02 февраля 2011 г.
Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри XXIX "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2011" ăмăртăва хатĕрленме пуçланă. Кăçал вăл нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртет. Ăмăртусене паллă спортсменсемпе ветерансем, спорта юратакансем çулсерен хутшăнаççĕ. Çак кун Елчĕкри "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнчи ипподромра йĕлтĕр йĕрĕ çине район администрацийĕн пайĕсен, ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен, предприятисен, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп, вăтам шкулсенче ĕçлекенсен, тĕп тата вăтам шкулсенче вĕренекенсен командисем тăраççĕ. Вĕсем эстафетăра хăйсен вăйне тĕрĕслеççĕ.