29 января 2011 г.
Елчĕк шкулĕнче 11-мĕш "б" класра пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ ачасем пĕлỹ пухаççĕ. Вĕренỹре анчах мар, спортра, юрă-ташăра пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ вĕсем, шкулти тата шкул тулашĕнчи тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Вун пĕрмĕшсене Владимир Арсеньевич Николаев класс ертỹçи пĕлỹ тĕнчипе ертсе пырса çитĕнỹсем тума хавхалантарать анчах мар, вăл вĕренекенсен çывăх юлташĕ, вĕсене ăслă та вырăнлă канаш-сĕнỹ паракан. Вĕрентекен хăй те конкурссене активлă хутшăнать. 2008 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне, 2010 çулта район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн 5 пин тенкĕлĕх премине тивĕçме пултарнă вăл. Çак тăрăшуллă вĕренекенсемпе тĕл пулас тĕллевпе çак кунсенче Елчĕк шкулĕнче пулма тỹр килчĕ. 11-мĕшсемпе куçа-куçăн курса калаçса ларнă, вĕсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă хыççăн класран çĕкленỹллĕ кăмăлпа тухрăм - вĕренекенсенче пĕлỹ енне ăнтăласлăх, пурнăçа юратаслăх, теприне ырă сунаслăх тапса тăрать. Паян-ыран пурнăçăн аслă çулĕ çине тухакан çамрăксем пысăк тĕллевсемпе тата малашлăх плансемпе пурăнни хавхалантарчĕ: пуласлăхра юрист, экономист, художник, тухтăр, психолог, инженер е ытти профессисене суйласа илсе вĕсенчен кашниех çĕр-шыв аталанăвне хăйĕн тỹпине хывĕ. Елчĕк, Аслă Таяпа, Шуршу, Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Ĕнел, Тỹскел, Тип Тимеш ялĕсен ачисем пĕр çемьери евĕр туслă пурăнаççĕ. Савăнăçне те, кулянăвне те пĕрле пайлаççĕ вĕсем, пĕр-пĕрин çĕтĕнĕвĕшĕн савăнаççĕ, ăмăртмалла вĕренеççĕ. Класри 22 ачаран пĕрин анчах пĕр предметпа "3" паллă тухнă. Настя Чуманова, Таня Остроумова, Света Баранова, Ирина Ишмуратова "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Олимпиадăсемпе тĕрлĕ конкурсра та çитĕнỹсем сахал мар вун пĕрмĕшсен. Вĕсем, шкулти ытти классемпе танлаштарсан, олимпиадăсене чи активлă хутшăнакансем. Çĕнтерỹçисем те ыттисенчен нумайрах. Настя Чуманова, сăмахран, 2009-2010 вĕренỹ çулĕнче право предмечĕпе иртнĕ республикăри олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. 2008-2009 вĕренỹ çулĕнче асăннă предмет олимпиадинче 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çитĕнỹсем татах та пур-ха Настьăн. Районти олимпиадăсенче обществознани предмечĕпе 1-мĕш, вырăс чĕлхипе тата нимĕç чĕлхипе 2-мĕш вырăнсене тухнă. Таня Остроумова экономикăпа, Марина Куприянова ОБЖ предмечĕпе, Алексей Скворцовпа Денис Петров физкультурăпа, Ирина Ишмуратова право предмечĕпе, Света Баранова астрономипе, Даша Смирнова географипе 2-мĕш, Маша Филимонова физкультурăпа 3-мĕш, МХКпа 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарнă. Спортри çитĕнỹсене те асăнар. Андрей Федоров çăмăл атлетика енĕпе республика шайĕнчи ăмăрту çĕнтерỹçи пулнă. Спортăн çак тĕсĕпе Марина Куприянова та республика шайĕнче палăрнă. Алексей Патшин штанга йăтса республика чемпионĕ ята тивĕçнĕ. Сергей Васильев, Алексей Скворцов футболла, Денис Петров хоккейла выляма ăста. Вĕсем вылякан командăсем час-часах çĕнтерỹçĕсен йышĕнче. Хоккеистсем иртнĕ вĕренỹ çулĕнче регион шайĕнчи ăмăртура та палăрма пултарнă. Марина Куприянова, Таня Остроумова, Алена Охотина, Мария Филимонова, Ирина Ишмуратова - волейбол командин членĕсем. Класра художниксем те пур. Ольга Парферьева Раççей шайĕнчи "ОБЖ - ỹкерчĕксенче" конкурсра 2-мĕш вырăна тухнă. Вăл биологи тата технологи предмечĕсемпе иртнĕ конкурссенче республика шайĕнче 2-мĕш тата 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илнине палăртмалла. Класри Лиза Иванова та ỹкерме ăста пулнине палăртрĕç вĕренекенсем. Лиза виçĕм çул "Елчĕк пики" конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнине те палăртмасăр иртер мар. Сергей Васильев - "Манăн пуçарулăх" конкурс çĕнтерỹçи. Вăлах Елчĕк шкулĕнчи савăнăçлисен тата пултаруллисен шкул лигин "Адреналин" командин капитанĕ. Алексей Патшин та командăн активлă членĕ, çав вăхăтрах сасă операторĕ те. Класри икĕ вĕренекен - Настя Чумановăпа Сергей Васильев кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн М.Игнатьевăн стипендине илме тивĕç пулнине те палăртса хăварар. Класс туслă пулнăран кашни мероприятирех хастар. Шкул шайĕнчи, ун тулашĕнчи тĕрлĕ конкурс çĕнтерỹçисемпе вĕрентекенсем те кăмăллă. Асăннă класра чи ăнкаруллă та пултаруллă вĕренекенсем чăмăртаннине хыпарлаççĕ вĕсем. Ахальтен мар "Чи лайăх класс кĕтесĕ йĕркелекен", "Шкул картишĕнчи чи илемлĕ хĕл юмахĕ" тата ытти тĕрлĕ конкурссенче, мини-футбол, çăмăл атлетика, шывра ишес енĕпе иртнĕ спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ вĕсем. Палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртме пултаракан тăрăшуллă класăн ертỹçи Владимир Арсеньевич та ачасене тулли, тĕрлĕ енлĕ пĕлỹ парас тесе ăнăçлă ĕçлесе пыракан вĕрентекенсен йышĕнче. Çĕнĕлле шухăшлакан мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕрен чылай килет класри лару-тăру. Вĕрентекен ачасене хăйсене пуçарулăхпа палăрма, ĕçе тĕплĕн шухăшласа пурнăçлама, пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене хăйсем тĕллĕнех çĕнтерсе пыма, çынсемпе хутшăнма, пуçланă ĕçе вĕçе çитерме, ырăпа усала уйăрма хăнăхтарать. - Ачасенче çак енсене çамрăкран аталантарса пырсан вĕсене малашлăх пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерме ансат пулĕ, -тет шкулта 13 çул тăрăшаканскер. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсен хушшинче республика шайĕнче иртнĕ "Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйлассипе йĕркеленнĕ уçă урок" конкурсра хăй 3-мĕш вырăн йышăннинче вĕренекенсен тỹпи пысăк пулнине палăртать шкулта истори, обществознани, право, экономика предмечĕсене ертсе пыракан В.Николаев. Класра волонтерсем те пур. Патăрьелĕнче ятарлă курссенче пĕлĕвĕсене туптанă Света Барановăпа Сергей Васильев киревсĕр йăласенчен асăрхаттарса шкулти кашни класра тренингсем ирттернĕ. Елчĕк шкулĕсĕр пуçне Патреккел, Аслă Пăла Тимеш шкулĕсенчи тĕрлĕ классенчи ачасемпе те тĕл пулусем йĕркелеме ĕлкĕрнĕ вĕсем. Ĕмĕчĕсем пысăк вĕренекенсен. - Эрех-сăра, наркомани, табак туртнин сиенĕсем халăхшăн, уйрăмах çамрăксемшĕн, мĕн тери хăрушă, вĕсене пула этемĕн малашлăхĕ тĕтреллĕ пулнине вĕренекенсем патне çитерме тăрăшса ытти чылай шкулта та пуласшăн эпир, - теççĕ волонтерсем. Вун пĕрмĕшсене умри экзаменсене ăнăçлă тытма тата малашлăх пурнăçра ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунар.