Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анатри чăвашсен музейĕ йыхравлать

29 января 2011 г.

Пирĕн вулакансенчен чылайăшĕ нумай çул Аслă Таяпари вăтам шкулта вĕрентнĕ, каярахпа райĕçтăвкомăн культура пайне ăнăçлă ертсе пынă Е.И.Афанасьева аван пĕлеççĕ . Унăн мăшăрĕ Антонина Павловна та паллă çын. Хастар та пуçаруллă ĕçшĕн ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ хисеплĕ ят панă. Анчах 1980 çулсен пуçламăшĕнче, Евгений Ильичăн ватă ашшĕ-амăшĕ чĕннипе, вĕсен Тăхăрьял тăрăхне куçса кайма тивнĕ. Пуçаруллă учительсем унта та хăйсене лайăх енчен кăтартаççĕ. Халĕ, пенсие тухнă пулсан та, обществăлла ĕçре тĕслĕх пулса тăраççĕ. Ывăнма пĕлмен Евгений Ильич тăрăшнипе тата çине тăнипе çак кунсенче таврара халиччен пулман анатри чăвашсен музейĕ хута кайрĕ. Тутарстанри Пăва районне кĕрекен пин-пин чăваш пурăнакан Тăхăрьял таврашĕ мĕн ĕлĕкренех палăрса тăнă. Çавна курах ĕнтĕ Вăрмар тăрăхĕн чăвашĕ, халĕ пурте пĕлекен паллăран та паллă Г.Т.Тимофеев историк-этнограф, кунти халăхăн хăйне евĕрлĕхĕнчен тата талантĕнчен тĕлĕннине пĕрре те пытарман. "Ытла та ăслă, пултаруллă çынсем тĕпленнĕ-çке кунта, Сĕвепе Чăнлă тата Тилçел хутлăхне вырнаçнăскерсем", _ тенĕ вăл час-часах, вун тăххăрмĕш ĕмĕр варринче ку таврари чи пысăк ялсенчен пĕрне, Элшелне, килсе вырнаçнăскер. Çамрăклах тĕпчев ĕçне кỹлĕннĕ анлă тавра курăмлă учитель унта ачасене вĕрентнĕ тата пуп тивĕçне те пурнăçланă хушăрах вырăнти чăвашсем мĕнле пурăнни, вĕсен йăли-йĕркипе культури çинчен питех те витĕмлĕ очерксен пуххи хатĕрлеме пуçлать. Чăн та, ăна автор хăй пурăннă чухне пичетлеме ĕлкĕреймен. Анчах тăванĕсем (вĕсен йăхĕнчисем Элшелĕнче паян та йышлă) тата Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕ тăрăшнипе ăна, сахал тиражпа та пулин, икĕ хутчен кăларчĕç. Вăл чăваш сăмахлăхĕпе, чĕлхипе, культурипе, историйĕпе кăсăкланакансем куллен усă куракан ал айĕнчи кĕнеке пулса тăчĕ. Историксемпе тĕпчевçĕсем Григорий Тимофеев ĕçне пысăка хурса хакланă вăхăтрах Тăхăрьял тата ун таврашĕнчи ялсем талантлисен çĕр-шывĕ, анатри чăвашсен хăйне майлă культурин центрĕ пулса тăнине палăртни те вырăнлă. Шăпах çак тăрăхра çуралнă тата вĕреннĕ çынсем (И.Я.Яковлев, Юркка Иванĕ, Тайăр Тимкки, Çеçпĕл Мишши, Алексей Рекеев тата ыттисем) Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн малтанхи вĕренекенĕсем, букварь йĕркелесе чăваш çырулăхĕн никĕсне хывакансем пулнă тени те йăнăш мар. Акă мĕншĕн Пăва Енпе Тутарстанра тахçантанпах "Тăхăрьял" музей йĕркелес ыйту çирĕпленсе пычĕ. Малтан ăна хăйсене "Тилçел çыравçисен канашĕн членĕсем" тесе шутлакан-шỹтлекен çыравçăсем пуçарчĕç, унтан тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем ырласа йышăнчĕç. Çак тăрăхри В.П.Чернов ячĕллĕ агрофирма пуçлăхĕсем Ю.П.Чернов, Р.Р.Гисматов, унăн çумĕ Е.А.Савельев вара, чăннипе илсен, музей никĕсне хывакансен вырăнĕнче - ун валли вырăн тупма сĕнекенсем те, укçа-тенкĕпе тата ытти енĕпе пулăшакансем те пулчĕç. Ĕлĕкренех таврара "кĕрлесе тăнă" шкул ертỹçисемпе вĕрентекенĕсем тата унта пĕлỹ илнисем те айккинче юлмарĕç. Вĕсем истори енчен пĕлтерĕшлĕ çĕр-çĕр экспонат тупма та, укçа-тенкĕ енĕпе пулăшма та сахал мар вăй хучĕç. ...Иртнĕ эрне вĕçĕнче унта та, Атăл тăрăхĕнчи ытти çĕрти пекех, Раштав сиввисем шатăртатрĕç, шăмат кун ирхине сывлăш температури вырăнĕ-вырăнĕпе 35 _36 градуса та çитрĕ. Апла пулин те тахçан кĕтнĕ музей уçăлас хыпара илтнисем ялти культура çуртне шăкăринех пухăнчĕç: Элшелĕнчен кăна мар, Киштекпе Раккассинчен те, Шемекпе Пимĕрселĕнчен те, Пỹркелпе Кушкăран та, ытти чăваш ялĕсенчен те. Хусанпа Пăва, Теччĕ таврашĕнчен те, Чĕмпĕртен те, Шупашкартан та хăнасем йышлăн пулчĕç. Мĕншĕнни паллă ĕнтĕ, Тăхăрьялта çуралнисем, унти колхозсемпе предприятисенче ĕçлесе паха опыт пухнисем, талантлă учительсем вĕрентнĕрен тарăн пĕлỹ илнисем çĕр-шывĕпе кăна мар, тĕнчипех сарăлнă. Акă, вăрах вăхăт Чăваш Енĕн Шалти ĕçсен министрĕ пулнă Е.К.Салмин генерал, самай çуллă пулсан та, уява мăшăрĕпе пĕрлех килсе çитнĕ. Сакăр теçетке тултаракан В.А.Дедушкин Тутарстанĕпех паллă санитари тухтăрĕ тата республикăри Чăваш наци автономийĕн ывăнма пĕлмен хастарĕ те нумай парнесемпе хаклă экспонатсем илсе килнĕ. Унăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ В.В.Дедушкин та, Ульяновскра пурăнаканскер, пушă алăпа килмен. Вăл Интернетра уçнă хăйĕн сайчĕ урлă Тăхăрьял çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтерсе тăрать. Çак шкултах пĕлỹ пухнă, халĕ Вăрмарти учитель тата творчество енĕпе тухăçлă ĕçлекен Василий Цыфаркин ытти паха экспонатсемпе пĕрле Чăваш Республикин Гербĕн тата Ялавĕн копине пани икĕ республика хушшинчи туслăх епле çирĕп иккенне тепĕр хут ĕненмелле çирĕплетет. Чăваш профессионал-писателĕсен канашĕн председателĕ С.Л.Павлов ертсе пыракан делегаци вара музее те, уява хутшăннисенчен чылайăшне те "Тăван Атăл" журналăн иртнĕ çулхи юлашки номерне парнелерĕ. Унта çак тăрăхри вунă ытла çыравçă произведенине пичетлеме май тупнă. Сăмах май каласан, Элшелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă 20 ытла çын СССР тата РФ Писателĕсен канашĕн членне тивĕçнĕ, вĕсенчен пĕри Н.С.Дедушкин вунă çул ытла ЧАССР Писателĕсен канашĕн председателĕ пулнă... Музее кĕмелли хĕрлĕ хăйăва Пăва хула тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Н.Егоров, районти чăваш автономийĕн сумлă ертỹçи В.Н.Бабайкин, Чăваш профессионал-писателĕсен канашĕн председателĕ С.Л.Павлов тата ыттисем касрĕç. Управ çуртне йĕркелес енĕпе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ Е.И.Афанасьева, тинех директор тесе чĕнме пуçланăскере, паллă ăстасем хатĕрленĕ символ-уçă тыттарни музей алăкĕсем яланлăха уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. Самантрах пỹлĕмсене çĕр-çĕр çын кĕрсе тулчĕ. Вĕсенчен кашниех хăйсен ялĕн, тавралăхăн хаклă реликвийĕсене, историе кĕрсе юлнă тăван-тусĕсене шырарĕ, хăйне, çулсем-ĕмĕрсем иртнĕ хыççăн, кăмăллăн алă панăн, куçа-куçăн курса калаçнăн туйрĕ. Çапла, "Тăхăрьял" музей ку тăрăхри паллă çынсене, анатри чăвашсен культурипе йăли-йĕркине пĕр пĕтĕм тĕвве çыхакан аваллăх çурчĕ, ĕмĕрсен управĕ пулса тăчĕ. Çав вăхăтрах ку тăрăхри халăх хăйĕн тăхăмĕсене яланах чысланă тата пулас ăрусем валли упрас тесе ĕçлеме пĕрре те чарăнман. Юлашки çулсенче кăна Кушкăра Николай Симунов писателе, Раккассинче Валентин Урташ поэт-юрăçа, Пỹркелĕнче репрессире "кĕлленнĕ" Мĕтри Юмана тата ытти талантсене чысласа палăксем е асăну хăмисем уçнă. Пỹркелĕнче Юркка Иванĕн музейĕн алăкĕсем уçăлни те самай пулать. Апла пулсан, "Тăхăрьял" музей ку енчи чăвашлăхшăн çунакан хастарсен халичченхи ĕçне пĕр тĕвве çыхса малашне тата ытларах ỹсĕмсем тумалли трамплин вырăнĕнчех. Ахальтен мар ĕнтĕ уява пухăннă халăх музее республика е район шайĕн статусне пама сĕнчĕ. Таврари паллă тĕпчевçĕ-тавра пĕлỹçĕ М.П. Вериялов пурне те халь уçăлнă чаплă музейпе Тăхăрьял тăрăхĕнчи паллă вырăнсене Республикăри экскурсипе туризм маршрутне кĕртме тата малтанхи ушкăнсене пĕр пус тỹлемесĕрех историпе этнографи палăкĕсемпе хăй туллин паллаштарма пулнине пĕлтерсен пурте тăвăллăн алă çупрĕç. Çавăнтах музейĕн содержанине тата пуянлăхне анлăлатас енĕпе те сĕнỹсем янăрарĕç. Ним тăхтаса тăмасăрах анатри чăвашсен хăйне евĕрлĕ вăйă, тĕрлĕ юрăсемпе халăх сăмахлăхĕн электронлă антологине йĕркелеме тытăнмалла. Çывăх вăхăтрах паллă художниксем тахçанах сĕннĕ Тăхăрьял центрне ("Кăвапине") çĕклесе лартмалла, вырăн суйласа илсе çак паллă тăрăхăн аваллăхне кăтартакан уçă музей ( хура пỹртлĕ-мунчаллă, ешĕл курăклă урамлă, кĕвентепе шыв йăтакан пир кĕпеллĕ хĕр утса пыракан сăнарлă "ял") тума тытăнмалла. Çакна пĕтĕмпех хальхи ăру, ĕлĕкхи асаплă пурнăç тути-масине манманнисем пур чухне ỹкерсе-туса юлмалла... Ыйтăвĕсем пысăк, ĕçĕ кăткăс та нумай пулсан та хирĕçлекен пĕр çын та тупăнмарĕ. Тăхăрьялсем яланах çирĕп кăмăллă, пултаруллă тата палăртнинчен каялла чакма хăнăхманнине тĕпе хурсан, çак тĕллевсем те пурнăçа кĕрессе ĕненме пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика