Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

29 января 2011 г.

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем пуçланчĕç. Пĕрремĕш пуху "Знамя" хуçалăхра иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Александров хутшăннă. Ял хуçалăх предприятийĕ 2010 çула мĕнле кăтартусемпе вĕçлени çинчен хуçалăх ертỹçи Н.Павлов каласа кăтартнă. Кунта усă куракан çĕр лаптăкĕ пурĕ 607 гектар шутланать, ял хуçалăх продукцийĕсене сутнинчен çулталăкра пĕтĕмĕшле пырса кĕнĕ тупăш 2833 пин тенкĕпе (усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 467 пин тенкĕ) танлашать. Отчетлă тапхăрта 100 гектар çĕр пуçне 10 центнер аш-какай, 196 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 4254 килограмм сĕт сунă. Пĕтĕмпе 638 центнер, кашни гектартан вăтам шутпа 8,9 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Шăрăх та типĕ çанталăк условийĕсене пăхмасăр, виçĕм çулхипе танлаштарсан, ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансем производство кăтартăвĕсене ỹстернĕ, çулталăка 106 пин тупăшпа вĕçленĕ. Кооперативра ĕçлекенсен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 5116 тенкĕпе танлашнă. Хуçалăх ертỹçи пурте пĕрле пухăннипе усă курса уй-хирте тыр-пул çитĕнтерекенсемпе ферма ĕçченĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав тунă, малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин Н.Павлова район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă. Кун йĕркинче тепĕр ыйту та пулнă. Сăмах малашне çĕрпе тухăçлă усă курас тĕллевпе "Знамя" хуçалăх "Чăвашьенкрахмал" сахал яваплă юлташлăхпа пĕрлешсе ĕçлесси çинчен пынă. Кооператив членĕсемпе пай çĕрĕсен хуçисем инвестор палăртакан программăпа тĕплĕн паллашнă хыççăн малашне пĕрле ĕçлеме хирĕç пулманнине пĕлтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика