Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăха туйса, саккуна пăхăнса

29 января 2011 г.

Раççей Президенчĕ Прокуратурăна право сыхлавĕн органĕсен преступление хирĕç кĕрешессипе çыхăннă ĕçне йĕркелесе пыма шаннă. Чăваш Республикин юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокуратури (ятарлă прокуратура) шăпах çак тивĕçе пурнăçлать. Прокуратура судпа айăпланнисен прависемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлет. Колонисенче, паллă, преступлени çулĕ çине тăнисем лараççĕ. Анчах та кашниех хăйсен айăпне йышăнса ỹкĕнеççĕ теме çук. Ирĕке тухсан хăшĕ-пĕри каллех саккуна хирĕç кайса киревсĕр çул çине тăрать, çав шутран йывăр тата уйрăмах йывăр, граждансен пурнăçĕпе сывлăхне хирĕçле, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă тата ытти преступленисем тăвать. Колонире ларнă чухнех çакăн евĕр преступлени çулĕ çине тăракансем те пур. Республикăн юсанмалли учрежденийĕсенче тĕрлĕ преступлени пулассинчен сыхланас тĕллевпе прокуратура пулăшнипе кварталсерен координаци канашлăвĕсем иртеççĕ, канашлусене юсанмалли учрежденисен пуçлăхĕсем, право сыхлавĕн органĕсен тата ытти ертỹçĕсем хутшăнаççĕ. Черетлĕ канашлура Чăваш Енри колонисенче профилактика ĕçне мĕнле йĕркеленине, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене тăрă шыв çине кăларассине сỹтсе явнă, терроризма хирĕç кĕрешессине вăйлатассине пăхса тухнă. Сăмах май, республикăри юсанмалли учрежденисен оперативлă службисем иртнĕ çул çакăн евĕр 25 преступлени тунине тупса палăртнă (2009 çулта - 31). Право сыхлавĕн органĕсем колонисен оперативлă службисемпе тачă çыхăнса ĕçлессипе уçса парайман преступленисен шучĕ те 4-ран 2 таран чакнă. Прокуратура пĕтĕ-млетнĕ тăрăх, оперативлă службăсем ку енĕпе ĕçлесе çитереймеççĕ, çавна май статистика кăтартăвĕсем преступленисемпе çыхăннă тĕрĕс ỹкерчĕке сăнламаççĕ. Канашлăва чĕннĕ пуçлăхсене кăçал мĕн пур енĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме, преступленисене тупса палăртса айăплисене тивĕçлипе явап тытма хушса хăварнă. Прокуратурăн оперативлă сотрудникĕсем юсанмалли учережденисенче саккунсене пăхăннине уйăхсерен тĕрĕслеççĕ, тĕрĕс-левсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса малашлăха палăртаççĕ. Иртнĕ çул прокуратура должноçри тăхăр çынна саккуна пăсма юраманни пирки асăрхаттарнă, ФСИНăн республикăри управленийĕн, колонисен ертỹçисен ячĕпе 65 асăрхаттару çырнă, юсанмалли учрежденисем саккуна пăсса кăларнă 60 хушăва хирĕçленĕ, 27 сотрудника уголовнăй майпа явап тыттарнă, 95 çынна дисциплина, 19 çынна пурлăх тĕлĕшĕпе айăпланă. Чăваш Республикин юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан прокуратура ĕçченĕсем малашне те яваплăха туйса ĕçлĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика