05 февраля 2011 г.
Елчĕк район команди залра футболла выляса Чăваш Республикинчи шкул ачисен спартакиадин программине кĕрекен ăмăртăвĕн финалне тухнă. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Канаш хулинче иртнĕ иккĕмĕш тапхăрти ăмăртура пирĕн районти шкул ачисем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Р.Григорьев тренер ертсе пыракан команда çăмăллăнах Комсомольскисене 14:4, Канашсене 10:3 шутсемпе çĕнтернĕ. Район чысне Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем хỹтĕленĕ. Çывăх вăхăтрах республикăри ăмăрту финалĕнче пирĕн район команди Шупашкар хулин, Йĕпреç, Çĕмĕрле районĕсен командисемпе вылять. Виççĕмĕш тапхăрти ăмăртура республика чемпионĕ паллă пулать. х х х Республикăри шкул ачисен спартакиадин программине кĕрекен хоккей ăмăртăвĕн çурма финалĕнче те Елчĕк район команди ăнăçлă вылянă. Вăтам ушкăнри (1998 - 1999 çулсенче çуралнă ачасем) пирĕн хоккеистсем Патăрьел районĕнчи тантăшĕсене 7:1 шутпа çĕнтернĕ, çапла майпа республикăри финала тухнă. Район командишĕн унта Елчĕк шкулĕнчен 6 вĕренекен, Аслă Елчĕк шкулĕнчен - 5, Патреккел шкулĕнчен 1 хоккеист вылянă.