29 января 2011 г.
2011-2012 çулсенче Чăваш Ен сывату учрежденийĕсенчи пурлăхпа техника базине çирĕплетме, стандартсене ĕçе кĕртме тата отрасле информатизацилеме май паракан сывлăха сыхлас ĕçе модернизацилес программăна хутшăнать. Программăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 4 млрд. та 136,5 млн. тенкĕ, вăл шутран кăçал - 2 млрд. 24,948 млн. тенкĕ. Медицина пулăшăвĕ парас системăна модернизацилессине 6 тĕп профиле (чĕрепе юн тымарĕ, травматологи, онкологи, акушерпа гинекологи, педиатри, социаллă пĕлте-рĕшлĕ патологи) тĕпе хунă. Программăпа килĕшỹллĕн пуçласа укçа-тенкĕн пысăк пайне хулари 17 тата ялти 8 больницăна тĕпрен юсас çĕре уйăраççĕ. Республикăри сывату учрежденийĕсем диагностикăн хальхи йышши оборудованийĕсемпе пуянланĕç. Кашни больницăрах врач патне кĕме çырăнассине автоматизацилеççĕ. Хальхи йышши информаци технологийĕсене ĕçе кĕртсен (гражданинăн электронлă медицина карти, медицина учрежденийĕн электронлă паспорчĕ, сывлăха сыхлас системăн паспорчĕ пулсан) врач ытти хутсем çырмасăрах пациента медицина пулăшăвĕ парас ĕç хăвăртланать. Шалти сетьпе тĕрĕслев кăтартăвĕсене параççĕ тата электоронлă майпа çыннăн чир историне кĕртеççĕ. Республика клиникинче ĕçлекен ертсе пыракан специалистсем, чирĕн историйĕпе паллашса, районти врачсене тĕрĕс диагноз лартма тата сыватма пулăшаççĕ. Стандартсене ĕçе кĕртни пациента тĕрĕс те тарăн сыватма пулăшакан диагностика тата сывату процедурисене тума май парать. Территорисем хушшинчи 15 медицина центрĕнче республикăра пурăнакансене ятарлă медицина пулăшăвĕ параççĕ. Çакă çынсене вырăнтах паха медицина пулăшăвĕ пама пулăшĕ. Çавăн пекех васкавлă пулăшу машини те кĕске вăхăтрах пациент патне çитĕ. Диспансеризаци, профилактика тĕрĕслевĕсем, скрининг тĕпчевĕсем онкологи чирĕсене малтанхи тапхăртах тупма пулăшаççĕ. Поликлиникăри онкологи кабинечĕн ĕçĕсене тишкерессине маларах палăртнă программăна кĕртнĕ. Республикăри онкологи диспансерĕнче çывăх вăхăтра çĕнĕ радиологи корпусĕ ĕçе кĕрет. Уйрăма тĕнче шайĕнчи оборудованипе тивĕçтереççĕ.