02 февраля 2011 г.
![Пĕрлехи служба уçăлнă Пĕрлехи служба уçăлнă](../Home/594//foto/posar.gif)
Районти пушар чаçĕн никĕсĕ çинче пĕрлехи дежурнăйпа диспетчер служби ĕçлеме пуçланă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе туса хунă. Малашне районта кирек мĕнле инкек е пăтăрмах, кĕтменлĕх сиксе тухсассăн çийĕнчех çак службăна пĕлтермелле. Унта шăнкăравламалли телефон номерĕсем: 01, 2-50-01 тата карас (сотовой) телефон 112. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те унта ятарлă çын ларать. Унччен ытларах 01 номерпе пушар сиксе тухсан шăнкăравланă пулсан, халĕ ку службăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Урамсене юртан тасатман, пỹрт тăрринчен пăр ỹксе çынна амантнă, е кỹршĕн юн пусăмĕ ỹссе кайнă... мĕн кăна сиксе тухмасть кулленхи пурнăçра. Инкеке лекнĕ çынна пулăшассинчен аякка пăрăнар мар. Служба ĕçченĕсем пĕрремĕш кунхине ирех çула юр хỹсе кайнине пула Хăвăлçырмана çỹрекен автобус путса ларнине пĕлтерекен хыпар илнĕ. Диспетчер кун пирки тỹрех кирлĕ органсене пĕлтернĕ. Яваплă службăсен вара йĕркесĕрлĕхе çийĕнчех пĕтерме васкамалла. Службăра пилĕк çын ĕçлет: Н.Егоркина, Н.Скворцова, Н.Агеев, А.Андреев дежурнăйсем тата В.Михайлов аслă дежурнăй. Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин пĕрлехи дежурнăйпа диспетчер службинче пулнă. Вăл çĕнĕ служба работникĕсене ĕçре ăнăçусем суннă, сĕнỹсем панă. С
ăн ỹкерчĕкре: служба ĕçе пуçăнчĕ.