29 января 2011 г.
Чăваш Республикинчи талантлă та пултаруллă çамрăксем çулсеренех Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçеççĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Президент вĕренỹре, тĕпчев, ăслăлăх, пултарулăх, производство ĕçĕ-хĕлĕнче тата ертсе пырас, бизнес-проектсем хатĕрлес енĕпе курăмлă çитĕнỹсем тунă 1000 çамрăка хавхалантарма хушу кăларнă. Стипендиатсен йышне Елчĕк районĕн 8 çамрăкĕ - Сергей Васильев (Елчĕк шкулĕнчи ачасемпе çамрăксен "Млечный путь" пĕрлешĕвĕн ертỹçи), Анастасия Чуманова (Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕ), Мария Исаева (Курнавăш ял тăрăхĕнчи "Çамрăк çемье" клуб членĕ), Алексей Каринкин ("Прогресс" ЗАО зоотехникĕ), Александр Лапшин ("Эмметево" ОООн директорĕн çумĕ), Марина Михайловская ("Победа" ОООн тĕп бухгалтерĕ), Алексей Павлов (Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекен), Александр Портнов (Кушкă шкулĕнче вĕренекен) - кĕнине палăртма кăмăллă. Маларах асăннă хушупа килĕшỹллĕн, çамрăксем уйăхсерен 1830 тенкĕпе танлашакан стипендие илсе тăрĕç.