1529 ваканси пулнă, отчет тапхăрĕнче 1523 вакансие пĕтернĕ, вăл шутран 942 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Районта экологи лару-тăрăвĕ хальхи вăхăтра лăпкă шайра. Экологи хăрушсăрлăхне ỹстерес, лару-тăрăва лайăхлатас тата район территоринчи тавралăха упрас тĕллевпе 53 ялта 347 ял инфраструктура объекчĕсем шутланса тăраççĕ. Кашни ялтах тĕрĕслев тата асăрхав органĕсемпе килĕшсе çирĕплетнĕ тирпей-илем йĕркисене, санитари схемисене çирĕплетнĕ. 9 ял тăрăхĕнче çỹп_çапа тата хăрушлăх кăларса тăратаканнисен йышне кĕртнĕ производство каяшĕсене уйăрса пуçтарассине, транспортпа турттарса ятарлă предприятисенче сиенсĕрлетессине йĕркеленĕ. Çут çанталăкпа усă куракансем хушшинче тавралăха варалакансен йышĕ çулсерен чакса пырать. Тавралăха сиен кỹнĕшĕн район бюджетне кĕрекен укçа-тенкĕ виçĕм çулхипе танлаштарсан 3,4 хут ỹснĕ. 2010 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен район территоринче çут çанталăкпа çыхăннă чрезвычайлă лару-тăру тăнă. Сывлăшри тата çĕр çинчи типĕлĕх ял хуçалăх культурисене 13 пин гектар çинче сиенленĕ. Пĕтĕмĕшле тыр-пула пухса кĕртейменнипе çыхăннă сиен 283 миллион тенкĕпе танлашнă. Районта пушар чаçĕ, Лаш-Таяпара уйрăм пост, Патреккел, Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш, Тăрăм, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Яманчỹрел ялĕсенче пушар командисем пур. Иртнĕ çул район территоринче 26 пушар тухнă, виçĕм çулхинчен 3 пушар ытларах. Пушарсем 744 пин тенкĕлĕх сиен кỹнĕ, ку вăл 2009 çулхипе танлаштарсан 56 процент ытларах. Юлашки икĕ çулта та пушарсенче икшер çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Районта халăх хушшинче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнассипе ăнлантару ĕçĕсем ытларах ирттермелле. Район территоринчи шывсенче иртнĕ çул 6 çын пурнăçĕ татăлнă, вăл шутран 2 ача, 2009-мĕш çулта шывра путакансем пулман. Çынсене шыва кĕнĕ чухне инкек пуласран сыхлас тĕллевпе шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем кирлĕ, халăха хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен ăнлантармалла. Ял хуçалăхĕ район экономикин тĕп секторĕ шутланать. Районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕ мĕнле ĕçленинчен нумай килет. Паянхи куна районта 23 ял хуçалăх предприятийĕ, 63 хресчен-фермер хуçалăхĕ тата 8587 уйрăм хушма хуçалăх шутланать. 2010 çулхи çанталăкăн йывăр условийĕсене пула ял хуçалăхĕнчи кăтартусем ытти çулхисенчен начартарах пулчĕç. Отчет тапхăрĕнче ял хуçалăхне федераци тата республика енчен пулăшасси палăрмаллах ỹсрĕ. Иртнĕ çул патшалăх енчен 145,6 миллион тенкĕлĕх пулăшу килнĕ, виçĕм çул çак кăтарту 107,2 миллион тенкĕпе танлашнă. Вăл шутран чрезвычайлă лару-тăру кỹнĕ сиене саплаштарма, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма тата кĕрхи культурăсене акса хăварма 46,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Ял хуçалăх продукцине туса илме инвестици кредичĕсем илессипе те ĕçлесе пыратпăр. "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа 137,7 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. 3760 уйрăм хушма хуçалăх (пĕтĕм хуçалăхсен 44 проценчĕ) 563,3 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. 2011 çулта мĕн пур категорири хуçалăхсенче 699,4 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх продукчĕсем туса илнĕ. Пурĕ 8645,1 тонна тĕш тырă (2009 çулхипе танлаштарсан 17,5 процент), вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче - 7017 тонна, 17551,3 тонна (35,9 процент) çĕр улми туса илнĕ, вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче - 3057 тонна, 2693,1 тонна(39,1 процент) пахча çимĕç, вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче 458 тонна туса илнĕ. Мĕн пур категорири хуçалăхсенче 4648,6 тонна аш-какай, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 94,6 процент, вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 1547 тонна (88 процент), 30865 тонна сĕт(101 процент), вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче - 12388 тонна (103 процент) туса илнĕ. Ĕнесен продуктивлăхĕ çулсерен ỹснине палăртмалла. Ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕр ĕне пуçне илекен вăтам сăвăм иртнĕ çул 4 процент ỹсрĕ, 5214 килогрампа танлашрĕ. "Победа" хуçалăхра пĕр ĕнерен сĕт сăвасси 7 пин килограмран, "Комбайн", "Яманчурино", "Прогресс" хуçалăхсенче 6 пин килограмран иртнĕ. Районта выльăх-чĕрлĕх йышне чакарас мар тесе ĕçлетпĕр. 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 12759 пуçпа танлашнă(пĕлтĕрхи шайрах), вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче -7443 пуç (106 процент). Ĕнесен шучĕ мĕн пур йышши хуçалăхсенче 6084 (98 процент), вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче - 2448 (104 процент). Районĕпе сыснасен йышĕ - 15351 пуç (104 процент), ял хуçалăх предприятийĕсенче - 9729 пуç (108 процент) пулнă. Выльăхсене хĕл каçарма кашни условнăй выльăх пуçне 21 центнер апат единици хатĕрленĕ. Ку вăл кирлин 76 проценчĕпе çеç танлашать. Çитеймен апата район, республика тулашĕнчен кỹрсе килеççĕ. Кăçалхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕмпе 882 тонна тырă,494 тонна комбикорм, 552 тонна силос, 200 тонна утă, 1130 тонна улăм, 400 тонна жмых, 7044 тонна жом, 162 тонна дробина, 78 тонна патока, 150 тонна ытла минераллă тата белокпа витамин хутăшĕсем туяннă. Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Васильевич Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла каланă: "Ял хуçалăхĕ вăл - "резина атăсем", "навус", "шăршă", "тасамарлăх" мар, çĕнĕ технологисемпе ĕçлекен çĕнĕ отрасль". Çак шухăшпа пĕтĕмпех килĕшмелле. Ку енĕпе пирĕн районта та нумай ĕç туса ирттереççĕ. "Прогресс", "Комбайн", "Сатурн", Труд", "Свобода", "Яманчурино", "Победа" хуçалăхсенчи 15 выльăх-чĕрлĕх фермине юсаса çĕнетнĕ. 7 ĕне ферминче миксер-кормораздатчиксем ĕçлеççĕ. 14 фермăра комбикорм хатĕрлекен пĕчĕк цехсем вырнаçтарнă. Выльăх-чĕрлĕх фермисене юсаса çĕнетес ĕç те малалла пырать. 2011 çул валли 7502 гектар çинче, иртнĕ çулхинчен 16,5 процент ытларах кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 14500 гектар çинче, çĕр улмине - 2500 гектар çинче, пахча çимĕçе 250 гектар, выльăх апачлĕх культурăсене 7 пин гектар çинче акса хăварма пăхнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вăрлăх çителĕклĕ, анчах та 67 проценчĕ çеç кондицие тивĕçлĕ. "Аранчеево", "Труд", "Звезда", "Знамя", "Кушка" хуçалăхсенче кондициллĕ вăрлăх 10-50 процентран иртмест. Вăрлăх пахалăхне ỹстерес ĕç малалла пырать. "Прогресс", "Рассвет", "Комбайн" хуçалăхсем сортсене çĕнетсе улăштарас тĕллевпе 354 тонна супер элита вăрлăхĕсем илсе килнĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса кăларас, çĕр пуянлăхĕпе туллин усă курас тĕллевпе çĕре çĕнĕлле сухаласси, нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкне 20 процент таран ỹстересси, вăрлăхсене çĕнетсе пырасси, пăрçа йышши культурăсене ытларах акасси, кондициллĕ вăрлăх, вăрлăхсен репродукцийĕ çине тимлĕх уйăрасси, çĕре биоудобренисемпе апатлантарасси, шывсен, çырмасен çывăхĕнчи çĕрсене сухалама пăрахасси çине тимлĕх уйăрмалла. Çуллахи типĕ çанталăк шыв сапакан çĕнĕ системăсемпе усă курса мелиораци мероприятийĕсене ирттерме хистет. Çавна май хуçалăхсенчи шыв сапакан системăсене пуррисене çĕнĕ технологисемпе усă курса юсаса çĕнетмелле. "АСК-Яльчики" обществăра çак тĕллевпе çĕр айĕнчен 900 метр тăршшĕ магистраль хывнă, 72 гектар çинчи çĕр улмине сапма система туяннă тата республикăри мелиораципе шыв хуçалăхĕн управленийĕпе 50 гектар çинче ĕç пурнăçлама килĕшсе татăлнă. Ытти хуçалăх ертỹ-çисен пурин те çак ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Район территорийĕнче 7 промышленность предприятийĕ ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе, щебень тата извеç кăларассипе, кирпĕч çапассипе, реагентсем хатĕрлессипе, техника юсассипе, çăкăр-булка изделийĕсем пĕçерессипе ĕçлеççĕ. Промышленность продукцине хальхи хаксемпе танлаштарсан 126,9 миллион тенкĕлĕх туса кăларнă, е иртнĕ çулхипе танлаштарсан 3,3 процент ỹснĕ. Производство калăпăшĕ Елчĕкри сыр заводĕнче 89,7 процент, "Чăвашьенкрахмал" обществăра 6 процент, кирпĕч заводĕнче 23,8 процент ỹснĕ. "Промсервис" обществăра производство 5,4 процент, Яманчỹрелти сельхозхиминче 19 процент чакнă. Ку предприятисен ертỹçисем производство калăпăшĕ чакнине продукцие ыйтакансем сахалланнипе çыхăнтараççĕ. 2010 çулта районта 1 инвестици проекчĕ ĕçе кĕнĕ. Ку вăл акционерсен "Прогресс" обществинче 15 миллион тенкĕлĕх "Сысна фермине юсаса çĕнетесси" проект. Кунсăр пуçне "Чăвашьенкрахмал" обществăра "Ирĕлекен крахмал производствин линине тăвасси" инвестици проектне ĕçе кĕртме пуçланă (12 миллион та 500 пин тенкĕлĕх). 8 çын валли хушма ĕç вырăнĕ туса хунă. Паянхи куна проекта 90 процент, 10,8 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă. 2011 çулта тата çак инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртме палăртнă: "Промсервис" ОООра биотехнологи производстви валли хальхи базăна çĕнетесси (3 миллион та 500 пинлĕх), "Кирпич" ОООра кăмрăкпа ĕçлекен кăмакана юсасси тата газпа ĕçлекен çĕнĕ мини-кăмака тăвасси (10 миллион тенкĕлĕх), "Прогресс" обществăра сысна фермине юсасси (5 миллион тенкĕлĕх), "Чăвашьенкрахмал" ОООра техника тата апатра усă куракан модификациллĕ крахмал кăларакан çĕнĕ лини тăвасси (2 миллион та 500 пин тенкĕлĕх), Ленин ячĕллĕ хуçалăхра сысна фермине юсасси (3 миллион тенкĕлĕх), "АСК-Яльчики" ОООра 200 тонна вырнаçмалăх çĕр улми хранилищи тăвасси (7 миллион тенкĕлĕх), "Эмметево" ОООра йĕтеме юсасси (1 миллион тенкĕлĕх). Анчах та ку çителĕксĕр. Район экономикине инвестицисем хывассипе тата ытларах ĕçлемелле. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарма районта 2011- 2015 çулсем валли тĕллевлĕ программа йышăннă. 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта 114 пĕчĕк тата вăтам предприятие тата 682 предпринимателе регистрациленĕ. Предпринимательствăра ĕçлекенсен шучĕ районта 1897 çын. 2010 çулта пĕчĕк предприятисем 389,3 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 5 процент нумайрах. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне районта суту-илỹпе ĕçлекен 127 предприяти, 30 обществăлла апатлану предприятийĕ, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен 8 предприяти, 1 пасар, 2 канмалли кун ярмăркки шутланать. 2010 çулта 3 магазин, 1 автостоянка, 1 шиномонтаж тата автомойка уçнă. 8 çын валли ĕç вырăнĕ тупăннă. 5 суту-илỹ, 1 апатлану объектне юсанă. Иртнĕ çул мĕн пур енлĕ суту-илỹ çаврăнăшĕ виçĕм çулхипе танлаштарсан, 30,8 процент ỹснĕ, вăл 756 миллион тенкĕпе танлашнă. Обществăлла апатлану çаврăнăшĕ 8 процент ỹснĕ, 16 миллион тенкĕпе танлашнă. Пысăк тата вăтам организацисем халăха 68 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ пулăшу панă, е иртнĕ çулпа танлаштарсан 9,2 процент ытларах. Социаллă пĕлтерĕшлĕ апат çимĕç таварĕсен хакне сăлтавсăр ỹстерсе ярас мар тĕллевпе кашни эрнере мониторинг иртет. Суту-илỹпе ĕçлекен предприяти ертỹçисемпе тăтăшах хаксене ỹстермелле марри çинчен калаçусем ирттереççĕ. Хаксен мониторингĕ апат-çимĕç продукчĕсене сăлтавсăр ỹстернине тупса палăртман. Район администрацийĕ çулсерен хăйсен ĕçне пуçарма хатĕрленекен пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене грантсемпе тивĕçтерме республика конкурсĕсене хутшăнать. Иртнĕ çул 7 предпринимателе 930 пин тенкĕлĕх пулăшу панă. 103 ĕçсĕр çынна хăйсен ĕçне уçма республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшу паракан программăпа 6 миллион тенкĕлĕх пулăшнă. Çакă 42 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тума май панă. Илнĕ укçа-тенкĕпе çĕвĕ цехĕ, пахча-çимĕç тирпейлекен, йывăç ĕçлесе хатĕрлекен цехсем уçнă, чăх чĕпписене ỹстермелли инкубатор ĕçлеме пуçланă. Муниципалитет харпăрлăхĕ вырăнти хăй тытăмлăх экономикин тĕп пайĕ шутланать. Елчĕк районĕн муниципалитет харпăрлăхĕн реестрĕнче 492 объекта, муниципалитет казнинче 45 объекта шута илнĕ. Муниципалитет тухăçлă усă курас тĕллевпе усă курман объектсене арендăна параççĕ е аукционпа сутаççĕ. Пурлăха арендăна панинчен район бюджетне 259 пин тенкĕ, сутнинчен 86 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Çĕр лаптăкĕсене арендăна панинчен 1958000,1 тенкĕ пырса кĕнĕ, çĕр лаптăкĕсене сутнинчен - 396,1 пин тенкĕ. Кăçал çĕр лаптăкĕсене регистрацилес ĕç лайăхланнине палăртмалла. Граждансенчен тата предприятисемпе организацисенчен çĕр лаптăкĕсене регистрацилеме тата хăйсен прависене çирĕплетме 240 ыйту тăратнă, ку вăл 2009 çулпа танлаштарсан 3 процент нумайрах. Граждансене тата предприятисемпе организацисене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерессине йышăннă положенипе килĕшỹллĕн йĕркелесе пыратпăр. Çĕр лаптăкĕсене регистрацилес ĕçе пĕтĕмĕшле харпăрлăх правипе уйрăлса тухма 9008 çĕр пайне ĕçе кĕртнĕ, ку вăл пĕтĕм лаптăкăн 60 проценчĕпе танлашать. Вĕсенчен 6955 çĕр пайне федерацин регистраци службинче регистрациленĕ. Ку вăл пĕтĕм çĕр пайĕсен 46,4 проценчĕпе танлашать. Районăн 2010 çулхи вырăнти бюджечĕ район администрацийĕн бюджет политикин çул-йĕрне тĕпе хурса пурнăçланса пынă. Отчет тапхăрĕнче вырăнти бюджетăн тупăшĕ 264 миллион та 600 пин тенкĕпе (çулталăк планĕн 101,7 проценчĕ), расхут пайĕ - 266 миллион та 400 пин тенкĕпе танлашнă. Дефицит - 1 миллион та 800 пин тенкĕ. Пĕтĕмĕшле тупăшсенчен вырăнта пуçтарăннă налуксен виçи 22 процентпа танлашать, Чăваш Республикин бюджетĕнчен куçарса панă укçа-тенкĕ - 78 процент. Вырăнта пуçтарăннă налуксем 57,9 миллион тенкĕпе танлашаççĕ, ку вăл çулталăк планĕн 110 проценчĕ пулать. Иртнĕ çулпа танлаштарсан асăннă налуксем 5 миллион та 300 пин тенкĕ ытларах кĕнĕ. Çав вăхăтрах 6 ял тăрăхĕнче (Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Курнавăш, Тăрăм, Елчĕк) вырăнта пуçтарăнакан налуксем 2009 çулхинчен сахалрах кĕнĕ. Районăн вырăнти бюджетне 14 тĕрлĕ налук кĕнĕ. Вĕсенчен 62,3 проценчĕ - уйрăм çынсенчен илекен налук, 11,2 проценчĕ - тупăшран кĕрекен пĕрлехи налук, 6,3 проценчĕ - çĕр налукĕ, ыттисем 20 процента яхăн йышăнаççĕ. Çĕр налукĕпе çĕр айĕнчи пурлăха кăларнинчен кĕрекен налуксемсĕр пуçне ытти налуксем, 2009 çулхипе танлаштарсан, ытларах кĕнĕ. Çĕр налукĕ вырăнти налук шутланнă май пĕтĕмпех ял тăрăхĕсен бюджетне кĕрет. Çавна май ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ăна пуçтарасси çине тим-лĕрех пăхмалла. Çак налук пурĕ 3 миллион та 647 пин тенкĕ, е иртнĕ çулхинчен 247 пин тенкĕ сахалрах пуçтарăннă. 5 ял тăрăхĕнче (Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш, Тăрăм) çĕр налукне пуçтарассине иртнĕ çулран чакарнă. Сăлтавĕ _ ял хуçалăх предприятийĕсем аванс тỹлевĕсене вăхăтра куçарса пыманнинче. Çĕр айĕнчи пурлăха кăларнинчен кĕрекен налук 203,8 пин тенкĕпе танлашнă, 2009 çулхи шайран 195,7 пин тенкĕ сахалрах. Сăлтавĕ _ щебень тата извеç кăларасси чакнинче. Елчĕк районĕн муниципалитет ыйтăвĕсене тивĕçтерме иртнĕ çулта 233,6 миллион тенкĕлĕх тавар туяннă, тĕрлĕ ĕç пурнăçланă тата тĕрлĕ пулăшу панă. Тỹлевсене пурне те федерацин 94-мĕш саккунĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланă. Пĕтĕмпе 197,5 миллион тенкĕлĕх 105 конкурс ирттернĕ. Отчет тапхăрĕнче бюджет учрежденийĕсем укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнине тăтăш тĕрĕслесе тăнă. Пĕтĕмпе 40 тĕрĕслев ирттернĕ, 1 миллион та 400 пин тенкĕлĕх финанс йăнăшĕсене тупса палăртнă. Йĕркене пăснă тĕслĕх материалĕсене район прокуратурине тăратнă. Тĕрĕслев материалĕсем тăрăх прокуратура 13 представлени çырнă, район администрацийĕ 3 йышăну кăларнă, 50 çынна административлă майпа айăпланă. Авăн уйăхĕнче районти вĕренỹ тата сывлăх сиплев учрежденийĕсем 2010 çулхи 8 уйăхра социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсене туянма бюджет укçи-тенкине мĕнле расхутланине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслевпе муниципалитет нушисем валли апат-çимĕç туяннă 26 учреждение те çитнĕ.Тĕрĕслев хăш-пĕр апат-çимĕç продукчĕсене ỹстерсе янă хаксемпе туяннине тупса палăртнă. Тĕрĕс мар усă курнă укçа-тенкĕ виçи 132,5 пин тенкĕпе танлашнă. 2010 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм укçа-тенкĕне тавăрса панă, вăл шутран 16 пин тенкине - медицина страхованийĕн территори фондне, 116 пин тенкине - район бюджетне. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе вĕренỹ учрежденийĕсен 25 ертỹçине тата район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн 7 бухгалтерне дисциплина тĕлĕшĕнчен асăрхаттарнă, район больницин тĕп бухгалтерне выговор панă. 2010 çулхи 4 кварталта бюджет укçи-тенкине мĕнле тăкакланине çирĕпрех тĕрĕсленĕ, çавна май социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсене туяннă чухне хаксене ỹстерсе яман. Район бюджетĕнчен инвестици программине пурнăçлама 25,6 миллион тенкĕ расхутланă. 1 километр тăршшĕ "Комсомольски-Елчĕк-Хăвăлçырма" автоçула сарса хута янă, 10,5 километр тăршшĕ "Комсомольски-Елчĕк-Пăва-Аслă Таяпа-Шуршу" автоçула юсама пуçăннă. Елчĕк ялĕнче 2,5 миллион тенкĕлĕх брусчаткăран тротуар, дренаж системи тунă. Унчченхи ачасемпе çамрăксен спорт шкулне тĕпрен юсаса 90 вырăнлăх ача сачĕ уçнă. Бюджетран çакăн валли 2,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çулталăк пуçламăшĕнче Елчĕкри тĕп больницăри котельнăйран прачечнăй тума бюджетран 3 миллион та 400 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Елчĕк ялĕнче йăлара усă курнă каяшсен полигонĕн проектне хатĕрлеме 294 пин тенкĕ кайнă. Çак ĕçе пурнăçлама пурĕ 45,9 миллиона яхăн укçа-тенкĕ кирлĕ пулать. 2010 çулта Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ республикăри ял тăрăхĕсенче комплекслă компактлă çурт-йĕр тăвас тата тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пурнăçланакан пилот проекчĕн конкурсне хутшăннă. Проектпа килĕшỹллĕн республика бюджетĕнчен 2 миллион та 272 пин тенкĕ укçа-тенкĕ килнĕ. Республикăран килнĕ тата район бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе Аслă Пăла Тимешĕнчи кану центрне, шкула тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне тĕпрен юсанă. Иртнĕ çулта районĕпе пурĕ 25 пин те 700 тăваткал метр çурт-йĕр туса хута янă. Ялсене аталантарас тĕллевпе йышăннă федерацин программине пурнăçлама 11 миллион та 600 пин тенкĕ кайнă. Вăл шутра ялта пурăнакансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 4 миллион та 600 пин тенкĕ, ялти çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене 7 миллион тенкĕ уйăрнă. Асăннă программăпа 32 çемье усă курнă. Чăваш Республикин Президенчĕн "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" Указĕпе килĕшỹллĕн 5 çемье 1 миллион та 800 пин тенкĕлĕх çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Республикăн "Çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси" Саккунне пурнăçлама 4 миллион та 100 пин тенкĕ кайнă, çавна май нумай ачаллă пĕр çемьене тата 2 тăлăх ачана хваттерпе тивĕçтернĕ. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсем районта пурĕ 136 километр. 2010 çулта асăннă çулсене тытса тăма район бюджетĕнчен 4 миллион та 800 пин тенкĕ уйăрнă. Яманчỹрел-Кавал автоçулăн 1 кило-метрне 4 миллион та 600 пин тенкĕлĕх юсанă. 330 метр тăршшĕ тимĕртен огражденисем, пурĕ 800 пин тенкĕлĕх, вырнаçтарнă. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕсенчи çулсене тытса пыма 4 миллион та 900 пин тенкĕ кайнă. "Энергосбережени тата энергетика эффективлăхне ỹстересси" муниципалитетăн 2020 çулчченхи программине пурнăçласа 2010 çулта Елчĕкри нумай хваттерлĕ 18 çуртра сивĕ шыва шутлакан приборсем вырнаçтарнă, ку нумай хваттерлĕ пĕтĕм çуртсен 47 проценчĕ шутланать, 37 çуртра пĕтĕмĕшле çуртшăн электроэнерги шутлакан приборсем вырнаçтарнă(97 процент). Нумай хваттерлĕ 38 çуртран 34 çурта уйрăммăн газпа, 2 çурта электроэнергипе хутса ăшăтмалла тунă. 2 çурт коммуналлă котельнăйран хутса ăшăнать, вĕсенче ăшша шутлакан приборсем вырнаçтарнă. Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн энерги перекетлес тĕллевпе патшалăх учрежденийĕсем шывпа, газпа, ăшăпа, электричествăпа усă куракан виçесене чакарса пыма палăртнă. 2010 çулта районти бюджет учрежденийĕсем газпа усă курассине 4 процент, электроэнергишĕн 14 процент, ăшăшăн 24 процент, шывшăн 12 процент чакарнă. Хальхи вăхăтра районта нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăракан пĕр управляющи компани ĕçлет. Вăл - сахал яваплă "Стройэнергосервис" общество. Унăн устав капиталĕ 10 пин тенкĕпе танлашать. Анчах та çакă ĕçе тивĕçлĕ шайра тата пахалăхлă туса пыма çителĕксĕр. Çавăнпа та общество хăй умне устав капиталне 3 миллион тенкĕ таран ỹстерме тĕллев лартнă. Районăн социаллă культура сферинче сывлăха сыхлас, вĕренỹ, культура тата соцполитика отраслĕ шутланса тăраççĕ. Район халăхне тĕп больница, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 9 офисĕ, 22 фельдшерпа акушер пункчĕ медицина пулăшăвĕ парать. Çак учрежденисем пурри халăха медицина пулăшăвне вăхăтра туса пыма май парать. Сывлăх учрежденийĕсене тытса тăма иртнĕ çул пурĕ 72 миллион та 700 пин тенкĕ кайнă. Пирвайхи медицина тата санитари пулăшăвĕ парассине аталантарас тата профилактика ĕçне лайăхлатас тĕлĕшпе йышăннă программăпа килĕшỹллĕн 796 çын диспансеризаци витĕр тухнă. Пĕтĕмпе сывлăх сиплев учрежденисен пурлăхпа техника базине пуянлатма 2 миллион та 500 пин тенкĕ тăкакланă. Районта пурĕ 22 шкул, 3 ача сачĕ тата ачасене хушма пĕлỹ паракан 3 учреждени ĕçлет. Вĕренỹ учрежденийĕсенче пурĕ 2678 вĕренекен пĕлỹ пухать тата 591 ача садиксене çỹрет. Калаçăва йывăрпа хăнăхакан ачасене аталантарма диагностикăпа консультаци центрĕнче логопед служби ĕçлет. Вĕрентỹ учрежденисенче педагогика ĕçченĕсем çителĕклĕ, паянхи куна ваканси çук. Ачасем шкулта мĕнле вĕренсе пырасси вĕсене ача сачĕсенче шкула кайма мĕнле шайра хатĕрленинчен нумай килет. Çавна май ачасене садиксемпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Районта 3 ача сачĕ тата 16 шкул çумĕнче садик ушкăнĕсем ĕçлеççĕ. Елчĕкре 90 вырăнлăх ача сачĕ туса хуни, Лаш Таяпари шкул çумĕнче тĕпĕр ушкăн уçни шкул çулне çитмен ачасен 57 процентне садиксене вырнаçтарма май пачĕ. Хальхи вăхăтра çултарăкран пуçласа çичĕ çулчченхи 151 ача ача сачĕсене çỹреме черетре тăрать. Ыйтăва татса парас тĕллевпе Елчĕкре тепĕр ача сачĕ тума палăртнă. Шкулсем çумĕнче хушма ушкăнсем уçас ĕç те малалла пырать. 2010 çулта "Вĕренỹ" наци проекчĕпе килĕшỹл-лĕн чи лайăх вĕрентекенсен конкурсĕсене хутшăнса районти 11 вĕренекен Чăваш Республикин Президенчĕн 50 пин тенкĕлĕх премине тата хушма пĕлỹ паракан учрежденин 1 вĕрентекенĕ 20 пин тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ. "Вĕренỹ пуçарăвĕ" республика конкурсне хутшăнса Лаш Таяпари вăтам шкул 250 пин тенкĕлĕх премие илме пултарнă. Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă ачасем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.Социаллă хỹтлĕх кирлĕ ачасен прависене, интересĕсене хỹтĕлессипе тата пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлессипе районта тĕрлĕрен ĕç пурнăçланса пырать. Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă 11 ачана тупса палăртнă. 2010-мĕш çул вĕçне опекун тата попечительсен çемйисенче 79 ача воспитани илнĕ, вĕсенчен 11-шĕ тăлăхсем, ачасене йышăннă 12 çемьере - 17 ача. Инвалид-ачасене тимлĕх уйăрса хăш-пĕр вĕренỹ учрежденийĕсенче пандуссем вырнаçтарнă. 2 ача-инвалид валли дистанци пĕлĕвĕ илме ятарлă оборудовани туяннă. Хальхи вăхăтра районта 14-30 çулсенчи 4538 çамрăк пурăнать (пĕтĕм халăхăн 21,1 проценчĕ), вăл шутра шкул ачисем 945 ача тата 1785 ĕçлекен çамрăк. Иртнĕ çул районта çул çитмен çамрăксен 7 ĕç бригади йĕркеленĕ, унта 437 çул çитмен çамрăк, вăл шутра 28 "йывăр çамрăк" хутшăннă. Ытти формăллă канăва тата сывлăха çирĕплетмелли ĕçе 1098 ачана явăçтарнă. Районта творчество енне туртăнакан çамрăксене хавхалантарас ĕç аталанса пырать. Чи пултаруллисем çулсерен Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илме тивĕç пулаççĕ. 2010 çулта районти 7 çамрăк Президент стипендиачĕсем пулса тăнă. Çулсерен районта тĕрлĕ енлĕ 50 ытла спорт мероприятийĕ иртет. "Ылтăн шайба", "Сăран мечĕк" тата ытти спорт ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Спорт шкулĕсен, кружоксен, секцисен йышĕ аталанса пырать, вĕсене шкул ачисен 15,2 проценчĕ çỹрет. Районта паянхи куна пурĕ 71 спорт сооруженийĕ, вăл шутра 22 стадион, 6 хоккей коробки, 19 спорт залĕ тата ытти те. Физкультурăпа тата спортпа туслă çынсем районта пурĕ 6 пин ытла, 1410 çын спорт секцийĕсене çỹрет тата ăмăртусене хутшăнать. 2008 çултанпа районта "Улăп" физкультурăпа сывлăх сиплев комплексĕ ĕçлет. Пысăк спорт залĕ, бассейн тата ытти залсем физкультурăпа тата спортпа туслашма пур майсене те параççĕ. 2010 çулта спорт комплексне пурĕ 98 пин çын, 2009 çулхипе танлаштарсан 24 пин çын ытларах çỹренĕ. Районта спорт инфраструктури çителĕклĕ аталаннă. Кашни çынна сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хавхалантарма тата массăллă спорта аталантарма малашне физкультурăпа сывлăх сиплев комплексĕпе тата спорт сооруженийĕсемпе туллин усă курмалла. Культура сферин 2010 çулхи ĕçне тишкерес пулсан пĕтĕмĕшле лайăх енсене палăртма пулать. Культура учрежденийĕсем право йĕркине пăсассине хирĕç профилактика мероприятийĕсем, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас енĕпе куллен ĕçлесе пыраççĕ. Ачасен тата çамрăксен пултарулăхне аталантарассипе сахал мар тимлеççĕ. Паянхи кун районта 24 клуб учрежденийĕ тата 24 библиотека ĕçлет. Культура объекчĕсене тытса тăма бюджетран 19 миллион та 300 пин тенкĕ кайнă. Иртнĕ çул районти клуб учрежденийĕсем пурĕ 5 пин ытла мероприяти ирттернĕ, вĕсене 200 пин çын ытла пырса курнă. Чылай мероприятие иртнĕ çул Аслă Çĕнтерĕве халалланă. Район территоринче 42 çарпа мемориал объекчĕ. 2010 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсене пурне те юсаса çĕнетнĕ. Энтепе ялĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕ Семен Андреевич Андреев ячĕпе асăну хăми вырнаçтарнă, Элекçей Тимеш ялĕнче çĕнĕ палăк лартнă, Çĕнĕ Пăва ялĕнчи обелиска тĕпрен юсанă. Районта культурăпа кану учрежденийĕсене çĕнетес ĕç малалла пырать. Çĕнетнĕ база клубĕсем _ Елчĕкри культурăпа кану центрĕ, Курнавăшри информаципе культура центрĕ, Патреккелти культура çурчĕ çĕнĕ технологисемпе усă курса халăхшăн тĕрлĕ енлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Çынсене ытларах вулама хавхалантарас, вулакансен культура шайне ỹстерес тĕллевпе "Районти библиотекăсене 2010 çулччен аталантармалли программа" ĕçленĕ. 2010 çулта библиотекăсене комплектовани валли 313 пин тенкĕ уйăрнă. 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне библиотека фончĕ 252 912 экземпляр шутланать. Районти библиотекăсем наци литературин чи лайăх тĕслĕхĕсене сарас, ачасен вулавне аталантарас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлеççĕ. Социаллă политика сферинчи тĕп задачăсенчен пĕри ветерансене, инвалидсемпе ачасене хỹтĕлесси пулса тăрать. Иртнĕ çул район администрацийĕ те, ял тăрăхĕсем те ветерансен пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕллевпе ĕçлесе пынă. 71 ветерана çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма е туянма пĕр хутчен тивĕçекен социаллă тỹлеве илме Свидетельствăсем панă. Çак пулăшупа тата 46 ветерана тивĕçтермелле, ку енĕпе малалла ĕçлесе пыратпăр. Район территоринче 2201 федераци тата 3360 регион льготникĕсем пурăнаççĕ. Вĕсем пурте уйăхсерен социаллă пулăшу илеççĕ. Патшалăх çемьесене уйăракан тепĕр тимлĕх вăл - ачаллă çемьесене пулăшасси. Уйăхсерен ача укçи илекенсем районта 1407 çын, пурĕ 2469 ачана пулăшу тивĕçет. Социаллă пулăшăвăн тепĕр тĕсĕ вăл - граждансене пурăнмалли çуртшăн тата коммуналлă пулăшусемшĕн субсидисемпе тивĕçтересси. Асăннă пулăшăва уйăхсерен 346 çемье илет. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕсем хăйсен çырăвĕсенче патшалăх влаçĕ тата муниципалитетсем умне виççĕмĕш тата ун хыççăн çуралакан ачасемшĕн строительство ĕçĕсем пурнăçлама е çурт-йĕр çавăрма 10 соткăран кая мар çĕр уйăрма задача лартнă. Çавна май район территоринче 9 çĕр участокĕ палăртнă, пĕтĕмпе 10 гектар çĕр уйăрнă, вĕсене регистрацилес ĕçе пуçăннă. Паянхи кун районта нумай ачаллă 309 çемье шутланать, вĕсенче - 967 ача çитĕнет. Çак çемьесем пурте район территоринче çурт-йĕр çавăрса пурăнсан эпир савăннă кăна пулăттăмăр, çакă районти демографи лару-тăрăвне те лайăхлатма май парĕ. Елчĕк районĕн 2010-мĕш çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ экономикăна малалла аталантарас, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас туртăм ỹсни çинчен калать. Çав вăхăтрах чылай ыйтăва татса парассипе 2011 çулта çине тăрса ĕçлеме тивĕ. Умри тĕп задачăсем: - кашни ял тăрăхĕн территоринче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хумалла, пур производствăра та çĕнĕ технологисем ĕçе кĕртмелле; - бюджета ытларах тупăш кĕртес тĕллевпе хуçине палăртман çĕр пайĕсене, çĕр лаптăкĕсемпе куçман пурлăх объекчĕсене документсем хатĕрлесе регистрацилес ĕçе вăйлатмалла; - апат-çимĕçпе тивĕçтерессин хăрушсăрлăхне тытса пыма хушма мерăсем йышăнмалла, ял хуçалăх секторне çут çанталăкăн йывăр условийĕсенче пулăшмалла; - хаксене ỹсме парас мар тĕллевпе эрнесерен социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсен мониторингне ирттермелле; - энергие перекетлес тата энерги эффективлăхне ỹстерес тĕллевпе витĕмлĕрех ĕçлемелле; - биотехнологипе усă курса çĕнĕ производство йĕркелеме,туса кăларакан продукцисен ассортиментне ỹстерме патшалăх пулăшса паракан кредитсемпе туллин усă курмалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, общественноçа, депутатсене 2011 çулта саккунлăх тата право йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе йăшăннă задачăсене пурнăçласси çине тимлĕх уйăрма ыйтатăп. Ку тĕлĕшпе право хуралĕн ĕçченĕсем çеç мар, паян кунта пуçтарăннă пĕтĕм актив яваплă. Пирĕн пурин те пĕр тĕллев - района малалла аталантарасси, районта пурăнакан кашни çынна тивĕçлĕ пурнăç условийĕ туса парасси. Эсир пур енлĕ пулăшасса, кирлĕ сĕнỹсем парасса, район паян тата ыран мĕнле пулассишĕн пурте пĕрле яваплăха туйса ĕçлессе шанса тăратăп. Кăçал пирĕн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерсе ямалла. Çавна май суйлавçăсемпе ытларах ĕçлемелле, халăха тунă ĕçсем çинчен тĕрлĕ формăпа усă курса паллаштармалла, вĕсене пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явма хутшăнтармалла. Çавăн пекех пирĕн пурин те Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Дмитрий Анатольевич Медведевăн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Президенчĕн Михаил Васильевич Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕсенче палăртнă тĕп задачăсене пурнăçлассипе çине тăрса ĕçлемелле. Юлашкинчен пĕтĕмлетсе çакна калатăп, пирĕн пурин те пĕр тĕллевпе - Елчĕк район халăхĕн пурнăç шайне тата пахалăхне лайăхлатассишĕн ĕçлемелле.