Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçĕнче хĕрĕх çула яхăн

02 февраля 2011 г.

Кавал ялĕнче çуралса ỹснĕ ĕçтешĕмĕрпе - Валерий Димитриевич Теллинпа мухтанмалăх, савăнмалăх пурах пирĕн. Культурăра ĕçлеме ятарлă пĕлỹ илмен пулин те вăл хăй ĕçĕнче чăн ăста, 40 çула яхăн пĕр вырăнта тăрăшса чыс-хисепе пархатарлă ĕçпе çĕнсе илнĕ. Ялта Валерий Димитриевича ватти-вĕтти пурте хисеплеççĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн йĕкĕт ятарлă пĕлỹ илсе çыхăну ĕçĕнче - Елчĕкре монтерта вăй хурса пурнăç урапине майĕпен кустарма пуçланă. 1973 çултан пуçласа паянхи кунччен культработникăн тилхепине алăран вĕçертмен. Малтанах Кивĕ Эйпеçри клубра заведующи, пĕр вăхăтрах кино кăтартакан пулса тăрăшнă. 1974 çулта Елчĕкри КБОн Кивĕ Эйпеçри филиалĕнче çĕвĕçре тăрăшакан Тип Тимеш хĕрĕпе - Таисия Алексеевна Павловăпа пĕрлешнĕ. Çапла вара çамрăк мăшăр пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе, юратса пурăнма пуçланă, арăмĕ упăшкине кино кăтартас ĕçре пулăшса пынă. Кăшт вăхăт иртсен Теллинсем тăван ялти - Кавалти клубра ĕçлеме пуçлаççĕ, ял çыннисем валли кану каçĕсем, концертсемпе спектакльсем хатĕрлеççĕ, пĕр вăхăтрах кино та кăтартаççĕ. Çамрăкпа çамрăкла, ватăпа ватăлла пулма пĕлни, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарни В.Теллина ĕç ăнăçулăхне ỹстерме пулăшса пынă. Спонсорсем пулăшнипе ялти культура çурчĕ валли музыка инструменчĕсем туянма пултарнăран мероприятисене лайăхрах йĕркелеме май килнĕ. Культурăра ĕçлеме пĕрре те çăмăл мар. Ăш пиллĕ, тараватлă, ырă кăмăллă çын çеç ялти культура вучахне чĕртме пултарать. В.Д.Теллинра вара шăпах çак паха енсем пурте пур. Юрлама, ташлама, шỹтлеме ăста вăл. Валерий Димитриевич юрлассипе тепĕр артистран та ирттерет. Спектакльсенче тĕп рольсене те вăлах вылять. В.Теллин сăвăсем те çырать. Аллисем ылтăн пулнипе те палăрса тăрать Валерий Димитриевич. Мĕн кăна ăсталама пĕлмест вăл. Йывăçран касса, эрешлесе ăсталанă шкатулкăсем, ывăссем вуншар хатĕрленĕ. Кил-çуртра усă курмалли хатĕрсене лавккана кайса илме кирлех мар, вĕсене маçтăр хăй аллипе часах туса хурать. Вуншар ачана хăваран тĕрлĕ япаласем çыхма вĕрентнĕ маçтăр, хăй вăхăтĕнче кружок та ертсе пынă. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи культработниксем В.Д.Теллин вĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине çирĕплетеççĕ. 4 теçетке çула яхăн культурăра ĕçленĕ çынна патшалăх пысăка хурса хакланă. 2002 çулта ăна "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă. Хисеп грамотисемпе дипломсем те йышлă. Валерий Димитриевич икĕ хĕрĕпе ывăлĕ, савнă мăшăрĕ, тăватă мăнукĕ, кинĕ пурнăçа кирлĕ пек пурăнса ирттерме хавхалантарса пынăран шутсăр кăмăллă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика