Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп çывхарать

05 февраля 2011 г.

 Телевидени-радио хыпарĕсенчен эпир пирĕн республикăра та грипп чирĕ анлă сарăлнине кашни кунах илтетпĕр. Чăннипех те хăрушă çак чир. Хальлĕхе пирĕн тăрăхра грипп диагнозĕ лартнă тĕслĕхсем çук-ха. Çапах та вирус инфекцийĕсемпе (ОРВИ) чирлекенсем юлашки кунсенче уйрăмах йышланчĕç. Мĕнле чир-ха грипп? Вăл - хăвăрт пуçланакан инфекци. Чир сарăлни çынсем пĕр-пĕринпе хутшăннипе, шăнса пăсăлнипе çыхăннă. Грипп тăрук пуçланать. Пĕр кĕтмен çĕртен çын хăйне япăх туйма пуçлать, вăй-хал чакать, шăнтать, пуç, мышцăсем, сыпăсем ыратаççĕ, ỹт температури 38-40 градуса çитет. Унтан типĕ ỹслĕк пуçланать, сунаслаттарать, пыр ыратать, куççуль юхать. Аслă ăрури çынсемшĕн, иммунитет вăйсăрланнисемшĕн, час-часах чирлесе тăракансемшĕн вăл уйрăмах сиенлĕ. Пĕчĕк ачасемшĕн грипăн кирек хăш вирусĕ те çĕнĕ. Çавăнпа та вĕсем ăна йывăррăн чăтса ирттереççĕ тата вĕсен чылай хушă сипленме тивет. Грипăн малтанхи паллисем палăрсанах медицина пулăшăвĕ ыйтмалла, килти режима, санитарипе гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла, пỹлĕме уçăлтарсах тăмалла. Апат рационĕнче С витаминпа пуян пахча çимĕç пулмалла. Грипп, ОРВИ сарăлнă вăхăтра кашнин хăйне май килнĕ таран упрама тăрăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика