05 февраля 2011 г.
Эрех час-часах ĕçекен çынсен гипертони, чĕрен ишеми чирĕсем (миокард инфаркчĕ тата ытти те), эрех-сăра пачах та ĕçмен çынсемпе танлаштарсан, ытларах тĕл пулаççĕ. Уйрăмах çамрăклах ĕçке ярăннă çынсене сăнаса пăхнин кăтартăвĕсем хăратаççĕ. Çакна палăртнă: пуç мимипе чĕрери юн тымарĕсен атеросклерозĕ вĕсен 25-30 çулта чухнех аталанма тытăнать. Çакăн пирки шухăша каятăн та чуна ырă мар туйăмсем хупласа илеççĕ, алкоголиксем хăйсен пурнăçне хăйсемех татаççĕ-çке. Вăраха кайнă алкоголизмпа аптăракансем, хăйсемпе пĕр çулхи эрех-сăра ĕçмен çынсемпе танлаштарсан, вăтамран 15 çул сахалтарах пурăнаççĕ. Алкоголиксен вĕтĕ юн тымарĕсен стенкисем хулăнлансах пынине палăртнă, вĕсем тавра вара çыхăнтаракан ỹт ỹссе пырать. Юн тымарĕсен стенкисем йĕркеллĕ виçерен тухни органсемпе ỹтре микроциркуляци пăсăласси, вĕсене кислород çителĕксĕр парса тăрасси патне илсе çитерет. Тканьсем кислород çитменнипе аптăраççĕ, органи-змра атрофи процесĕсем пуçланаççĕ, çын ытла ир ватăлать. Çак улшăнусем чи малтан чĕрери вак юн тымарĕсенче пулса иртеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ тухтăрсем хушшинче "юн тымарĕсем çын сывлăхне тĕкĕр çинчи пек кăтартаççĕ" текен сăмах çỹрет. Алкоголизм танатине кĕрсе ỹкнĕ çынсем чи малтанах чĕрепе юн тымарĕсен ĕçĕ пăсăлнă пирки чирлесе вилеççĕ. Эрех ĕçсе иртĕхекенсем хушшинче артери гипертонийĕпе аптăракансем 3-4 хут нумайрах. Алкоголь чĕре мышцине тỹрремĕнех сиенлесе тăнă чухне организмри япаласен ылмашăвĕ пăсăлать, ферментсен активлăхĕ чакать, юлашкинчен АТФ (аденозинтрифосфор кислоти) пуласси йĕркерен тухать. Ку пулăма, ĕненме лайăх пултăр тесе, автомобиль ĕçлекен двигательне çунтармалли-сĕрмелли материалсемсĕр ĕçлеттерме хăтланнипе танлаштарма пулать. Алкоголь чĕрен юн çỹретекен аппаратне те йĕркерен кăларать. Клиникăсенче сăнанипе чĕр чунсене тĕпчесе пăхнин кăтартăвĕсем те пĕр пекех пулнă. Кашни кунах этанол (алкоголь) панă йытăсен чĕре анинче юн çỹресси йĕркерен тухни палăрнă. Çавна пула йытăсен 15 проценчĕ сасартăк вилсе выртнă. Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, эрехе çулталăк тăршшĕпех сахал мар кăна ĕçсе пурăнсан та чĕре мышцинче тарăн улшăнусем пулаççĕ. Çавна май чĕре мышцисем хĕсĕнсе сарăласси япăхланать. Урăхла каласан, чĕре хăйĕн тĕп ĕçне - юна организмра тикĕс çỹретессине пурнăçлама пултараймасть.