Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

02 февраля 2011 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çул пурĕ 16342 центнер, виçĕм çулхинчен 5 процент ытларах аш-какай туса илнĕ пулин те ăна 12 процент сахалрах сутнă. Выльăхсене ỹстерсе сутасси мĕншĕн чакнине пурте ăнланма тивĕçлĕ: çакă выльăхсен хисепне кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне çулталăк каяллахинчен пĕчĕклетмен ял хуçалăх предприятийĕсене мĕн чухлĕ нухрат тивĕçнипе çыхăннă. Аш-какай туса илессипе кăтартуллă ĕçлеме пултарнă ял хуçалăх предприятийĕсене уйрăммăн палăртни те вырăнлă. Виçĕм çулхипе танлаштарсан, отчетлă тапхăрта "Рассвет" ЯХПКра 23 процент, "Комбайн" ЯХПКра -18, "Колос" ЯХПКра -13, акционерсен "Прогресс" хупă обществинче - 7, "Труд" ЯХПКра 6 процент ытларах аш-какай туса илнĕ. "Победа" ОООра мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 775 грамм, районĕпе илсен те чи нумай ỹт хушнă. Акционерсен "Прогресс" обществинчи çак кăтарту 773 грампа, "Комбайн" ЯХПКра 721 грампа танлашнă. Сыснасене ỹт хуштарассипе "Рассвет" ЯХПК малти вырăнта, унăн кăтартăвĕ - 650 грамм. Акционерсен "Прогресс" хупă обществинче - 579 грамм, "Комбайн" ЯХПКра - 467 грамм. 1 пуç мăйракаллă шултăра выльăх пуçне районĕпе 130 килограмм аш-какай туса илнĕ пулсан, акционерсен "Сатурн", "Рассвет" ЯХПКсенче, "Эмметево" ОООра, "Комбайн", "Колос" ЯХПКсенче тата "Победа" ОООра ĕне выльăхсем 156 - 141килограмм таран ỹссе çитĕннĕ. 1 сысна пуçне районĕпе 77 килограмм сысна ашĕ туса илнĕ. Çав вăхăтрах "Рассвет" ЯХПКра çак кăтарту 120 килогрампа танлашнă. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илесси чи пысăкки акционерсен "Прогресс" обществинче - 152, "Комбайн" ЯХПКра - 134, "Рассвет" ЯХПКра 95 центнер. Районăн вăтам кăтартăвĕ - 41 центнер. Çав вăхăтрах "Аранчеево" ОООра, К. Маркс ячĕллĕ, Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенче, "Арланово" ОООра 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илесси 2 - 16 центнертан та иртмен. Районĕпе 126699 центнер сĕт туса илнĕ, ку вăл виçĕм çулхипе танлаштарсан 4 процент ытларах. Сĕт туса илессине "Бикулов" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 2,5 хут, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра - 54, "Победа" ОООра -17, "Комбайн" ЯХПКра 14 процент ỹстернĕ. Çуллахи шăрăх çанталăка пăхмасăр районĕпе пĕр ĕнерен сĕт сăвассине 5186 килограма (виçĕм çулхинчен 200 килограмм ытларах) çитернĕ. Чи пысăк сăвăм "Комбайн" ЯХПКра - 7074 килограмм. "Яманчурино" ОООра, акционерсен "Прогресс" обществинче 6000 килограмм урлă каçарнă. Ленин ячĕллĕ ЯХПКра отчетлă тапхăрта пĕр ĕнерен сĕт сăвассине 1883 килограмм, "Аранчеево" ОООра 1154 килограмм ỹстернĕ. 100 гектар çĕр пуçне районĕпе 334 центнер, "Комбайн" ЯХПКра районăн вăтам кăтартăвĕнчен виçĕ хут ытларах -1138 центнер сĕт туса илнĕ, "Победа" ОООра - 819, "Сатурн" ЯХПКра - 811, акционерсен "Прогресс" обществинче 685 центнер. К.Маркс ячĕллĕ ЯХПКра, "Аранчеево", "Родник" ОООсенче, Ленин ячĕллĕ, "Знамя" ЯХПКсенче, "Арланово" ОООра çак кăтарту пĕчĕк - 108-200 центнер анчах. Асăннă хуçалăхсенче выльăхсен хисепĕ, вĕсен продуктивлăхĕ те пĕчĕк. 100 гектар çĕр пуçне выльăхсен хисепĕ чи пысăкки - "Комбайн" ЯХПКра - 68 пуç условнăй выльăх. Акционерсен "Прогресс" хупă обществинче - 59, "Свобода" ЯХПКра - 49, "Рассвет" ЯХПКра 43 пуç. Çав вăхăтрах вĕсен хисепĕ "Аранчеево" ОООра, "Знамя" ЯХПКра, "Арланово" ОООра 7 -12 пуç условнăй выльăх анчах шутланать. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултăра выльăхсем пурĕ 7655 пуç, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 466 пуç е 6 процент ытларах шутланать. Мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепĕ, "Кушкă" ЯХПКсăр пуçне, пур хуçалăхра та ỹснĕ. "Аранчеево" ОООра, тĕслĕхрен, вĕсем пĕлтĕрхинчен 2 хут ытларах, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра 35 процент, "Колос" ЯХПКра - 21, "Рассвет" ЯХПКра 16 процент ытларах пулнă. Хальхи вăхăтра районĕпе 2528 пуç, иртнĕ çулхинчен 135 пуç е 6 процент ытларах ĕне шутланать. Ĕнесен хисепне пур хуçалăхра та сыхласа хăварнă, "Аранчеево" ОООра - 28, "Эмметево" ОООра - 20, "Победа" ОООпа "Комбайн" ЯХПКра 10-шар ĕне ỹстерме те май тупнă. Районĕпе 9821 пуç, иртнĕ çулхинчен 694 пуç е 8 процент ытларах сысна шутланать. Вĕсен хисепĕ те пур хуçалăхра та ỹснĕ. Аш-какай,сĕт туса илесси пăру, çура илессипе тачă çыхăннă. Иртнĕ çул вара районĕпе пăру илесси 8 процент ỹснĕ. 100 ĕне пуçне 92 (виçĕм çул - 84) пăру илнĕ. 100 ĕне пуçне 31 пушмак пăруланă. К.Маркс ячĕллĕ ЯХПКра, "Урожай" ОООра, "Кушкă" ЯХПКра 100 ĕне пуçне 75 - 72 пăру анчах илнĕ. Пĕтĕмпе 10867, виçĕм çулхинчен 844 çура каярах илнĕ. Çуллахи шăрăх çанталăк условийĕсене пăхмасăр выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илсе сутнинчен пырса кĕрекен укçа-тенкĕ, виçĕм çулхипе танлаштарсан, ытларах пулмалла. Мĕншĕн тесен сĕт туса илесси, унăн сутлăх хакĕ те çав вăхăтринчен ỹснĕ. Производство кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкерсе хак панă хыççăн çакна тата уçăмлăн палăртма пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика