Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куравра - Б.Пятаков

29 января 2011 г.

Куравра - Б.Пятаков

ĕçĕсем Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче Элекçей Тимешри Борис Пятаковăн ал ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Борис Михайлович ятне хамăр тăрăхра пурăнакансем кăна мар, республикăрисем те илтнĕ. Пултаруллă ăста республикăри куравсене те пĕрре мар хутшăннă. Мĕн кăна ăсталамасть вăл: шавлă инструментсенчен пуçласа тенкел-пукан, шăпăр, карçинкка таранах. Хальхи пек ятарлă выставка вара районта пуçласа йĕркеленчĕ. Нумаях пулмасть утмăл çулхи юбилейне уявласа ирттернĕ харсăр арçын курава уçма пухăннă шкул ачисемпе ял çыннисене кăштах хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Электрик специальноçне алла илнĕ çамрăка ялти культура çуртне ертсе пыма сĕнсен турткаланса та тăнă вăл пĕр вăхăт. Ара культработник ĕçне вĕренмен-çке вăл. Унтан килĕшнĕ. Ялти çамрăк, ача-пăча пушă вăхăта клубра усăллă та культурăллă ирттертĕр тесе чи малтан çурта илемлĕ юсаса çĕнетнĕ вăл. Фойене пырса кĕрсенех ăшăлăх тапса тăратчĕ ун чухнех. Каярахпа кино кăтартакан пỹлĕмре ăста алăсен кружокне уçрĕ. Ял ачисем йышлăн çỹрерĕç унта. Пурăна киле кружок ĕçĕ районах саланчĕ. Паян вара ремесла çуртĕнчи "Левша" кружока çỹрекен ачасем ертỹçĕрен тем тума та вĕренеççĕ. Ачисем ăсталанă юр хырмалли кĕреçесем епле савăнтараççĕ ашшĕ-амăшне. Теприн ашшĕ мăлатук та йĕркеллĕ тытма пĕлмест пулĕ, ывăлĕн вара халех алли пырать. "Мĕн пĕчĕкрен ал ĕçне хăнăхни хăйсемшĕн", - тет Борис Михайлович. Выставкăна уçса маçтăр çинчен Елчĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ В.Портнова, музей заведующийĕ В.Вастулова ăшă сăмахсем нумай каларĕç. Б.Пятаковăн куравĕ пĕр уйăх ĕçлет. Музей ĕçченĕсем район çыннисене ăстан ĕçĕсемпе паллашма йыхравлаççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: выставкăра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика