Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк тухăç никĕсĕ - паха вăрлăхра

02 февраля 2011 г.

Акана тухас вăхăт çывхарса пынă май çĕр ĕçченĕсен умĕнчи хальхи вăхăтри чи çивĕч ыйту вăл - кирлĕ таран акма юрăхлă вăрлăх хатĕрлесе хăварасси. Иртнĕ çулхи типĕ те шăрăх çанталăкра тыр-пул вăйсăр çитĕннине пула унăн шăтаслăхĕ япăх, ỹсес вăйĕ пĕчĕк пуласси паллă ĕнтĕ. Çакна шута илсе черетлĕ ака валли вăрлăх хатĕрлессипе нихăçанхинчен те ытларах тимлĕх уйăрма кирлĕ. Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн çур акинче акса хăварма районĕпе пурĕ 37380 центнер вăрлăх кирлĕ. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хатĕрленĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене "Россельхозцентрăн" районти уйрăмĕнче пĕтĕмпе 38116 центнер тĕрĕсленĕ, 25580 центнерĕ (67 проценчĕ) кондицие ларнă, 12536 центнерĕ ( 33 проценчĕ) таса мар, çум курăк вăрлăхĕсем пулнипе кондицие тивĕçмен. Акционерсен "Прогресс" обществинче, "АСК-Яльчики", "Эмметево", "Родник" агрофирма", "Яманчурино", "Клевер", "Урожай", "Арланово" ОООсенче, "Свобода", "Колос", "Сатурн", "Рассвет", "Марс", "Комбайн" ЯХПКсенче паха вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ. Анчах "Труд", "Звезда", "Знамя", "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕсем, "Чернов", "Галкин", "Падуев", "Князев" хресчен фермер хуçалăхĕсем пирки çакна калаймăн. Вĕсем инспекцие тĕрĕслеме илсе килнĕ пĕр пĕрчĕ вăрлăх та кондицие тивĕçмен. "Звезда" ООО инспекцие вăрлăха тĕрĕслеме илсе те килмен. "Аранчеево" агрофирма" ООО çакна кăçал пĕтĕм вăрлăха çĕнетме шут тытнипе сăлтавлать. В.Смирнов директор палăртнă тăрăх çитес кунсенчех ял хуçалăх предприятийĕ тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене кỹрсе килессипе ĕçлеме тытăнмалла. "Аранчеево" ООО пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем туяннă чухне федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăракан субсидипе усă курать. Тыр-пул тухăçне ỹстерес тесен çĕнĕ сортсене ĕçе кĕртмелле, пысăк репродукциллĕ вăрлăхсемпе усă курмалла. Шел пулин те, хальлĕхе районĕпе супер элита, элита вăрлăхсем пурĕ те 6 процент анчах. Хальхи вăхăтра районти 12 ял хуçалăх предприятийĕ республикăри апат-çимĕç фончĕ урлă çĕнĕ вăрлăхсем (пурĕ 395 тонна) туянас тĕлĕшпе килĕшỹсем тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика