02 февраля 2011 г.
"Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн кубокĕшĕн пыракан, шкул ачисен XIII Спартакиадин зачетне кĕрекен кире пуканĕ йăтакансен республикăри финалĕ иртнĕ. Кире пуканĕ йăтасси республикăра паллă вырăн йышăнать. Вăл вăйлă çынсене хăйĕн патне илĕртет. Республикăри финала зонăсенче малти 3 вырăна йышăннă командăсем хутшăннă. Вĕсен йышĕнче - Елчĕксем, Канашсем, Йĕпреçсем, Патăрьелсем, Етĕрнесем, Куславккасем, Комсомольскисем, Çĕрпỹсем , Çĕмĕрлесем, Вăрнарсемпе Тăвайсем. Финалти ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, Чăваш Республикин кире пуканĕ спорчĕн федераци президенчĕ Ю.Карпов, "Ачасен хушма вĕренĕвĕн "ЮНИТЭКС" центрĕ" АУн спорт пайĕн заведующийĕ В.Гурьянова, спорт мастерĕсем Б.Глинкин, И.Смоленцев, А.Павлов тата ыттисем саламланă. Елчĕксем хăйсен çитĕнĕвĕпе савăнтарнă. Хăйсен виçисенче Александр Павлов, Андрей Николаев - пĕрремĕш, Александр Павлов, Владислав Иванов - иккĕмĕш, Николай Николаев, Виктор Семенов, Сергей Константинов - виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. 58 тата 68 килограмлă виçесенче вăй виçнĕ Н.Николаевпа А.Павлов çитĕннисен I спорт разрячĕн нормативне тултарнă. 108 балл пуçтарса пирĕн район команди 5-мĕш хут куçса çỹрекен кубока çĕнсе илчĕ. Вăл ĕмĕрлĕхе Елчĕксен аллинче юлĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Патăрьелсемпе Куславккасем.