Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Андриян Николаевăн çĕнĕ палăкĕ çĕкленĕ

05 февраля 2011 г.

Андриян Николаевăн çĕнĕ палăкĕ çĕкленĕ Раççей космонавтикин çулталăкĕнче республикăн тĕп хулинче пирĕн ентешĕн, СССР космонавт летчикĕн, легендăна кĕнĕ Андриян Николаевăн тата тепĕр палăкне лартма палăртаççĕ. Çак шухăша Правительство çуртĕнчи тĕл пулура Михаил Игнатьев Президент тата Чăваш Республикинчи вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕсен (пенсионерсен) общество организацийĕн председателĕ Алексей Скворцов сỹтсе явнă. Алексей Васильевич Смоленскра часах Андриян Николаевăн гранит палăкне вырнаçтарасси çинчен каласа панă, хăйĕн скульптура композицийĕн проекчĕпе паллаштарнă. Ăна вăл Шупашкарта Калинин тата Николаев урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта лартма сĕннĕ. Авторсен шухăшĕпе монумента 2012 çулта уçмалла. Республика пуçлăхĕ мĕн пур ĕçе 2011 çулта вĕçлеме сĕннĕ. "Çĕр-шыв Юрий Гагарин космоса вĕçнĕренпе 50 çул çитнине паллă тунă, уçлăха парăнтарнисене чысланă çулта пирĕн хамăрăн паттăра, ентеше Андриян Григорьевич Николаева тивĕçлипе хисеплесе сума сумалла. Проекта тепĕр хут тимлĕн тишкермелле, хак памалла, шухăшланине пурнăçа кĕртмелле", - тенĕ Михаил Игнатьев. Скульптура композицийĕн тулли хакĕ - 8 млн тенкĕ. Палăка "халăх укçипе" тума палăртаççĕ - хăйсен ирĕкĕпе укçа уйăракан предприятисен, çынсен шучĕпе. Республика пуçлăхĕ çак проекта пурнăçламашкăн пулăшма хатĕр пулнине, тăкаксен пĕр пайне республика бюджечĕ хăй çине илессе пĕлтернĕ. Укçа-тенке Чăваш Республикин ветерансен канашĕ пухĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика