02 февраля 2011 г.
![Кĕçĕн Пăларан пуçласа Атăл таран Кĕçĕн Пăларан пуçласа Атăл таран](../Home/594//foto/saxarov.gif)
Шăмат кун каçхине Тăрăмри культура çуртне халăх нихçанхинчен йышлă пуçтарăнчĕ. Анат Тимеш ялĕнче пурăнакан Тăрăмри культура çуртĕнчи художество пултарулăх ертỹçин Вячеслав Захаровăн "Кĕçĕн Пăла кĕввисем" юрă кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Кукаç Славккин иккĕмĕш кĕнеки вăл. Поэт, композитор , юрăç район шайĕнче иртекен мероприятисене яланах хастар хутшăнать. Хăй те юрлать, ыттисене те юрă-кĕвĕ ытамне илме тăрăшать. Пултарулăх каçне Тăрăмри культура çурчĕ çумĕнчи хор уçрĕ. Ăна В.Захаров ертсе пырать. Кăçал çĕр-шывра Космонавтика çулталăкĕ пулнă май хор касмонавтсене халалланă юрра илемлĕн шăрантарчĕ. Вячеслав Германович хăйĕн сăввисене кĕвве хывать тени çĕнĕлĕх мар. Çав вăхăтрах ытти авторсен илемлĕ сăввисемпе те юрă кĕвĕлет. Н.Малышкинăн "Янра, хут купăс", "Телейлĕ пул" сăввисемпе кĕвĕленĕ юрра авторсем чуна пырса тивмелле шăрантарчĕç. Хисеплĕ ĕçтешне саламласа Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ертỹçи В.Портнова, районти клуб работникĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ В.Вастулова, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Александров ăшшăн саламласа малашнехи пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунчĕç. Уявра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн О.Викторовăн пулăшуçи А.Воробьев ентешĕмĕр ячĕпе салам сăмахĕсем каласа В.Захарова асăнмалăх парне парса чысларĕ. Вячеслав тĕрлĕ професси çыннисен ĕç-хĕлĕ çинчен те сăвăсем шăрçалать, юрă хывать. Районти пушар чаçĕнче ĕçлекенсем те юрăçăн ăсталăхне пысăка хурса хаклаççĕ. Вĕсем те ăна саламлама килнĕ. Иртнĕ çулсенче ырă йăла пурччĕ районта: кашни професси çыннисем хăйсен уявĕнче халăх умĕнче пултарулăхне кăтартатчĕç. Пушар сỹнтерекенсем те ыттисенчен кая юлман, юрă-ташăпа халăх умне тухнă. Анчах купăсçăсăр епле-ха? Вара вĕсем баян тỹмисене куç хупса вылянтаракан Вячеслав Захарова хăйсене юрлама вĕрентме чĕннĕ. Хирĕçлемен хăйĕн ĕçĕнчи чăн ăста. Çапла вара районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе хамăр тăрăхра çеç мар, кỹршĕ районти ĕçтешĕсене те тĕлĕнтернĕ. Кунта купăсçăн тỹпи пысăк пулнине палăртрĕç пушар хуралĕн ĕçченĕсем. В.Захаров уявне Патреккелсем те çитнĕ. Районти чи пысăк та паллă хор коллективне ертсе пыракан Геннадий Борисов кĕçĕн ĕçтешне саламланă май ун пек юрă кĕнеки кăларакан пултаруллă çынсем районта сахаллине палăртрĕ. Хăйĕн республикăра кăна мар, ун тулашне те анлă сарăлнă "Аса илỹ" юррине шăрантарнă хыççăн залри халăх тăвăллăн алă çупрĕ. Унтан Г.Борисов ертсе пынипе К.Енейкина "Анне пĕçернĕ çăкăр" юрра çепĕççĕн янăратрĕ. Кăмăла каякан юрăсем нумай шăранчĕç пултарулăх каçĕнче. Тăрăм шкулĕн вĕрентекенĕсем, шкул ачисем ĕçтешĕн, учителĕн юррисене пуçласа халăх умне кăларчĕç. Ăшшăн йышăнчĕç вĕсене залра ларакансем. Çакна палăртма кăмăллă: юлашки çулсенче ял тăрăхĕнче йĕркеленĕ фольклор ушкăнĕсем районта та палăрма пуçларĕç. Кунта Вячеслав Германовичăн тỹпи пысăкки каламасăрах паллă. Чăваш тумĕсене улăштарса кăна тăраççĕ юрра-ташша кăмăллакан ял хĕрарăмĕсем. "Шанчăк" ушкăна çỹрекенсем йышĕнче тĕрлĕ професси çыннисем пулни савăнтарать. Уяв сцени çине инçетрен килнĕ хăнасем тухсан куракансем тăвăллăн алă çупни илтĕнсе тăчĕ. Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнчи "Çăлтăр" фольклор ушкăнне Вячеславăн ывăлĕ Леонид ертсе пырать. Çамрăк руководителĕн ашшĕн савăнăçлă уявне вĕсем тулли кăмăлпа çитнĕ. В.Захаровăн, Шупашкар енчи хăна юррисене çепĕççĕн юрларĕç Чăрăшкассисемпе Çатракассисем. Унтан юрă ăстине кучченеçсемпе чысларĕç. Кукаç Славккин юррисем Кĕçĕн Пăларан Атăл таран çитни ял çыннисене те чыс кỹчĕ. Кĕçĕн Пăла кĕввисем чылайччен инçете саланчĕç çак каç. Елчĕкре пурăнакан А.Сорокин, хуçалăха чылай çул ертсе пынă В.Кириллов, пĕрле вĕреннĕ Л.Тимофеева библиотекарь тата ыттисем В.Захаровăн пултарулăхĕ иксĕлми пулнине палăртрĕç.
Сăн ỹкерчĕкре: ашшĕпе ывăлĕ купăс тăсса ярсан...