05 февраля 2011 г.
Сиссе те юлаймăпăр, часах вун пĕрмĕшсем вăтам шкул алăкĕсене хупса аслă та анлă çул çине тухĕç. Хальлĕхе вара вĕсем мĕнле предметпа Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытассине шутлаççĕ (пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен), ăçта вĕренме кайсан çĕр-шывшăн усăллă çын пулассине пуç ватаççĕ. Юлашки çулсенче республикăри аслă вĕренỹ заведенийĕсен преподавателĕсем ялсене тухса çỹресе шкул ачисене хăйсен вĕрентỹ ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарса професси суйласа илме пулăшасси ырă йăлана кĕчĕ. Çак кунсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тата Чăваш ял хуçалăх академийĕн сумлă ĕçченĕсем Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче районти выпускниксемпе тĕл пулчĕç. Мĕн пытармалли, Шупашкарти 22 вĕренỹ учрежденийĕнчен Елчĕксем ытларах маларах асăннă аслă шкулсене суйласа илеççĕ. Районти шкулсенчи 193 учитель шăпах педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра унта 145, ял хуçалăх академинче 155 студент вĕренет. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый уçрĕ. Унтан педуниверситетăн проректорĕ, аслă шкула профильпе вĕренме хатĕрлес енĕпе ĕçлекен руководителĕ, истори наукисен докторĕ В.Тимофеев иртнĕ çул 80 çул тултарнă педуниверситет çинчен чарăнса тăчĕ. Çак аслă шкултах мĕн виличчен тăрăшнă ентешĕмĕрĕн Геннадий Никандрович Волковăн чĕри тапма чарăнни 40 кун çитнине асăнса пурте ура çинче шăп тăчĕç. Тĕл пулура икĕ аслă шкулăн тĕрлĕ факультечĕсен деканĕсен çумĕсем, кафедра заведующийĕсем сăмах илчĕç, паянхи вĕренекенсене хăйсен студенчĕсем пулма йыхравларĕç, вĕренме кĕмелли условисемпе тĕплĕн паллаштарса килĕшекен професси суйласа илме сĕнчĕç. Сăмах май каласан, пирĕн районта математика, вырăс чĕлхипе литература тата ют чĕлхе вĕрентекенĕсем çитмеççĕ. Студент пурнăçĕ ытарлă та асамлине, тĕп специальноç илнипе пĕрлех тĕрлĕ кружоксенче тавра курăма ỹстерме май пулнине çирĕплетсе педуниверситетăн технологипе экономика, ял хуçалăх академийĕн экономика факультечĕсенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Сăн ỹкерчĕкре: педуниверситетăн технологипе экономика факультечĕн деканĕн çумĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, пирĕн ентеш Алина Александровна Ефимова (варринче) Елчĕк районĕнчен тухнă студентсемпе.