Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци проекчĕ пулăшу кỹрет

05 февраля 2011 г.

 2006 çулта ĕçе кĕнĕ "АПК аталанăвĕ" тĕллевлĕ наци проекчĕпе килĕшỹллĕн ĕçлесе пыни производствăри инвестици калăпăшне ỹстерессинче тата ял хуçалăхĕнче çитĕнỹ тăвассинче нумай пулăшу кỹрет. Çакна кăтартусем те çирĕплетсе параççĕ. Наци проекчĕпе ĕçлеме тытăннăранпа районĕпе илсен аш-какай туса илесси 6 процент, сĕт туса илесси 40 процент ỹснĕ, пĕр ĕнерен сĕт сăвасси 3090 килограмран 5214 килограма çитнĕ. Мăйракаллă шултăра выльăхсем ỹт хушасси 514 грамран 658 грама, сыснасем ỹт хушасси 329 грамран 436 грама çити ỹснĕ. Çак тапхăрта выльăхсен хисепĕ те ỹснĕ, мĕн пур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултăра выльăхсем 6 процент, сыснасем 15 процент ытларах шутланнă. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăракан инвестици кредичĕсемпе усă курса акционерсен "Прогресс" хупă обществинчи, "Победа", "Яманчурино" ОООсенчи, "Комбайн", "Рассвет", "Сатурн", "Свобода" ЯХПКсенчи 15 фермăра реконструкци, модернизаци ĕçĕсене пурнăçланă. Пурĕ 7 фермăра (акционерсен "Прогресс" хупă обществинче, "Победа", "Яманчурино" ОООсенче, "Сатурн", "Рассвет", "Комбайн" ЯХПКсенче) выльăх апачĕ валеçессине хальхи йышши миксер-кормораздатчиксемпе усă курса йĕркеленĕ.14 фермăра комбикорм тăвакан агрегатсем, çĕнĕ йышши оборудованисем - навус кăларакан техника, çĕнĕ холодильниксем туяннă, ĕнесене çуллахи вăхăтра сумалли ятарлă площадкăсем тунă, вĕсене сĕт пăрăхĕсемпе çыхăнтарнă. Инвестици кредичĕпе иртнĕ çулсенче уйрăмах акционерсен "Прогресс" хупă обществинче тата "Победа" ОООра анлăн усă курнă. "Прогресра" сысна фермисене реконструкцилессипе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ - Данире туса кăларнă оборудованисен пысăк комплексне вырнаçтарнă пулсан, "Победа" ОООра сăвакан зал хута кайнă. Инвестиципе усă курасси малашне тата ытларах пулса пымалла, çак тĕллевпе ĕçлемелле те. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх предприятийĕсен пуласлăхĕ, малашлăхĕ - çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе пынинче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика